Большеяниковский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă пулсан, стипенди те пулĕ сан

19 января 2013 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев пултарулăхра пысăк ÿсĕм тунă çамрăк ĕçченсем тата студентсем валли ятарлă стипенди çирĕплетни çинчен калакан хушăва алă пуснă.

Вĕренÿре, бизнесра, ăслăлăх, пултарулăх, производство, управлени ĕç-хĕлĕнче курăмлă çитĕнÿсемпе палăрнă пĕр пин хĕрпе каччă 2013 çулта кашни уйăхра 1830 тенкĕ илсе тăрĕç. Çулсерен çак тĕллевпе Чăваш Республикин бюджетĕнчен 21 млн та 960 пин тенкĕ уйăраççĕ. Стипендиатсен 51 проценчĕ - вĕренекен çамрăксем, 9 процента яхăн - общество пĕрлешĕвĕсен хастарĕсем, 38 процента яхăн - промышленноçра, ял хуçалăхĕнче, вĕрентÿ, культура тытăмĕнче тата ытти вырăнта тăрăшакансем. Чăваш Енри пултаруллă тата хастар çамрăксене патшалăх енчен пулăшасси, вĕсене аталанма, хăйсене кăтартма майсем туса парасси - республикăра пурнăçланакан политикăн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри. 2004-2013 çулсенче пĕтĕмпе çакăн евĕр 10 пин стипенди çирĕплетнĕ.

Вăрмар районĕнчен çак стипендие 6 çамрăк тивĕçнĕ: Павел Николаевич Беззубов, Светлана Юрьевна Данилова, Яна Олеговна Иванова - Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем; Алина Олеговна Иванова, Мария Валерьевна Тимофеева - Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пĕлÿ пухакансем, Александр Юрьевич Игнатьев, «Игнатьев А.Ю.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ. Пурне те вĕсене ăшшăн саламлатпăр.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429412, Урмарский район, д. Большое Яниково, улица Карла Маркса, дом 75
Телефон: 8(83544) 45-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика