Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сенаж хываççĕ

07 июня 2014 г.

Сенаж хываççĕ

Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн уй-хирĕнче ир пуçласа мĕн каçчен ĕç шавĕ тăрать. Хуçалăхри механизаторсемпе водительсене хĕртсе пăхакан хĕвел те хăратмасть тейĕн, пуçĕпех ĕçе кỹленнĕ вĕсем. Хĕрсе кайсах сенаж хываççĕ.

Хуçалăхра нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкĕ 685 гектар йышăнать. Вăл шутран 10 гектар çинчен утă пуçтарса кĕртнĕ. В.Долгов механизатор ăна кĕске вăхăт хушшинчех тюкланă.

Хальхи вăхăтра 71 гектар çинчи нумай çул ỹсекен курăка сенажа хываççĕ. А.Шакинпа И.Чернов трактористсем ăна косилкăсемпе çулаççĕ. Иккĕшĕн те техники çĕнĕ. Çавăнпа та çамрăксем ĕç кал-кал пынипе кăмăллă. Д.Чернов тракторист та хавхаланса тăрăшать. Ăна çак кунсенче утă пуçтаракан çĕнĕ техника шанса панă.

Хуçалăх çулсерен аталанса вăй илет. Автомашинăпа трактор паркне пырса кĕме кăмăллă: çĕнĕрен те çĕнĕ техникăпа пуянланнă вăл. Сăмах май каласан, тĕш тырă пуçтаракан комбайнсем те вырмана тухма хатĕр.

О.Патшин тракторист хуçалăхра чылай çул тăрăшать. Вăл подборщикпа кăштах кушнă утта пуçтарса вĕтетет те çийĕнчех автомашина кузовĕ е трактор тележки çине тиет. Люцерна аван çитĕннĕ. Çавăнпа та тележка кĕске вăхăтрах тулать. Н.Чернов, А.Афанасьев водительсем, В.Долгов, В.Майков трактористсем хиртен траншея патне рейс хыççăн рейс тăваççĕ.

Ферма çумĕнчи траншейăри трактор сасси те самантлăха та лăпланмасть. Г.Чернов механизатор гусеницăллă трактора пĕр тикĕс ĕçлеттерет. Вăтăр çул "хурçă утпа" тăрăшаканскер хăйне шанса панă ĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçлать. Çак кунсенче тата В.Хушкин механизатор Т-150 тракторпа сенаж пусăрăнтарма хутшăнать.

Хуçалăх хальлĕхе 118 тонна сенаж хатĕрленĕ.

- Ĕç ăнăçлă пынишĕн чун хĕпĕртет. Механизаторсемпе водительсем хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçлаççĕ, - тет уй-хирти ĕçпе тăтăшах кăсăкланакан С.Волков агроном.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: О.Патшин механизатор, С.Шакин, Н.Чернов водительсем.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика