Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренÿ çулне пĕтĕмлетрĕç

04 июня 2014 г.

Çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче Смородино ялĕ çывăхĕнчи вăрман уçланкинче районти педагогсен «Пĕлÿ кунĕ» уяв иртрĕ. Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов саламларĕ. Тавăтри Б.С.Марков ячĕллĕ вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Р.Агафоновăна, Мăн Вылă шкулĕнчи химипе биологи учительницине Т.Терентьевăна, райадминистрацин опекăпа попечительство енĕпе ĕçлекен тĕп специалист-экспертне И.Ильинана, ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕн директорне Е.Ивановăна Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин Хисеп хучĕпе чысларĕç. Çавăн пекех районта иртнĕ конкурссенче çĕнтернĕ вĕрентекенсем район администрацийĕн Хисеп хучĕсене, вĕренÿ пайĕн тав çырăвĕсене тивĕçрĕç.

Уçланкăри уяв спорт вăййисемпе, чăваш эстрадин хаваслă юрри-кĕввипе вĕçленчĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика