Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аталанма майсем пур

24 мая 2014 г.

 РФ Президенчĕ Раççей Предпринимательлĕх кунне палăртасси çинчен 2008 çулта Указ кăларнă. Паянхи кун предпринимательсем - аван ĕçлесе пыракан çынсем. Патшалăх та пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталанма витĕмлĕ пулăшать. Хăйсен ĕçне йĕркелеме пултаракан пуçаруллă çынсене грантсем парса хавхалантарни те чи малтан вăй илме май парать. Асăннă грантпа 2011 çулта районта пурăнакан 4 çын тĕллевлĕн усă курнă, хăйĕн бизнесне аталантарнă. Вĕсем ура çине çирĕп тăнă, ăнăçлă ĕçлеççĕ.

Вĕсенчен пĕрисем - Александровка ялĕнче пурăнакан Зайцевсем. Патшалăх çемьене 2011 çулта бизнеса аталантарма 300 пин тенкĕлĕх грант парса пулăшнă. Тĕллевлĕ укçапа Алинăпа Сергей Зайцевсем теплица хута янă. Унта хăяр, тĕрлĕ чечек, пахча-çимĕç калчисем çитĕнтерме вăй çитернĕ. Паянхи кун кунта пин-пин тĕп тĕрлĕ чечек, купăста, помидор, пăрăç, баклажан калчисем, хăяр ỹсеççĕ.

- Калчасем лайăх çитĕнчĕç, туянакансем йышлă, хăяра та юратса илеççĕ. Çынсен кăмăлне тивĕçтерессишĕн ĕçлетпĕр. Тăрăшса ĕçлесен савăнмалли куç туллиех, чечексем илемĕпе илĕртеççĕ, - терĕç Зайцевсем.

- Паян районта пĕчĕк тата вăтам бизнесăн 634 субъекчĕ шутланать, çав шутран 137-шĕ - предприяти тата 497 харпăр хăй ĕçлекен усламçă. 2014 çулхи пĕрремĕш кварталта вĕсем 367 миллион тенкĕ, 2013 çулта 1107,5 миллион тенкĕ çаврăнăша кĕртнĕ. 2012 çулхипе танлаштарсан 7,5 процент нумайрах. Çавна май тавар калăпăшĕ те, налук тỹлесси те çулсерен ỹсет. Пĕлтĕр вĕсем налука 2012 çулхинчен 21,8 процент е 12,26 миллион тенкĕ ытларах хывнă, - паллаштарчĕ район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Светлана Геннадьевна Ульдина. Предпринимательсене ĕçлеме, аталанма майсем çителĕклех, ан ỹркен çеç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика