Большеяниковский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирус - сывлăх тăшманĕ

26 января 2013 г.

Раççейре çулсеренех пирус туртнипе çыхăннă чирсене пула 300-400 пин çын вилет. Туртни, хăв туртмасан та чĕлĕмçĕсен сĕрĕмĕпе сывлани рак пулас хăрушлăха - 20 хут, чĕрепе юн тымарĕсен чирне 25-35 процент ÿстерет. Ÿпке чирĕсемпе вилекенсен 90 процент ытларахăшĕ ăмăртмалла тенĕ пекех пирус мăкăрлантарнă.

Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлас ĕç организацийĕ кашни виççĕмĕш çын табак туртнине палăртать. Апла пулсан пирĕн республикăра пурăнакансем кунсерен çак сиенлĕ пакăçпа киленме 13 млн тенкĕ ытла укçа пĕтереççĕ, уйăхне - 400 млн тенке яхăн, çулталăкне - 5 млрд тенкĕ! Укçана çилпе вĕçтерни хăй-ха, унсăр пуçне хăйсене те, таврари çынсене те наркăмăшласа тĕрлĕ чир-чĕр парнелеççĕ-çке. Кайран çав чирсенчен сывалма каллех миллиарчĕ-миллиарчĕпе укçа тăкакламалла. Чăваш Республикин тĕп наркологĕ И.Булыгина усал шыçăпа тата чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе аптракансем çинчен сăмах пуçарсан çакна палăртать: «Пациента, енчен те вăл туртма пăрахаймасан, çав тери чаплă центрта вĕр çĕнĕ техника хатĕрĕсемпе усă курса тем пек чаплă тухтăр операци тусан та курăмлă улшăну пулмасть».

Пирусри никотин хăрушă наркăмăшсенчен пĕри. Çерçи е кăвакарчăн сăмси патне никотинпа йĕпетнĕ патак илсе пырсанах вĕсем вилеççĕ. Кролика пурнăçран уйрăлма никотин тумламĕн пĕрре тăваттăмĕш пайĕ кăна кирлĕ, йытта - çур тумлам. Çынна - 50-100мг е 2-3 тумлам. Кунне 20-25 сигарет туртакансен юнне шăпах çакăн чухлĕ доза лекет те. Чĕлĕмçĕ 30 çул хушшинче 20000 сигарет е 160 кг табак туртать, вăтамран 800 г никотин çăтать. Çапла майпа табака пула çулсеренех тĕнчере 5 миллион ытла çын пурнăçпа сывпуллашать.

Пирĕн çĕршывра арçынсем хĕрарăмсемпе танлаштарсан 13 çул сахалтарах пурăнни те сиенлĕ йăласемпе çыхăннă. Арçынсем 6 хут нумайрах эрех ĕçеççĕ, икĕ хут ытларах пирус туртаççĕ. Арçынсен 65 проценчĕ, хĕрарăмсен 25 проценчĕ туртать. Шкула çÿрекен ачасем те туртма пикенни хăратать. Паян-ыран пулас амăшĕсен 50 проценчĕ пирус мăкăрлантарни пушшех те хăрушă. Тахçан çынран юлас килмесĕр е кăсăкланса туртса пăхнисем халĕ унран хăпас тесен те хăпаймаççĕ.

Пирус сĕрĕмĕнче 7 пин ытла хими веществи, вĕсенчен 250-шĕ сывлăхшăн хăрушă шутланать, 70 ытларахăшĕ вара рак пуçарма пултарать. Çавăнпа та çын сывлăхĕ мĕнле шайра пулни хăй мĕнле пурăннинчен килет. Пирус - сывлăх тăшманĕ пулнине манас марччĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429412, Урмарский район, д. Большое Яниково, улица Карла Маркса, дом 75
Телефон: 8(83544) 45-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика