Арабосинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕн капиталĕн виçи ÿсрĕ

26 января 2013 г.

Амăшĕн капиталĕн виçипе тата унăн усă курса пĕтереймен укçине инфляци шайне кура çулленех пысăклатаççĕ. Кăçал асăннă ÿсĕме 5,5 процент ÿстерсе патшалăх пулăшăвĕн суммине 408960 тенке çитернĕ.

РФ «Ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕн хушма мерисемпе тивĕçтересси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн çак çулсенче амăшĕн капиталне пирĕн районта 915 хĕрарăм тивĕçнĕ. Палăртмалла, сертификат илекен йышĕ Вăрмар районĕнче çултан çул ÿссе пырать: 2007 çулта 111 çемье илнĕ пулсан, 2008 çулта - 148, 2009-мĕшĕнче - 178, 2010 çулта 181... Паянхи кун таран 452 çемье амăшĕн капиталăн укçин пĕр пайне усă курнă та ĕнтĕ, вĕсенчен 204-шĕ - туллин.

133 çемье унăн укçипе пурăнмалли условисене лайăхлатмашкăн хывнă: суту-илÿ килĕшĕвĕ тăрăх хваттер туяннă, амăшĕн капиталĕн укçипе строительство организацине хутшăнтармасăр харпăр хăй çуртне тума е реконструкцилеме янă, маларах лартнă е çĕнетсе улăштарнă çуртшăн компенсаци илнĕ. 14 çемье ачисене пĕлÿ илме тÿлемешкĕн амăшĕн капиталĕпе усă курнă, çак тĕллевпе 517 пин ытла тенкĕ тăкакланă.

Амăшĕн капиталĕн укçипе усă курмалли йĕркене тĕрлĕ улшăнусем кĕртсех пыраççĕ. Çавна май тĕплĕнрех Пенси фончĕн районти Управленийĕн ĕçченĕсенчен 2-10-35 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика