Большеяниковский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратса Мариша теççĕ

23 января 2013 г.

Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта 9 класра вĕренекен Мария Тимофеева ЧР Пуçлăхĕн 2013 çулхи стипендиачĕ пулса тăчĕ. Шкул пурнăçĕнче активлăх кăтартнисĕр пуçне чылай пур конкурссене хутшăнать. Акă кăçалхи вĕренÿ çулĕнче Мария районти 6 олимпиадăра призлă вырăнсем йышăннă.

Халĕ шăпах республика шайĕнче иртекен олимпиадăсен тапхăрĕ пырать. Пултаруллă хĕр ача республикăра иртекен 4 олимпиадăна хутшăнма хатĕрленет. Нумай пулмасть кăна пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсен предмечĕпе иртнĕ республикăри олимпиадăна хутшăнса шкул ачи 3-мĕш вырăн йышăннă. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче те, хăй 8-мĕш класра кăна пулсан та, çак предметпа 9-мĕш класс ачисем хушшинче малти вырăна йышăннă. Мария Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта кадет класĕнче пĕлÿ пухать. Вырăс чĕлхи, биологи, хими предмечĕсем уншăн чи юратнисем. Пысăк пахалăхлă пĕлÿ паракан вĕрентекенсен аллине лекнĕшĕн чунтан савăнать Мария. 11 класс хыççăн ăçта вĕренме каяссине вăрттăнлăхра тытать-ха вăл. Ашшĕпе амăшĕ ăна юратса Мариша тесе чĕнеççĕ. ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулма кирлĕ документсем пуçтарнă чухне ашшĕ ăна шанман иккен, кăлăхах хатĕрленетĕн, хĕрĕм, тенĕ. Савăнăçлă хыпара пĕлсен вара тăван хĕрĕшĕн чунтанах хĕпĕртенĕ ашшĕпе-амăшĕ. Стипендипе еплерех усă курма хатĕрленетĕн-ха, тесе ыйтсан Мария: «Пуçтарăнтăр-ха», - тет. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче район стипендиачĕ пулса уйăхсерен 250 тенкĕ илсе пурăннă вăл. Марийăн йăмăкĕ Дарья 4-мĕш класра вĕренет. «Вăл манран та ирттерет», - тет аппăшĕ йăмăкĕ пирки, ăна вĕренÿре пулăшса пыратăн-и тесе ыйтсан. Пушă вăхăтра 9 класс хĕр ачи чечексем ÿстерет, чĕр чунсемпе йăпанать, кил-тĕрĕшре пулăшать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429412, Урмарский район, д. Большое Яниково, улица Карла Маркса, дом 75
Телефон: 8(83544) 45-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика