Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв çинче асăрхануллă пулăр

21 июня 2014 г.

 

Çуллахи шăрăх тапхăр çитнĕ май ял халăхĕ те, хулара пурăнакансем те шыв хĕрне, хĕвел çинче хĕртĕнме васкаççĕ. Пирĕн районта, акă, шыва кĕмелли вырăнсем хатĕрленĕ, çĕртме уйăхĕн пĕрремĕшĕнченех ирĕк панă. Çавăнпа эксплуатацие йышăннă хула тата физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли "Белые камни" центрăн пляжĕсенче ачасем те, çитĕннисем те йышлă.

Анчах районта шывра путса вилнĕ тĕслĕх те пур. Шел, кашнине инкекрен çăлса хăварма ĕлкĕрес çук çав. Кăтартусемпе çирĕплетсе калас пулсан, çĕртме уйăхĕн вунсаккăрмĕш тĕлне пирĕн республикăра 11 çын пурнăçĕ шыв çинче татăлнă (вĕсенчен тăваттăшĕ ачасем пулнă, пĕр пулăмĕ - пирĕн районтан ), 8 çынна вара вăхăтра çăлса хăварма пултарнă. Çак кăтартусен ỹсĕмĕ пысăкланса каясран, шыв çинче çынсен пурнăçне упраса хăварас тесе, район администрацийĕ çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче " Чăваш Республикинчи Сĕнтĕрвăрри районĕнче 2014 çулта шыва кĕнĕ тапхăрта шыв объекчĕсенче çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес майсем çинчен" 286-мĕш номерлĕ ятарлă йышăну та кăларнă. Унсăр пуçне, районта çăлакан ятарлă станци те пур. Нумаях пулмасть Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи ГИМС Центрĕн Сĕнтĕрвăрринчи инспекторсен ФКУ участокĕн аслă патшалăх инспекторĕпе Станислав Анатольевич Николаевпа тĕл пулса калаçма та май пулчĕ районта тухса тăракан "Пирĕн сăмах" хаçат корреспонденчĕн. Станислав Анатольевич пĕлтернĕ тăрăх, районта халăха шыв çинчи хăрушлăхран хăтарас тата упрас ĕçсене шыва кĕмелли тапхăр пуçланичченех ирттерме тытăннă. Хула тата ял хутлăх администрацийĕсен пуçлăхĕсене те çак ĕçе явăçтарнă, шыва кĕме юрăхлă шыв хĕррисенче асăрхаттаракан тата чаракан паллăсем, профилактика информаци стенчĕсем вырнаçтарма хушнă. "Шкул çумĕнчи лагерьсене çỹрекен ачасемпе пурĕ 28 заняти, "Белые камни" лагерьти 1-мĕш сменăри ачасемпе те ун йышши мероприятисем ирттернĕ, "Рябинка" тата "Радуга" ача сачĕсенчи шкул çулне çитмен ачасен аслă ỹсĕмри ушкăнĕсемпе пĕрлехи ăмăрту та пулнă. Çитес эрнере 1-мĕш номерлĕ гимнази вĕренекенĕсемпе те хула пляжĕнче ăмăрту ирттересшĕн эпир", - профилактика ĕçĕсен планĕпе паллаштарчĕ С.Николаев. Паллах, шыв çинче тимлĕ пулмалла. Ятарлă вырăнсенче кăна шыва кĕрсен, ачасене асăрхасах тăрсан, пляжа канма килсен эрех-сăра ĕçсе лармасан шывра путас хăрушлăх та сиксе тухмасть.

О. ДАНЬКОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429573, Чувашская Республика, город Мариинский Посад, ул. Чкалова, 61 В
Телефон: 8(83542) 38224
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика