Чукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр-пĕрне савни - илемлĕ…

26 июня 2014 г.

Пирĕн районта тĕрлĕ наци çыннисем килĕштерсе пурăнаççĕ. Уйрăмах чăвашпа тутар йышлă. Пĕр ялтах туслă пурăнаççĕ вĕсем, пĕр-пĕрин йăли-йĕркине хисеплеççĕ. Ку вăл çапла пулмалла та. Палтиел чăвашĕ тутарла, çак ял тутарĕ чăвашла тап-таса та илемлĕ калаçнинчен никам та тĕлĕнмест. Патирексем те, асанкассисем те вырăсла, чăвашла, тутарла калаçса савăнтараççĕ. Эпир тутарсемпе мĕн авалтан туслă пурăннă. Асанне каланине халĕ те ас тăватăп-ха. Шăнкăртамри çывăх туссене çав тери хисеплетчĕ вăл. Пирĕн тăрăха килсен чей ĕçме кĕретчĕç, шăкăл-шăкăл калаçса ларатчĕç. Эпĕ хам та тахçантанпах Шăмăршăра пурăнакан Салаховсемпе туслă. Мăшăрăм та вĕсемпе çывăхчĕ, вăл çĕре кĕнĕ хыççăн та çак туслăха çухатмастăп. Çак кунсенче кăна-ха вĕсен хĕрĕ Гульнара Баку йĕкĕчĕпе Эльнурпа пĕрлешнине чаплă паллă турĕç. Унта мана та хисеплесе чĕнчĕç. "Никах межелис" текен мероприяти çав тери илемлĕ те интереслĕ иртрĕ. Пысăк кафене азербайджансем, тутарсем, вырăссем тата чăвашсем йышлăн пуçтарăннăччĕ. "Никах межелис" Палтиелĕнчи мулла кĕлĕ тунипе пуçланчĕ. Тутар хĕрарăмĕсем пурте тутăрпа, арçынсем тюбетейка тăхăннă. Мулла çамрăксене аллах умĕнче пĕрлешрĕç тесе хут пачĕ, каччăпа хĕрĕн ашшĕ-амăшĕ ачисене ылтăн çĕрĕсем парнелерĕç. Сĕтел йăтса ларайми тутлă апат-çимĕç. Анчах эрех-сăра таврашĕ ниçта та çук. Эрех ĕçмесĕрех çав тери илемлĕ савăнтăмăр, юрларăмăр-ташларăмăр. Уйрăмах мана церемонин юлашки саманчĕ килĕшрĕ. Мамитовсем (Бакуран килнисен хушамачĕ) хăйсен ывăлĕн аллисене икĕ енчен тытса тăраççĕ, Салаховсем - хăйсен хĕрĕн аллисене. Акă ашшĕ-амăшĕ ачисен аллисене яраççĕ те çĕнĕ çынсене аллисемпе пĕрлештереççĕ. Вĕсем вара алла-аллăн тытăнса, пĕтĕм тăванĕ умне тухса малашне ĕмĕрĕпех лайăх килĕштерсе пурăнма сăмах параççĕ. Юлашкинчен хăйсене пăхса ỹстернĕ, вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă ашшĕ-амăшне чĕререн тухакан сăмахсемпе тав тăваççĕ, ирĕксĕрех ашшĕ-амăшĕн куçĕсенчен савăнăç куççулĕ юхса анать. Кашни халăхăн - хăйĕн йăли-йĕрки. Ваттисем çак ырă йăласене çамрăксене вĕрентсе хăварассишĕн тăрăшнине мухтамалла кăна. 

Ф.КУЗНЕЦОВА, Шăмăршă ялĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика