Староурмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музейра пултăмăр

15 июля 2014 г.

Эпир, Кивĕ Вăрмар шкулĕн лагерĕнче канакансем, Вăрмар поселокĕнчи тавра пĕлÿ музейĕнче пултăмăр.

Музейра çутă, таса, ăшă кăмăллăх хуçаланать. Пире музей ертÿçи В.Цыфаркин ăшшăн та тараватлăн кĕтсе илчĕ.

Малтанах вăл пире çак çурта «Урмарская» КСО» акционерсен хупă обществи тата халăхпа ниме йĕркипе хăпартнине, тĕрлĕ экспонатсемпе, халĕ туса лартнă илемлĕ те хăтлă çуртсемпе, Арапуç, Энĕшпуç ялĕсем çинчен çырнă кĕнекесемпе паллаштарчĕ. В.Богданов ÿкернĕ картинăсене чуна тивмелле каласа пачĕ.

Акă малалла утнă май ĕлĕкхи пурнăçа кĕрсе ÿкрĕмĕр. Куç умне асаттесен кĕлечĕ тухса тăчĕ: унăн умĕнче лаша хатĕрĕсем çакăнса тăраççĕ, йывăçран ăсталанă ĕç хатĕрĕсем, пуракĕ те пур, сÿре, ала, унтах юманран тунă урапасем, тĕрлĕ калăпсем, лаша шăлне уçса пăхмалли хатĕр, шыв, çил арманĕ, алăпа çавăрса авăрмалли тырă арманĕ, вĕрен явмалли станок та пур.

Акă сĕтел хушшинче асанне ларать. «Акă санăн кĕнчелÿ, мĕн чухлĕ эсĕ пире, асаннеçĕм, çемçе чăлха-нуски çыхса памарăн-ши». Кунтах пир тĕртмелли станок, кĕвенте, çÿпçе, хурăн хупписенчен ăсталанă савăт-сапасем тата ыттисем те.

Пирĕн районта Курбатов тата Белькович (1903-1904 ç.ç.) сĕтел-пукан фабрикине пуçарса янине, ĕçлеме пуçланине пĕлтĕмĕр, вĕсен ĕçĕсене малалла тăсакансен, пултаруллă çынсен ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашрăмăр.

Фотоаппарат, шыв башни, станци начальникĕн кабинечĕ, çул картти, шут, арифмометр, пушар сÿнтермелли хатĕрĕсемпе, пушарниксен тумĕсене куртăмăр. Кивĕ укçасем тата мĕн кăна çук пулĕ кунта.

Тепĕр пÿлĕмре Тăван çĕршывшăн вăрçă хирĕнче çапăçнă паттăрсен стенчĕсем, вĕсен çинчен çырнă кĕнекесем.

Çĕнтерÿ кунне тĕрлĕ çулсенче Вăрмарта уявлани саманчĕсемпе паллашрăмăр.

Кунтах Вăрмар районĕнчен тухнă Социализмла Ĕç Геройĕсен, художникĕсен, артисчĕсен, поэчĕсен, писателĕсен тата ытти паллă çынсен сăнĕсем, ?вĕсене художниксем ÿкернĕ%, пирĕн çине куç илмесĕр пăхса «лараççĕ».

Музейра ĕçлекенсем чăвашлăха упрас, ĕлĕкхи манăçа ан тухтăр тесе ырми-канми тăрăшаççĕ. Унăн директорĕ В.Цыфаркин музей залĕсене хăтлăх кĕртес тĕлĕшпе нумай енлĕ ĕç туса ирттерет. Сăмахран, кунти хапхана хăй аллипех эрешлесе хитрелетнĕ вăл. Чăваш эрешĕсем кунта иртсе çÿрекенсене илемлĕхпе илĕртеççĕ, музее кĕме те йыхравлаççĕ.

Район тулашĕнче пурăнакансем тĕрлĕ вăхăтра тăван тăрăха канма килсессĕн яланах аваллăха упракан, районăн хальхи пурнăçĕпе тĕплĕн паллаштаракан çурта çитсе курма яланах кăмăл тăваççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429409, Урмарский район, д. Старые Урмары, улица Школьная, дом 17
Телефон: 8(83544) 33-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика