Большеяниковский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Татьянăсем чи илемлисем, чи пултаруллисем

23 января 2013 г.

Кашни çулах январĕн 25-мĕшĕнче çамрăк ентешсем студентсемпе пĕтĕм вĕренекен çамрăксен кунне, тепĕр майлă каласан Татьянăсен кунне, паллă тăваççĕ.

Мĕнле пуçланса кайнă-ха çак уяв? Кăшт историрен: 1755 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче (кивĕ стильпе) Елизавета Петровна императрица «Мускав университетне туса хурасси çинчен» Указа алă пусса çирĕплетнĕ. Указа алă пуснă кун Çветтуй Татиана асапланса вилнĕ кунпа пĕр тан килнĕ. Указа императрица алă пусни пĕтĕм студентсен кунне паллă тумалли сăлтав пулса тăнă.

XIX ĕмĕрĕн 60-70 çулĕсенче пуçласа Татьянăсен кунне студентсем, ытти вĕренекенсем чăтăмсăррăн кĕтсе паллă тăваççĕ. Çапла çак кун официаллă майпа çамрăксен кунĕ пулса тăрать.

Мĕнлерех кăмăл-туйăмсемпе кĕтсе илеççĕ-ха çак паллă уява пирĕн Татьянăсем?

Татьяна Архипова, XXX Олимп вăййисен бронза призерĕ: «Спортра çитĕнÿсем тунипе пĕрлех уявсенче те савăнма юрататăп. Татьянăсен кунне эпĕ килте мăшăрпа кĕтсе илес тĕллевлĕ. Çывăх тăвансем, юлташсем те кашни уяврах мана саламлани чуна савăнтарать, çавна май татах та ытларах çитĕнÿсем тума хавхалантарса пырать. Спортри ÿсĕмсемпе Чăваш Республикине Раççей, Тĕнче шайне çĕклесси манăн тивĕç».

Татьяна Ларионова, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта 10 «б» класра вĕренекен: «Татьянăсен кунне эпĕ хаваслă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илетĕп. Килте çак ятпа ятарласа уяв сĕтелĕ хатĕрлетпĕр. Атте-анне пĕчĕк парне хатĕрлени те пĕтĕм кăмăла çĕклет. Эпĕ вĕсене чунтан юрататăп. Çавăнпа та хамăн енчен вĕренÿре лайăх паллăсем кăна илме тăрăшатăп».

Татьяна Андреева, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта 4 «б» класра вĕренекен: «Кашни çулах çак паллă уявпа мана атте-анне саламлать. Пĕр класра вĕренекенсем Татьянăсен кунĕпе саламлани те мана тата та лайăхрах вĕренме вăй-хăват парать, пирĕн хушăри туслăха çирĕплетет. Ĕмĕт-тĕллевсем пысăк манăн. Вĕренÿре те, шкулăн обществăлла ĕçĕнче те пысăк хастарлăхпа тăрăшасси».

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429412, Урмарский район, д. Большое Яниково, улица Карла Маркса, дом 75
Телефон: 8(83544) 45-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика