Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш халăх культурине упрас тесе

21 июня 2014 г.

 

Чăваш халăхĕн культури питĕ пуян. Çак пуянлăх ĕмĕртен ĕмĕре упранса, аталанса пынă. Халĕ вара ăна несĕлсем валли сыхласа хăварас тĕлĕшпе çивĕч ыйту тăрать. Ку ыйту чăвашсемшĕн çеç мар, ытти халăхсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ кăçалхи 2014 çула Культура çулталăкĕ тесе палăртрĕ пирĕн Президент В. Путин. Унăн сĕнĕвне пурте ырласа йышăнчĕç. Культура çулталăкĕнче вĕрентỹ тата культура учрежденийĕсенче тĕрлĕ мероприятисем хатĕрлеççĕ. Пирĕн Октябрьски шкулĕнче те çак çулталăка халалланă мероприятисем тăтăшах иртеççĕ. Акă, нумаях пулмасть шкул ачисем патне хăнана Николай Прохорович Кузьмин çитсе курчĕ. Вăл пирĕн шкула 52 çул каялла пĕтернĕ. Паян çемйипе Мускавра пурăнать пулин те вăл час-часах тăван Октябрьски ялне тăванĕсем патне килсе çỹрет. "Тăван ялсăр, чăваш сăмахĕсĕр, янравлă юррисĕр, шăнкăр-шăнкăр кĕввисĕр питĕ тунсăхлатăп", - тет ĕç ветеранĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă Н.Кузьмин - Мускав хулинчи Чăвашсен культура обществин председателĕн çумĕ. Ку ĕçе вăл кăмăл туртнипе йĕркелесе пырать. Ĕмĕр тăршшĕпех халăхпа пĕрле ĕçлесе пурăннăскер, Николай Прохорович хăйĕн пурнăçне урăхла курма та пултараймасть. Мускаври чăвашсене çак общество пĕр-пĕринпе курса калаçма, лару-тăрăва сỹтсе явма, çĕнĕ юрăсем итлесе киленме, чăваш кĕнеке издательстви пичетлесе кăларнă çĕнĕрен те çĕнĕ кĕнекесемпе паллашма, вĕсен авторĕсемпе курса калаçма май тупса парать. Унсăр пуçне Николай Прохорович общество членĕсене чăвашсен алĕç ăсталăхĕпе, йăли-йĕркипе, халăх сăмахлăхĕпе, паллă та сумлă çыннисемпе паллаштарать. Уйрăмах тăван тăрăхри паллă çынсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартма кăмăллать вăл. Хăй чăвашла тап-таса калаçнипе вăл шкул ачисене тĕлĕнтерчĕ. Н. Кузьмин çамрăк ăрăва вăрçă хыççăнхи ачасен йывăр пурнăçĕ çинчен, вĕсен ĕмĕчĕсемпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки хăйĕн тата юлташĕсен тĕслĕхĕсене тĕпе хурса каласа кăтартрĕ, хăйне вĕрентнĕ учительсене ырă сăмахпа аса илчĕ. Уйрăмах вĕренекенсене вăл пирĕн тăрăхри паллă çынсемпе - Альпăрт Канаш поэтпа, Андриян Николаев тата унăн мăшăрĕ пулнă Валентина Терешкова космонавтсемпе - курса калаçни, юлташлă пулни питĕ интереслентерчĕ. Ачасем çине-çинех ăна хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем пачĕç, вĕсем çине вара тулли те тĕплĕ хуравсем илчĕç. Чăвашсен паллă этнопедагогĕпе, Г. Волковпа та, çыхăну тытнă иккен Николай Прохорович. Ун пирки те нумай çĕннине пĕлчĕç вĕренекенсем. Юлашкинчен хăна чăваш культурине пĕлмеллине, ăна юратмаллине, унпа мăнаçланмаллине палăртрĕ. Пирĕн ентешсем Н. Бичурин, Г .Хирбю, М. Федоров, П. Шоркин, А. Аршинов, А. Николаев тата ыттисем пекех, тăван çĕре юратма, вĕсем пек ĕçчен, тăрăшуллă пулма пехиллесе хăварчĕ.

Т. ВАСИЛЬЕВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429573, Чувашская Республика, город Мариинский Посад, ул. Чкалова, 61 В
Телефон: 8(83542) 38224
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика