Староурмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç вĕçленсен савăнма та лайăх

06 июня 2014 г.

Ĕç вĕçленсен савăнма та лайăх

Çурхи ака ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн районти ял тăрăхĕсенче ĕмĕртен пыракан йĕркепе çурхи уявсем ирттерме тытăнаççĕ. Кашни çĕрте вĕсем тĕрлĕрен иртеççĕ. Акă чи малтанах Арапуçсем майăн 22-мĕшĕнче Таса Микула кунне халалласа савăнăçлă уяв ирттерчĕç. Майăн 31-мĕшĕнче Çитмĕшсем ял кунне паллă турĕç.

Анчах чи сумлă çурхи уявсенчен пĕри вăл - Акатуй. Ăна яланхиллех Кивĕ Вăрмарсем районта чи малтан ирттереççĕ. Ĕçе вăхăтра вĕçлесен савăнма та пĕлмелле - кашни япалан хăйĕн вăхăчĕ. «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществин ĕçченĕсене, ял халăхне кăçал саламлама ЧР ял хуçалăх министерствин инноваципе отрасль аталанăвĕн пайĕн начальникĕ В.Васильев, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, кÿршĕллĕ Тутарстан республикин Кайпĕç районĕнчи «АК-Барс» агрофирмăн генеральнăй директорĕ И.Яруллин, Канашри çăкăр йышăнакан пункт директорĕ И.Арбузов, Чулхула чукун çулĕн Хусанти директорĕ А.Васин, Кавал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Адюков килсе çитнĕ.

Чи малтанах уяв хуçи - «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ Николай Петрович Петров хуçалăхра ĕçлекенсене, кунта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене чун-чĕререн саламласа çирĕп сывлăх, ĕçре çитĕнÿсем тума сунчĕ ?ÿкерчĕк çинче%.

- Пирĕн ĕç январĕн 1-мĕшĕнчен пуçланать те декабрĕн 31-мĕшĕнче пĕтет, - терĕ вăл. Чăн та, кайăк-кĕшĕк фабрики пин-пин пуç чăх, хур, кăркка çитĕнтернисĕр пуçне акмалли çĕр лаптăкĕсене çулсерен ÿстерсе пырать. Ял хуçалăх тăрăхĕнче пушă çĕр лаптăкĕсем çук, унсăр пуçне кÿршĕ ял тăрăхĕсенчи усăсăр выртакан çĕр лаптăкĕсене те пусă çаврăнăшне кĕртсех пыраççĕ. Кăçал 1740 гектар çинче тĕш-тырă культурисем акса хăварнă, 70 гектар çинче нумай çул ÿсекен культурăсем çитĕнеççĕ. Чăх-чĕпе витаминлă курăк çăнăхĕ кирлĕ, часах ăна хатĕрлекен агрегатсем ĕçлеме пуçлĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Д.Иванов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Борисов саламлă сăмахсем каларĕç. Ĕçре уйрăмах палăрнисем Николай Петровичран тата çÿлерех асăннă яваплă çынсенчен Хисеп хучĕсемпе парнесене тивĕçрĕç.

Шупашкартан килнĕ С.Кувшинов ертсе пыракан артистсем уява пухăннисене юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Акатуй спорт вăййисемсĕр иртмест. Кĕрешсе ял кĕрÿшĕ А.Лапшин така çĕнсе илчĕ, ал вăйĕ виçессипе хамăр ял çамрăкне И.Иванова никам та çитекен пулмарĕ, турник çинче туртăнса, кире пуканĕ йăтса А.Войков ял ятне ямарĕ, пĕрремĕш вырăнсене тухрĕ.

Каçпа уяв информаципе культура центрĕ çывăхĕнче тăсăлчĕ. Кунта Алексей, Андрей Шадриковсем тата П.Ермолаев юрăçсем уяв концерчĕ, дискотека ирттерчĕç. Уяв салютпа вĕçленчĕ. Апла пулин те халăх часах саланмарĕ, уяв дискотекинче савăнчĕ. 

В.Толатов

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429409, Урмарский район, д. Старые Урмары, улица Школьная, дом 17
Телефон: 8(83544) 33-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика