Чукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Ял çамрăкĕсем" конкурс

19 июля 2014 г.

Июль уйăхĕн çурринчен пуçласа сентябрĕн 30-мĕшĕччен Мускаври "Ĕç тăвакан органсене тата йĕркелĕхе сыхлакан тытăмсене информаципе право енчен пулăшакан центр" пуçарнипе Пĕтĕм Раççейри "Ял çамрăкĕсем" конкурс ирттереççĕ. Ун тĕллевĕ - ял хуçалăхĕнчи профессисен ят-сумне çĕклесси, ял тăрăхĕсене аталантарассипе пухнă ырă тĕслĕхе анлăрах сарасси, вырăнти влаç органĕсемпе бизнес халăхпа çыхăнса ĕçлес енĕпе пухнă опыта тишкересси. Конкурса виçĕ пая уйăрнă: "Эпĕ суйласа илнĕ професси", "Пирĕн район аталанăвĕ", "Тăван тавралăх илемĕ". Тупăшăва аслă тата ятарлă вăтам пĕлỹ паракан учрежденисенче вĕренекенсем, ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекекенсем, тăван кĕтес илемĕшĕн ырми-канми тăрăшакансем хутшăнасса шанаççĕ. Материалсене электрон почтипе ямалла: ano@ano - info.ru, тел. 682-77-87

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика