Чукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сталин вилĕмĕн темиçе вăрттăнлăхĕ

12 июля 2014 г.

Халăхсен "ашшĕ" И.Сталин вилнĕренпе пайтах çул иртрĕ ĕнтĕ. Анчах вăл пурнăçран мĕнле майпа уйрăлни халĕ те уçăмлăн паллă мар: ăна ирĕксĕрлесе вĕлернĕ текен темиçе верси те пур. Теприсем вара çул пуç пуçне юн кайнипе çут тĕнчерен уйрăлнă теççĕ... Каварлашу теорийĕ Халăхра анлăн сарăлнă И.Сталин вилĕмĕ каварлашупа çыхăннă имĕш: ăна вăхăтра медицина пулăшăвĕ паман-мĕн. Çакă Лаврентий Берияпа е Хрущевпа та çыхăннă теççĕ. Яланах хăй çумĕнче наркăмăш флаконĕ илсе çỹрекен Берия Сталин кабинетне кĕнĕ хыççăн Сталин вилнĕ текен сас-хура та пур. Кавар теорине хỹтĕлекенсенчен пĕри А.Авторханов историк шутланнă. Вăл çакăн пирки Анăçра тухнă "Влаç технологийĕ" кĕнекере асăннă. Вăл маларах Франфуркт çинчи Майнăра 1976 çулта тухнă "Сталин вилĕмĕн вăрттăнлăхĕ (Бирия каварĕ)" кĕнекери шухăшсене малалла аталантарнă. Иккĕленллĕ пĕр пеклĕхсем Сталин вилес умĕн кăштах маларах унăн çывăх çыннисем пулнисене пăрма тăрăшнă: çул пуçăн тĕп секретарĕсенчен пĕрне арестленĕ. Çавăн пекех Сталинăн хурал пайĕн начальникĕ пулнă, унпа1931 çултанпа ĕçленĕ Н.Власика та çак шăпах кĕтнĕ: ăна 1952 çулхи декабрьте халăхсен "ашшĕ" çине тапăнма хатĕрленнĕ тесе айăпланă. Власик генерала пăхăнса тăракансене те службăран кăларнă янă. Халĕ çакă паллă теççĕ: Ю.Жуков историк çырнă тăрăх, Берия, Маленков, Булгарин, Хрущев, Сабуров тата Первухин, 1951 çултан пуçласа хăйсен Политбюропа СССР Министрсен канашĕн Бюровĕн Президиумĕнче хăйсен витĕмне туйса Сталина çĕр-шыва ертсе пырассинчен пĕчĕккĕн пăрма хăтланма пуçланă. Сисчĕвлевлĕ Сталин çакăн хыççăн тухтăрсене те шанма пăрахнă. Çул пуç сывлăхĕшĕн вара Берия департаментĕнчи никамах та пĕлмен тухтăр яваплă шутланма тытăннă. Поварсем те улшăннă. 1953 çулхи мартăн 2-мĕшĕнче Сталинăн пуç мимине юн кайсан ун çывăхĕнче пачах та урăх, ют çынсем пулнă. Иккĕмĕш "Сталин" Çакнашкал верси те пур: И.Сталин 1947 çултах вилнĕ-мĕн, 1953 çулта вара унăн дачине ăна улăштаракан унпа пĕр сăнлă çын пурнăçран уйрăлнă. Çакă паллă: Сталин виçĕ уйăх вар-хырăм чирне сиплеме пулăшакан медикаментсене улăштарнипе аптăранă. Халăхсен "ашшĕне" наркăмăшланă теме те çук: ăна паракан апат-çимĕçе яланах тĕплĕн тĕрĕсленĕ. Сталин вилĕмĕн вăрттăнлăхĕ каллех Берия çине куçать. Патшалăх Хăрушсăрлăх Министерствин ятарлă лабораторине вăл вăхăтра наркăмăшсемпе ĕçлекен паллă специалист Г.Майрановский ертсе пынă. Тепĕр верси: Сталина "пытарнă" хыççăн ăна улăштаракан çын та тупăннă. 1953 çулта вара шăпах вăл та çут тĕнчерен уйрăлнă. Кунта тĕлĕнмелли çакă та пур: Сталин вилĕмĕн медицина пĕтĕмлетĕвĕнче унăн анатоми уйрăмлăхĕсене асăнни çук. Сăмахран, унăн сулахай алли мĕнлерех пулнине документлă фильмсенче те лайăх асăрхама пулать. С.Аллилуева та (Сталин хĕрĕ) 1952 çулта ашшĕпе тĕл пулсан унра пысăк уйрăмлăхсене, хăш-пĕр йăли- йĕркисем çухалнине çийĕнчех асăрханă. Çитменнине, вăл туртма та пăрахнă... И.Сталина улăштарнă çын пулнине Н.Добрюха историкпа публицист та ĕнентерет. Вăл палăртнă тăрăх, çул пуçа касса пăхнă хыççăнхи актран çакă лайăх курăнать. Унта Сталинăн сулахай уринчи икĕ пỹрни пĕрлешсе кайнине асăнман. Тĕрлĕ кăтартусем Сталинăн сывлăхĕ пирки малтанласа пĕлтернинче çак факт пур: унăн пуç мимине юн дачăра мар, Мускаври хваттерĕнче кайнă. Кунта тепĕр саманта та шута илни кирлех пулĕ: "халăхсен ашшĕн" вилĕмĕ пирки те икĕ тĕрлĕ калаççĕ. Хăш-пĕр медицина докуменчĕ-сем тăрăх Сталин мартăн 1-мĕшĕнче каçхине вилнĕ. Тепĕр кунах ăна касса пăхнă. Каярахпа вара Сталин вилнĕ куна темшĕн мартăн 5-мĕшне куçарнă. Сталинăн чир историйĕн формăллă бланкĕ те, амбулатори карти те пулман имĕш. "Тухтăрсен ĕçĕ" Сталин вилес умĕн кăшт маларах çав вăхăтри медицинăри паллă ĕçченсем пирки "Тухтăрсен ĕçне" пуçарнă. Вĕсем Горькие, Куйбышева сипленĕ пулнă - анчах пĕрне те çăлса хăварма май килмен. Çакнашкал гипотеза та пур: каварçăсем Сталина юриех чи лайăх тухтăрсенчен пулăшу ыйтма чарнă. 1953 çулхи мартăн 3-мĕшĕнчи Правительство пĕлтерĕвĕнче Медицина наукисен академийĕн сакăр профессорĕн ятне асăннă. Сиплев курсне палăртни те нумай ыйтусем кăларса тăратать. Чирлĕ Сталина унăн пурнăçĕн юлашки минучĕсенче медицина сестри адреналин уколне тунă. Ку вара вилĕмпе пĕрех: юн тымарĕсем пĕрĕнеççĕ, инсульт патне илсе пыраççĕ - вилĕм куç кĕретех. Тепĕр тĕлĕнтермĕш: 1953 çулхи апрелĕн 3-мĕшĕнче "Тухтăрсене ĕçĕ" енĕпе арестленисене пурне те ирĕке кăларнă, ĕçе вырнаçтарнă. 

(РИА Новости).

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика