Второвурманкасинское сельское поселение Цивильского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй перекечě пурнăç тытать

06 июня 2014 г.

Уй перекечě пурнăç тытать

Пăри пăтти çисе курман эпĕ, вир çитĕнекен ана çинче те пулман, шăпкан çинчен пуçласа илтетĕп, йĕтĕн çăвне вара аптекăра çеç курнă. Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкас Кĕçтемĕр ялĕнче тата ун таврашĕнче пурăнакансем çаксем çинчен пĕлеççĕ кăна мар, вĕсене туса та илеççĕ. Хăйсене кирлĕ пек усă кураççĕ. Тĕш тырăсăр пуçне кунта тăрăшсах çу культурисем çитĕнтереççĕ: рапс, горчица, йĕтĕн, тал пиçен ?расторопша%, шăпкан ?рыжик% тата ытти тем те пĕр.

Çерем пусса вир акрăм

Маларах «Знамя» хуçалăх пулнă кунта. 2006 çултанпа – А. В. Хорошавин фермер хуçалăхĕ. Тахçан 2 пин гектар çĕр çинче ĕçленĕ, халĕ 4 пин çинче. Çывăхри усă курман çĕрсене те ĕçлеттереççĕ. Ку шута «Богатырь», «Маяк», «Память Ульянова», «Сельхозтехникум» хуçалăхсен сухаламан анисем те кĕреççĕ. Маларах хура пусă хăварнă пулсан паян унашкал ăнлав çук - сидератпа ĕçлеççĕ. 700 гектар таран рапс, горчица, илепер ?донник% акаççĕ.

Хура тулă, урпа, пăри, вир, тулă, сĕлĕ, вика анисем кăçал та самай пысăк лаптăк йышăннă. Пăри ани кăна 142 гектар, вир - 182. Чăваш çĕрĕнче туса илнĕ вăрлăх республика тулашĕнчен пуçласа Коми, Архангельск таран ăсанать. Горчица ав, Латвие те çитнĕ. Кăçал пуçласа 40 гектар çинче йĕтĕн акса хăварнă: вăрлăх тума, çуе кăларма.

- Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕчченех рапс, горчица акатпăр, - тет хуçалăхăн тĕп агрономĕ Валерий Николаевич Григорьев. - Вĕт пăрçа хури пулас килменрен кăшт каярах. Тăватă пин гектар çĕре – пĕр сеялкăпа . Харăсах 9 метр сарлакăш илсе пыракан, вăрлăхпа пĕрле минерал удобренийĕ те хывакан «Джон Диер» агрегатпа пиччĕшĕпе шăллĕ, Александрпа Вячеслав Тарасовсем, улшăнса ĕçлеççĕ. Çурхи кун çулталăк тăрантарнине шута илсе уйрах пурăнаççĕ. Талăкне 100 гектар майлă акаççĕ. Уйăх çурăра мĕн пур лаптăка шуратса хăвараççĕ.

Çĕр кăкăрне сухаламасăр

Çĕре пачах та сухаламаççĕ кунта. Кĕркунне тухăçа пухса кĕртнĕ вăхăтра комбайн улăма вакласа хире салатать. Çуркунне, хайхи хĕл каçнă улăм çине, суха тимĕрĕпе чĕрĕннĕ йĕр тăрăх вăрлăх акăнать. Çĕр кăкăрĕ улăм айĕнче лайăх сывлать, канлĕхне хускатманран нÿрĕк аван тытăнса тăрать.

Ку мĕн-ха? Малашне удобренипе пачах усă курма пăрахасшăн. Пусă çаврăнăшĕ мĕнне пĕлетпĕр-ха эпир. Кунта вара тымар çаврăнăшĕпе ĕçлеççĕ. Çĕнĕ меслете Хорошавин Аргентина çĕр-шывĕнчен вĕренсе килнĕ. Йĕке тымарлă культура хытса лартнă çĕре çемçетет. Калăпăр, рапс тымарĕ метр çурă тарăнăшне анса кайма пултарать. Кĕркунне унăн тымарĕ çĕрет. Тăрри юр тытма пулăшать. Çуркунне хыт-хура евĕр ларакан уй чи малтан ирĕлет. Тымарĕ пулнă вырăна нÿрĕк, сывлăш кĕрет, çавна май çĕр пĕвĕ ирĕккĕн сывлать. Пĕтĕм-пех çут çанталăкпа килĕшÿллĕ пулса пырать.

Ырашпа кĕрхи вика ÿснĕ çĕр çинче тепĕр çулне çу культурисем çитĕнтереççĕ. Азотпа пуянланнă, çемçелнĕ çĕр çинче вăл лайăх ÿсет. Кайран çак лаптăкра тĕш тырă хумханса ларĕ.

- Çĕре пачах та сухаламасăр акассипе иккĕмĕш çул ĕçлетпĕр, - тет Андрей Хорошавин. Маларах вара, ултă çул, çĕре тарăн мар сухаласа акса пурăннă. Мĕнле пĕтĕмлетÿ тума пулать тетĕр-и? Çĕре сухаланипе сухаламанни хушшинчи уйрăмлăх пысăках мар: икĕ-виçĕ центнер тейĕпĕр, унтан ытла мар. Апла кирлех-ши усăсăр укçа тăкма? Паллах, пирвайхи икĕ-виçĕ çулта, çĕр улăмпа лайăх витĕнсе çитиччен, тухăç эпир кĕтнĕ пекех пулмĕ. Уссине кăшт каярах курма пуçлăпăр. Сăмах май каласан халех, ыраш улăмĕ хулăнрах лекнĕ вырăнта çĕр нÿрĕ те кăпăшка. Çум курăкне çеç иртĕхтермелле мар. Республикăри тата районти вăтам кăтартуран пирĕн тухăç яланах пысăкрах пулса пынă.

Пĕр пĕрчĕрен пин пĕрчĕ

- Хăй вăхăтĕнче Игорь Леонидович Пельцих агроном-селекционер мана 20 кило пăри вăрлăхĕ панăччĕ. Çавна пĕрчĕн-пĕрчĕн суйласа пĕчĕк лаптăк акрăм, - вăрттăнлăхне уçать Валерий Григорьев. - Вунă çул хушшинче 200 тоннăна çитертĕм. Çулталăкне 100 тонна пăри кĕрпи тума пуçларăмăр. Халĕ вăл чи сумлисенчен пĕри. Килограмне 45 тенкĕпе сутатпăр. Ертÿçĕ малашне ăна лавккасене те вырнаçтарасшăн. Пĕр вырăнта лармасан, çĕннине шырасан ăнăçу пулатех.

Вун-вун ÿсен-тăран çитĕнтернĕрен малашне пыл хурчĕ те тытасшăн фермер хуçалăхĕнче. Вĕллесене пĕр уйран тепĕр уя куçарса çÿресшĕн. Паян - хура тул хирĕнче, ыран - илепер, виçмине - тал пиçен анинче.

Шăпканĕ те шăтĕ

Кăçалтан çăмлă шăпкан çитĕнтерме пуçлаççĕ. Хорошавин сăмахĕсем тăрăх - хĕл лайăх каçать вăл, шăрăх çанталăка та тÿсет. Пулса çитсен йăванмасть, хутаçĕ çуркаланмасть. Чир-чĕрпе сиенлĕ хурт-кăпшанкă таврашĕ те çулăхсах каймасть. Гербицит кирлĕ мар ăна, çум курăкне хăй пусахлать. Тахçан шăпкана Раççейре те туса илнĕ. Унăн çăвĕпе авиаципе космос промышленноçĕнче усă курнă. Типекен çу хисепĕ унра 25-46 процентпа танлашнă май сăрăпа супăнь промышленноçĕнче те хапăллаççĕ ăна. Чĕмпĕр облаçĕнче юлашки виçĕ çулта унăн лаптăкне 100 пин гектара çитернине асăнать Хорошавин. Волгоградра вара шăпкан çуне кăларса Германие сутаççĕ-мĕн. Вăрманкас Кĕçтемĕрсем тĕлĕн-термĕш ÿсен-тăрана кĕркунне 200 гектартан кая мар акса хăварĕç.

Килти кулач тутлăрах

- Паян пире бухгалтер, тĕп инженер кирлĕ. Водительпе механизатор та ытлашши пулмĕ. Хам вырăна - агроном. Виçĕ уйăхран пенсие каятăп, - тет ĕмĕрĕпех тăван хуçалăхра ырми-канми тăрăшнă Валерий Николаевич.

Çамрăксем вырăнти ĕç-пуçпа кăсăкланмасăрах кулач шыраса тÿрех юта тапни хуçалăх ертÿçине те хытах шухăшлаттарать. «Çăкăрĕ хамăрăнах тутлă-çке. Сезон вăхăтĕнче кунта та 40-50 пинрен кая мар ĕçлесе илеççĕ. Тăрăшакана май пур таран пулăшатпăр. Ĕçе кăна тухчăр, ĕçке ан ярăнччăр, техникăна чипер-йĕркеллĕ пăхса тăччăр, ан вăрлаччăр. Иртнĕ çул Вячеслав Тарасов механизатора, виçĕ ача ашшĕне, çурт тума пулăшрăмăр. Маттурсене, çĕр хăватне туйса ĕçлекенсене малашне те хавхалантарас шухăшлă эпир».

Пăрие пулă та хапăл

Уя тухсан уй перекетне пар, кĕлете кĕрсен кĕлет перекетне тенĕ чăваш. Чăваш пулса çуралман пулсан та шухăшлавĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тепĕр шур сухаллă хресченрен те ирттерет 32 çулти Андрей Хорошавин. Тутарстанри Анат Камăра çуралса ÿснĕскер çĕр çинче чакаланмалли çын пек те туйăнмасть. Нефтяник ывăлĕ. Юрист. Калаçăвĕпе, тыткаларăшĕпе, анлă шухăшлавĕпе пысăк çуртра лармаллискер, анчах хăйне хресчен, çĕр ывăлĕ тет. Ахăртнех, колхоз председателĕнче ĕçленĕ аслашшĕн юнĕ чупать унра. Ĕçе тĕплĕ шухăшласа тума хăнăхнăскер вăл е ку культура акиччен хăйне евĕр тишкерÿ тăвать. «Пăрçанах илер, - тет вăл. - Туса илме тăкаклăрах, тăшманĕ нумай. Çав вăхăтрах тепĕр тĕрлин, нут текеннин, тухăçĕ пĕчĕкрех, анчах тупăшĕ икĕ хут пысăкрах. Ăна хурт-кăпшанкă та тапăнмасть.

Кăçал çумăр çумасть. Апла удобрени хывни те усăсăр пулма пултарать. Хими им-çамĕсĕрех пусăпа тымар çаврăнăшне тĕрĕс йĕркелесе çĕре пуянлатса пырсан вăл пире таса тыр-пулпа тивĕçтерессе шанатăп. Тухăç хăй хаклăхĕ те пысăк пулмĕ. Ял хуçалăх пуласлăхĕ - çĕр ĕç культурине тĕрĕс йĕркеленинче, çĕр кăкăрне сухаламасăр акнинче. Çĕнĕ технологипе укçа-тенкĕ перекетленни питĕ сисĕмлĕ. Пĕлтĕр çĕре сухаламасăр акса гектар çĕр пуçне 25-32 кг çунтармалли-сĕрмелли материал пĕтернĕччĕ, умĕнхи çул вара, тарăн мар сухаласа, 60-65 таран. Пĕтĕмлетĕвне хăвăр тăвăр».

Республикăри «Карамышевский» тата «Цивильский» пулă ĕрчетекен хуçалăхсем Хорошавин фермерпа тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Пулăсем валли кăна 80-90 тонна таран тулă каять. Пăри кĕрпи тунă чух тухакан манкăна вăлчаран тин тухакансене çитерме параççĕ. Пĕчĕк пулăсене çавăн пекех хуппине сÿсе вĕтетнĕ урпа та кирлĕ. Çапла тем те туса илеççĕ кунта. Хамăр патра ÿстернĕ пăрирен е вир кĕрпинчен пĕçернĕ пăтă çисен, хамăр тăрăхра çапса кăларнă йĕтĕн çăвĕпе усă курсан хамăра хресчен ывăл-хĕрĕ теме те сăлтав пулать-тăр.

Елена Николаева.

 

Источник: "Хресчен сасси"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 
    Охрана труда в Чувашской Республике          Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии 

Система управления контентом
429904, Чувашская Республика, Цивильский район, д. Вторые Вурманкасы, ул. Центральная, д.7 «а».
Телефон: 8(83545) 66-1-25
Факс: 8(83545) 66-2-55
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика