Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕ

24 мая 2014 г.

 

Иртнĕ юнкунхи йăлана кĕнĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕн пирĕн районти ушкăнĕн ертỹçийĕ Чăваш Республикин юстици министрĕ Н. Прокопьева пулчĕ. Çавăн пекех асăннă кун Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илỹ министрĕн çумĕ И.Антонова, культура ĕçченĕсен Чăваш Республикинчи профсоюзĕн комитечĕн председателĕ С.Демидова, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн обществăлла хăрушсăрлăхĕн тата коррупцие хирĕç кĕрешекен политикăна пурнăçлакан Управленийĕн обществăлла хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ А.Юрьев Шупашкартан килсе çитрĕç. Информкунăн тĕп ыйтăвĕсем çаксем пулчĕç, Чăваш Республикин 2014 çулăн 1-мĕш кварталĕнче социаллă-экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем? Чăваш Республикинче çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасемпе çамрăксен канăвне йĕркелесси, сывлăхне çирĕплетесси тата вăхăтлăх ĕç вырăнĕпе тивĕçтересси? Чăваш Республикинчи çынсене ĕç тупса парассипе пулăшасси, ĕç рынокĕнчи "çивĕчлĕхе" чакарасси тата ĕç ресурсĕпе эффективлă усă курасси? РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ĕçĕнчи çитĕнĕвĕсем _Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ ĕçлеме тытăнни - 20 çул_ Интернетпа ачасем сиенсĕр усă курасси. Чăваш Республикин юстици министрĕ Н. Прокопьева, район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Григорьев, Раççей Пенси фончĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Управленийĕн пуçлăхĕ М. Маренина кĕрекен информушкăн чи малтанах Сĕнтĕрвăрринчи çăкăр комбиначĕн ООО тата Октябрьски райпо ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕç, пĕрлĕхлĕ информкун темисемпе çыхăннă ыйтусене сỹтсе яврĕç. Асăннă предприятисем хăнасене хăйсем туса кăларакан продукцисен ассортименчĕпе паллаштарчĕç, суту-илỹ, ĕç лаптăкĕсене кăтартрĕç. Çавăн пекех информушкăн членĕсем район администрацийĕн ЗАГС пайĕпе Сĕнтĕрвăрри районĕн 1-мĕш номерлĕ суд участокне çитсе курчĕç, вĕсенчи ĕç-пуçпа кăсăкланчĕç.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429573, Чувашская Республика, город Мариинский Посад, ул. Чкалова, 61 В
Телефон: 8(83542) 38224
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика