Чубаевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вулавăш: кĕнеке çÿлĕкĕсем кăна мар

26 мая 2014 г.

Вăрмар районĕнчи Чупай ялĕнче шкулпа ял библиотекин çурчĕсем хире-хирĕçех вырнаçнă. Пĕлÿ çуртĕнче тупайман кĕнеке-журнала шырама вулавăша вĕренекенсем кĕске тăхтав вăхăтĕнче те чупса каçма пултараççĕ. Тĕслĕх вулавăшăн ертÿçи Вера Леонтьева ваттине те, вĕттине те ялан ăшшăн кĕтсе илнĕрен туртăнаççĕ те кунта ял çыннисем.

Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищинчен вĕренсе тухсан районти тĕрлĕ библиотекăра хăйĕн профессине хăнăхать вăл. Май тупăнсан Чупай хĕрĕ хăйĕн тăван ялнех ĕçлеме вырнаçать. Пурнăç улшăнса пыни ял интеллигенцийĕн мал туртăмлă çыннине вĕренĕвĕн аслă заведенине çул тытма хистет. Вера Николаевна Хусанти культура университетĕнче ăсталăхне малалла туптать.

- Пирĕн вулакансен йышĕнче - тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем. Çапах шкул ачисем кĕнеке тĕнчине никамран çывăхрах-тăр: кунта килти ĕçсене пурнăçлама пулăшакан, программăпа вуламалли материал чылай-çке. Унсăр пуçне халĕ компьютер та пур. Библиотека йĕркелесе пыракан клубсен йышĕнче шкул ÿсĕмĕнчи ачасемпе çамрăксем чылай. Вĕсене çÿрени тавра курăма анлăлатма витĕм кÿнине вĕрентекенсем лайăх ăнланаççĕ, хăйсем те пирĕн ĕçе хутшăнаççĕ. Акă "Çут çанталăк тусĕсем" экологи клубне 7-10 çулти ачасем çÿреççĕ. Уйăхра пĕрре курнăçатпăр вĕсемпе. Тăван тавралăха упрас шухăша палăртакан видеоролик куратпăр-и, театрализациленĕ юмах лартатпăр-и, викторина-вăйă ирттеретпĕр-и - ачасем кăмăлласах хутшăнаççĕ. Экологи темипе çыракан авторсен /Н.Чаплина, Юхма Мишши, Э.Фролов т. ыт. те/ кĕнекисене тишкеретпĕр тата. Ăсталăх класĕнче вара оригами е урăх мелпе хитре япала янтăлама хăнăхатпăр, - шкулпа библиотекăн тачă çыхăнăвне уçса парать ялти культура вучахне хĕмлентерме тăрăшакан ĕçчен.

Тĕслĕх вулавăшăн хăйне евĕрлĕ проекчĕ - "Вĕрен, выля, кан". Ăна пĕлÿ тĕнчине тин ярса пуснă шăпăрлансем валли йĕркеленĕ. Ку проект тĕллевĕ - кĕçĕн çулти вĕренекенсене компьютерпа çывăхлатма пулăшасси, ун умĕнче вăхăта усăллă ирттересси.

Хальхи вăхăтра çитĕнекен ăрăва кĕнекепе туслаштарасси çăмăл ĕç мар. Вулавран айккинче тăракан çын вара пĕтĕмĕшле культурăллă çитĕнесси иккĕленÿллĕ. Çавна май хăйĕн профессине чунĕпе парăннă библиотекарь алă усса ларма пултараймасть: çамрăк ăрăва кĕнеке енне илĕртмелли тĕрлĕ мел шырать. Вера Николаевна çапла кăсăклă сценарисем хатĕрлеме хăтланать. Чăваш Енри наци библиотеки кăларса тăракан "Ял вулавăшĕ" альманаха та кĕртнĕ унăн пĕр сценарине - "Алра тытма илемлĕ, вулама та интереслĕ" ятпа вун пиллĕкмĕш кăларăмра пичетленнĕ вăл.

Тивĕçлĕ канури çынсем те хăйсен чун канăçне тупма пултарччăр тесе 2005 çулта библиотека çумĕнче "Завалинка" клуб йĕркеленĕ. Ялти çулланнă хĕрарăмсем - тăтăш çÿрекенсем 12-13-ĕн - хăйсене яланах ăшă кăмăлпа кĕтсе илекен Вера Николаевнăпа пĕрле тĕрлĕ ыйту тавра калаçу йĕркелеме, пĕр-пĕр кĕнекене сÿтсе явма, пахчаçăсен вăрттăнлăхĕсемпе паллашма хаваспах пухăнаççĕ. Акă эпĕ çул çÿренĕ кун та вулавăша Нина Лаврентьева, Римма Леонтьева, Галина Евлапьева çитнĕччĕ. Пĕрле ÿснĕ тантăшсем халĕ те туслă, ялти пĕр мероприяти те вĕсемсĕр иртмест-мĕн.

Çак кунсенче Чупайсем ялти библиотекăна черетлĕ хут пухăнчĕç. Пĕтĕм Раççейри "Библиокаç" акци Вăрмар енĕн çак хутлăхĕнче те ăнăçлă иртрĕ. Вулакансемпе тĕл пулăва кăсăклă йĕркелеме тем пек тăрăшрĕ Вера Николаевна. "Пĕлни çинчен пĕлменни" электрон презентацийĕ, "Когда один дома" журнала ушкăнпа тишкерни, "Пурнăç валли - право" видеофильм тĕрлĕ ÿсĕмри вулакана тыткăнларĕç, шухăша ячĕç.

 

Анна КУПРИЯНОВА

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика