Чубаевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултарулăхĕпе ĕмĕт-тĕллевне вăрçă татнă

22 мая 2014 г.

Пултарулăхĕпе ĕмĕт-тĕллевне вăрçă татнă

«Хĕрлĕ ялавăн» 1939-1940-мĕш çулĕсенчи номерĕсене тишкеретĕп ?Вĕсем район архивĕнче тирпейлĕн упранаççĕ%. Кашни кăларăмрах тенĕ пек Алексей Семенов çырнă заметкăсем, тĕрленчĕксем пичетленнĕ. Хутран-ситрен пысăках мар калавсем çапăннă, сăвăсем тухкаланă. Чи интересли - тишкерÿллĕ статьясем пурри.

Автор хаçатра кун курнă сăвăсене пăхса тухса хаклать, çитменлĕхсене палăртать, сĕнÿсем парать. Акă, «Литкружоксен ĕçне вăйлатсах пымалла», «Çамрăк авторсен сăввисем пирки пĕр-ик сăмах», «Литература ĕçне ытларах литкружоксенче вĕренмелле» статьясем. Вĕсенче вăл çакăн пек шухăша палăртать: «Сăвăсене татăклă та витĕмлĕ фактсемпе, чаплă художниксен картинĕсем пек илемлĕ сăрăсемпе сăрласа художествăлла пултарулăхпа çырмалла. Çапла тусан çеç сăвăсем вулакана çĕклентерме, ăна питех интереслентерме пултараççĕ» (1939 ç., июнĕн 23).

1940 çулхи сентябрĕн 16-мĕшĕнчи номерте Кăсăя Ваçлейĕ çырнă сăвă ярăмĕ пичетленнĕ. Илемлĕ хайлавсем. А.Семенов сăвăç пултарулăхĕн лайăх енĕсене асăрхаса «Литература ĕçĕнче аталанса пыракан çамрăк» статья калăпланă. Тишкерÿçĕ сăвăсем пирки тĕрĕс те тарăн шухăшсем калать, çитменлĕхĕсене те кăтартать. Çавăн пек ăс вĕрентÿллĕ статьясем халĕ те питĕ кирлĕ - сăвăçсем нумай, вĕсен хайлавĕсене пăхса тухса тишкересчĕ, çапла майпа тăван поэзи «арпапа хылчăкран» тасалĕччĕ çеç.

Алексей Семенов Чупай ялĕнче 1921 çулта çуралнă. Лăпкă та тÿлек ача пулса ÿснĕ вăл (ÿкерчĕк çинче). Ялти шкултан вĕренсе тухсан Улатăрти Илемĕш училищинче пĕлÿ пухать. Талант тени пулнах унăн: илемлĕ ÿкерме, сăвă-калав çырас ăсталăхĕпе палăрнă. Училищĕре вĕреннĕ чухнех район хаçатне заметкăсем, сăвăсем ярса тăнă. Çавна курах ĕнтĕ 18-ти çамрăка 1939 çулта редакцие ĕçе илеççĕ. Литература сотрудникĕ пулнă май район пурнăçĕнчи пур ыйтăва та хускатнă вăл: заметкăсенчен пуçласа пысăк тĕрленчĕксем таранах çырнă. Ял хуçалăхĕнче ака-суха ĕçĕнче еплерех тăрăшаççĕ, шкулсенче вĕрентÿпе воспитани ыйтăвĕсем еплерех шайра, çамрăксем пушă вăхăта мĕнлерех ирттереççĕ тата ытти тĕрлĕ ыйтусене хускатнă вăл. Хаçатăн хăш-пĕр номерĕсенче А.Семенов ячĕпе икшер-виçшер материал пичетленни те тĕл пулать.

1940 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче тухнă номерте «Çамрăк патриотсенчен пример илмелле» ятлă тĕрленчĕк çапăннă. А.Семенов литсотрудник Вăрмар станцийĕнче пурăнакан А.Казаков çамрăк, 1939 çулта Шупашкарти аэроклубран вĕренсе тухса запасра тăракан пилот ятне илнĕскер, çулĕ çитичченех çара кайма ыйтни пирки пĕлтерет. «Мĕн чухлĕ патриотизмла шухăш! Казаковçамрăк патриот. Вăл хăйĕн заявленийĕ çинче çырнă сăмахĕсемпе çĕршывăн чăн-чăн мухтавлă воинĕ пулассине кăтартса парать. Кун пек çамрăксем пирĕн çĕршывра пинĕ-пинĕпех»,- тенĕ тĕрленчĕкре. Пулас Совет Союзĕн Геройĕ, Кивĕ Вăрмарта çуралнă А.Казаков çинчен пĕрремĕш хайлава «Хĕрлĕ ялав» хаçат ĕçченĕ А.Семенов çырнине палăртсах хăваратпăр.

Е тата 1940 çулхи февралĕн 23-мĕшĕнчи номере илер. Кунта А.Семеновăн «Летчик-лейтенант» тĕрленчĕкĕ пичетленнĕ. Вулакансене вăл Чупай ялĕнче çуралса ÿснĕ Никита Зарубин паттăрлăхĕ пирки çырса пĕлтерет. Финн вăрçинче палăрнă чăваш каччине «Хĕрлĕ ялав» орденĕпе наградăланишĕн савăнать. Çак хыпара та район халăхне чи малтан вăл пĕлтернĕ вĕт! Ку çеç те мар-ха. Çав çулхинех августăн 18-мĕшĕнче «Хĕрлĕ ялав» хаçатра А.Семенов «Совет авиацийĕ» ятлă сăвă пичетлет. Н.Зарубин самолечĕ пĕр заданирен сакăр сиенпе ? «восемь пробоин» тенĕ сăвăра% аэродрома анса ларнă иккен. Çавна автор сăвăласа сăнарлăн кăтартма пултарнă. А.Семеновăн тăван пиччĕшĕн ывăлĕ Л.Иванов ?Патти ялĕ% çапла аса илнĕччĕ: «1940 çулхине «Хĕрлĕ ялавра» Н.Зарубин паттăрлăхĕ пирки сăвă вуланăччĕ. Çÿлтен «Хаçатра çырни тĕрĕс-и/» - тесе тĕрĕслеме килнĕччĕ». Эппин, Н.Зарубин пирки те район халăхне чи пирвай пĕлтерекенĕ А.Семенов пулнă.

Л.Иванов аса илĕвĕнчен: «Пирĕн урама хĕрсем, каччăсем пухăнатчĕç. Вăл вĕсене хăй çырнă сăвăсене, калавсене вуласа паратчĕ, ÿкерчĕкĕсене кăтартатчĕ. Питĕ ăшă кăмăллă каччă пулнă ĕнтĕ, ун тавра яланах тус-юлташсемччĕ. 1940 çулхи октябрьте ăна Хĕрлĕ Çара илчĕç. 1941 çулхи çу уйăхĕнче отпуска килсе кайрĕ. Хăй командирсем хатĕрлекен шкулта вĕреннине калатчĕ.

Вăрçă пуçланчĕ те, вăл унтан таврăнаймарĕ. Шел, унăн хучĕсене, çырăвĕсене упраймарăмăр, темшĕн ăс çитмен. Картинисем те çухалса пĕтрĕç. Алексей Семенов вăрçăра хыпарсăр çухални тени тĕрĕс мар. Мĕншĕн тесен Пĕчĕк Енккассинче унпа салтакра, вăрçăра пĕрле пулнă Терентьев хушаматлă çын пурăнатчĕ. «Лекçее аманнă хыççăн госпитале ăсатрăмăр», - тенĕччĕ вăл. Чăнах, «Астăвăм кĕнекинче» Алексей Семенович Эрхим (Семенов) 1943 çулхи январь уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă тенĕ. Вăл Новгород - Волынскинче хĕсметре тăнă. Фашистсене хирĕç вăйлă çапăçусем пынă кунта. Тăшман хулана ярса илнĕ пулсан та малалла каяйман - вĕсене чарса лартнă. Кунта пирвайхи хут питĕ йывăр бомбăсемпе усă курнă иккен. Çавăнпа пирĕн çарсем пысăк çухатусем тÿснĕ. Архив хучĕсем çак хулашăн пынă çапăçусенче 180 пин совет салтакĕ хыпарсăр çухалнине пĕлтереççĕ. Мĕнле салтак пулнă-ши А.Семенов? Хăравçă пулман, тăшмана хирĕç çапăçнă чухне аллинчи пăшалĕ те чĕтремен. Çакна ун сăнарне уçăмлатакан сăввисемпе калавĕсем çирĕплетеççĕ: нумаях мар вĕсем, пичетленисене пухсан та пĕр пĕчĕк кĕнекелĕх çеç пуçтарăнаççĕ. Илемлĕх ăнлавĕ, туйăмĕ пысăк пулнă Алексей Семеновăн, сăвăçăн, талантлă художникăн. Алексей Семеновичăн чăн хушамачĕ - Эрхим. Ашшĕн ятне кура вăл Семенов тесе çырнă. Виçĕ Эрхим, пĕртăвансем Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ, иккĕшĕ, Алексейпе Иван, 1943 çултанпа хыпарсăр çухалнисен шутĕнче. Александр Эрхим вăрçăран йывăр аманса таврăннă, икĕ ордена тивĕçнĕ. Вăрмарти шкулта çар вĕрентĕвĕн урокĕсене ирттернĕ.

 

В.ЦЫФАРКИН.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика