Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк чиперккесен конкурсĕ

07 июня 2014 г.

Районта «Элĕк енĕн пĕчĕк чиперкки-2014» пултарулăхпа илемлĕх конкурсĕ иртрĕ. Унта ытарайми 7 хĕр ача хутшăнчĕ. Кусем вĕсем - Элĕк шкулĕнче вĕренекенсем, культурăпа кану центрĕн тĕрлĕ енлĕ клубĕсене çÿрекенсем.

Пĕчĕк пикесем 4 конкурсра тупăшрĕç. Пĕрне тепринчен уйăрма та çук вĕт: кашниех илемлĕ те маттур. Жюри пурне те тĕрлĕрен титулсемпе чысларĕ. «Чи сăпайлă чиперкке» номинацире Юлия Ивановăна çитекенни пулмарĕ. Серафима Захарова артистран та артист. Арина Сорокина пурне те ахăлтатсах култарчĕ. Валерия Лазарева «Тĕлĕнтермĕш хĕр ача» номинацире çĕнтерчĕ. Ольга Шорникова чи чаплă модница иккен. Анастасия Архипова илемлĕрен те илемлĕ хусканусем туса кăтартрĕ. Анна Семенова вара куракансене хăйĕн уçă кăмăлĕпе тата çепĕçлĕхĕпе çавăрса илчĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика