Староурмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Витаминлă курăк çăнăхĕ кайăк-кĕшĕкшĕн питĕ усăллă

15 июля 2014 г.

Витаминлă курăк çăнăхĕ кайăк-кĕшĕкшĕн питĕ усăллă

Çулла çулталăкăн чи илемлĕ те илĕртÿллĕ вăхăчĕ. Уйрăмах çакă шкул ачисемшĕн питех те пĕлтерĕшлĕ. Вĕренÿ çулĕ хыçра - канма та юрать пек. Кĕçĕн классенче вĕренекенсенчен чылайăшĕ яллă вырăнсенче, лагерьсенче сывлăхне çирĕплетеççĕ. Аслăраххисем вара вăхăтлăх ĕç вырăнĕсене вырнаçаççĕ.

Кивĕ Вăрмар шкулĕнче аслă классенче вĕренекен арçын ачасенчен чылайăшĕ çуллахи каникула мĕнле ирттермеллине малтанах палăртса хунă пулнă. «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществинче нумай çулсем хушши типĕтнĕ курăк çăнăхĕ хатĕрлеççĕ. Кĕрпе çăнăхне те (комбикорма) кунта хуçалăхра ÿстерекен тĕш тырă культурисенчен хатĕрлеççĕ, апла пулин те вăл типĕтнĕ витаминлă курăк çăнăхĕсĕр чăх-чĕпе, хур, кăркка чĕпписене кирлĕ витаминпа тивĕçтерме пултараймасть.

Çуллахи вăхăтра хуçалăхра ĕçлекен кашни çыннăн ĕçĕ курăмлă. Çак вăхăтра ĕнтĕ обществăна ялти шкулти аслă классенче вĕренекен ачасем пысăк пулăшу кÿреççĕ. Çулсерен икшер сменăпа ĕçлекен çамрăксем икĕ уйăх ытла тăсăлакан ĕççи вăхăтĕнче 300 тонна ытла витаминлă курăк çăнăхĕ хатĕрлеççĕ.

Ĕçĕ çăмăл мар, анчах çул çитмен ачасене ĕçпе тивĕçтерессине пăхакан законодательствăна çирĕп тытса пыраççĕ хуçалăх ертÿçисем. Ахальтен мар ĕнтĕ ку енĕпе нумай çул хушши газификаци енĕпе ĕçлекен инженер тата ĕç хăрушсăрлăхĕн специалисчĕ Г.Андреев тимлесе пырать. В.Васильев, Н.Николаев операторсем те ĕç хăрушсăрлăхĕн правилисене лайăх пĕлсе пурнăçласа пыраççĕ. Ĕç кал-кал пырать витаминлă курăк çăнăхĕ хатĕрлес çĕрте. Фабрикăн генеральнăй директорĕ Н.Петров çамрăксемпе специалистсем, курăк çулса турттаракан Сергей Николаевпа Игорь Николаев механизаторсем тухăçлă ĕçлени пирки ыррине çеç калать.

Планпа пăхнă тăрăх хуçалăхра 300 тонна витаминлă курăк çăнăхĕ хатĕрлемеллине çÿлерех палăртнăччĕ, пăхнинчен халĕ çуррине хатĕрленĕ те ĕнтĕ, ĕç малашне те кал-кал пырсассăн ăна ытларах та хатĕрлеме пултараççĕ. Планпа пăхнине пурнăçламанни типĕ çулсенче те пулман, эппин кăçал та кайăк-кĕшĕк кирлĕ витаминсăр юлмĕ. Хуçалăхра кайăк-кĕшĕке тĕрлĕ хими препарачĕсемпе усă курса çитĕнтермеççĕ, çавăнпа та кунта экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци туса илеççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429409, Урмарский район, д. Старые Урмары, улица Школьная, дом 17
Телефон: 8(83544) 33-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика