Чукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçланчĕ!

19 июля 2014 г.

Çапла, кĕçнерни кун районта вырма ĕçĕсем пуçланчĕç. Пуринчен малтан тыр-пула пуçтарса кĕртме "Мир" ЗАО тухрĕ. ...Ылтăн тĕслĕ ыраш уйĕпе 5 "Дон-1500" комбайн шăвать. Комбайнерĕсем паллаканнисем: пĕр тăван Анатолийпе Сергей Матвеевсем, Данил Невметов, Юрий Балянин тата Агзам Садертдинов. 130 гектар йышăнакан ыраша тỹрремĕнех вырса çапаççĕ. Малтанхи кăтартусем тăрăх, хальлĕхе гектартан вăтам шутпа 18 центнер тухать. Çанталăкне кура тухăçа начар теме çук. ...Акă Данил Невметов комбайнĕн бункерĕ тырăпа тулчĕ. Ун патне çийĕнчех ГАЗ-53 автомашина çитсе чарăнчĕ. Владимир Паймин водитель кăçалхи пĕрремĕш тухăçа йĕтем çине илсе кайрĕ. Унăн юлташĕсем - ГАЗ-53 автомашинăпа ĕçлекен Минислам Куропаткинпа ЗИЛ-130 автомашина водителĕ Этгер Вахитов - Владимир çине ăмсанса пăхрĕç. Йĕтем пуçлăхĕ Эльвинур Невметовпа Ракия Махмутова учетчица çĕнĕ тырă йышăнма хатĕр. Тырă тасатса сортлакан машинăсем юсавлă, кĕлетсене çуса тасатнă. Комбайнсем хыççăн юлакан улăма çийĕнчех пресласа пыраççĕ. Пресс-подборщиксене Зельфинур Фахрутдиновпа Мексум Невметов механизаторсем тухăçлă ĕçлеттереççĕ. Хирте ĕçлекенсене кунне икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. Сание Азизова повар ĕçĕпе механизаторсем питĕ кăмăллă. Вырма вăй илсех пырать. Палтиелсен 2100 гектар тыр-пула пуçтарса кĕртмелле. Çав шутра кĕр тыррисем 500 гектар йышăнаççĕ. Умра - кĕр аки. Кăçал ырашпа кĕрхи тулă валли 700 гектар уйăрма палăртнă. 200 гектар ытла çĕр хатĕрленĕ ĕнтĕ, ку ĕç малалла пырать. 

И.САЛАНДАЕВ. "Мир" ЗАО.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика