Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх кăмăлне тивĕçтерессишĕн тăрăшаççĕ

09 июля 2014 г.

 Каçал енĕн пурнăçĕнче райпо яланах хастарлăхпа, ĕçченлĕхпе палăрса тăрать. Кунта тăрăшуллă та маттур, çирĕп вăй-халлă ĕçченсем тăрăшаççĕ. Аслăрах çулхисем çеç мар, çамрăксем те ĕçре çивĕч. Вĕсем пысăк опытлисенчен вĕренсе пыраççĕ. Ахальтен мар райпо системинче çемйипех тăрăшакансем те сахал мар. Райпо тĕллевĕ - халăха тĕрлĕ ыйту-пулăшупа тивĕçтересси, суту-илỹпе обществăлла апатлану çурчĕсене хăтлă та илемлĕ тăвасси, сутуçăсен професси пĕлĕвне, культурине ỹстересси. Çакна ăнăçлă пурнăçлани юлашки вăхăтра уйрăмах сисĕнет.

    Ĕçлеме çеç мар, канма та пĕлеççĕ райпора ĕçлекенсем. Июлĕн 4-мĕшĕнче район центрĕнчи паркра вĕсем Коопераци кунне уявларĕç, маттур ĕçлекенсене чысларĕç. Пĕр сăмахпа каласан, районта пурăнакансене уяв туса пачĕç. Пухăннисене чи малтанах райпо ертỹçи Евгений Карпеев саламларĕ.

    - Коопераци кунĕнче чи малтанах ĕçченсене саламласа тав тăвас килет. Эсир тăрăшуллă пулнăран эпир чи лайăх ĕçлекенсен йышĕнче. Лайăхрах пулмашкăн куллен ăнтăлма хистекен тĕп сăлтав - конкуренци. Районта "Пятерочка", "Магнит", "Сахарок" суту-илỹ çурчĕсем пурри пире татах та тăрăшарах ĕçлеме, малалла ăнтăлма хистет. Конкурентсем йышланни пире çывăрма памасть. Малашне те тăрăшуллă ĕçлесчĕ, ăнăçу сире, - терĕ Евгений Иванович.

    - Райпо магазинĕсене, обществăлла апатлану çурчĕсене кĕрсе тухма, тĕрлĕ тавар туянма кăмăллă. Унта тăрăшакансем яланах тарават та ăшшăн калаçаççĕ. Сире малашне те такăр çул, аталансах, вăй илсех пырăр, - терĕ уяв ячĕпе саламласа район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин. Райпо системинче чылай çул тăрăшакансене ĕçри ỹсемсемшĕн Хисеп грамотисемпе тата Тав хучĕсемпе, кăкăр çине çакмалли паллăсемпе наградăларĕç.

    Чи маттуррисене асăнса хăвармасăр иртме май çук. "Хлебозавод" ОООн, "Торговый Дом" суту-илỹ çурчĕн бухалтерĕсене О.Н.Жирновăпа Е.Н. Алексеевăна, "Ял хуçалăх таварĕсем" магазин сутуçине Е.А. Ивановăна, "Торговый дом" суту-илỹ магазинĕн сутуçине Р.А.Вековăна, Çĕнĕ Мăратри апат-çимĕç магазинĕн заведующине Н.И.Макаровăна, "Производственный комбинат" ООО кондитерне С.И.Лепешкинана, "Кĕтне" кафе поварне Э.М.Зариповăна, "Весна" ресторан техничкине М.С.Арифуллинана, хатĕрлев кантурĕн ĕçченне Г.Н.Махминова Комсомольски райповĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Райпо бухгалтерне А.И.Лепешкинана ЧР Ял хуçалăх министерствин, Тури Тимĕрчкасси магазинĕн заведующине Г.Н.Красновăна, М.В.Кокшинана, "Производственный комбинат" ООО директорне М.М.Садртдиновăна ЧР Потребсоюзĕн Хисеп грамотисемпе, "Хлеб" ООО водительне А.В.Никифорова тата Э.Г.Смирнов оператора Тав хучĕсемпе чысларĕç. В.Н.Розов водителе шаннă ĕçе яланах вăхăтра пурнăçланăшăн, тăрăшуллă ĕçленĕшĕн Чăвашпотребсоюзĕн Хисеп хăми çине кĕртме йышăннă. "Раççейри потребительсен кооперацийĕнче тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн" паллăпа В.В.Степановăна ("Торговый дом" ООО), потребкооперацинче 30, 25 тата 20 çул пĕр кăлтăксăр ĕçленĕшĕн Г.Х.Тимрукова бухгалтера, Е.Н.Тихонова çăкăр пĕçерекене, "Апат-çимĕç комбиначĕ" ООО поварне Е.И.Ивановăна палăрту паллисемпе чысларĕç. Е.И.Медведева менеджера РФ Центросоюзĕн Хисеп грамотипе, Хирти Сĕнтĕрти магазин заведующине Т.Г.Ченакинана "РФ потребкооперацин ветеранĕ" ятпа, Т.А. Шмелева сутуçăна "Раççейри кооператив юхăмĕн чи çамрăк лидерĕ" кăкăр çине çакмалли паллăпа чысларĕç. Райпора тăрăшакансене çеç мар, килĕштерсе пĕрле ĕçлекен ĕçтешсене те чыслама манмарĕç уявра. "Шанчăклă партнер" номинацире "Дружба" ЯХПК, "Слава" ЯХПК, "Мир" кооператив ертỹ-çисене - Р.М.Мансурова, М.А.Буслаева, В.З.Долговăна - палăртса хăварчĕç. Тукай ялĕнче пурăнакан В.Г.Козлов "Сĕтпе чи лайăх тивĕçтерекен" номинацире палăрчĕ. "Потребкооперацине парăннă туянакан" номинацире Комсомольски ялĕнчи С.А.Алексеева чысларĕç. Ял çыннисене таварпа вăхăтра тивĕçтерес енĕпе - Хырай Ĕнелĕнчи ял хуçалăх таварĕсен магазинĕн заведующийĕ А.Н.Александрова, Тăманлă Выçлинчи В.В.Киргизова, Эткерти И.Г.Галкина чи маттуррисем. "Потребкоопераци мисĕ - 2014" республика конкурсне хутшăнса "Мисс артистичность" ята тивĕçнĕ ветеринари аптекин фельдшерĕ Л.Р.Садретдинова маттур пулнине палăртса хăварчĕç.

     Юрри-ташши нумай пулчĕ уявра, пухăннисем вырăнти артистсене курса киленчĕç, тăвăллăн алă çупса тав турĕç. Суту-илỹ тăвакан палаткăсенче тавар туянакансем кĕшĕл-тетрĕç çеç. Ачасене савăнма батут пулчĕ. Шел, унта кашниех сиксе савăнчĕ-ши? 5 минутшăн 100 тенкĕ тỹлемелле те кашни ашшĕ-амăшĕ вăй çитерейрĕ-ши? Хакĕсем чăнах та "çыртаççĕ". Уява яланхилле асра юлмалли салютпа тата дискотекăпа вĕçлерĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика