Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уйран ĕç шавĕ парка куçрĕ

20 мая 2014 г.

Уйран ĕç шавĕ парка куçрĕ

«Г.Н.Ямуков» хресчен ?фермер% хуçалăхĕнче çур аки ăнăçлă пуçланчĕ, малалла та ĕç кал-кал пулса пычĕ. Акă вĕсем иртнĕ канмалли кунсенче çĕр улми лартса пĕтерчĕç. Планпа палăртнă тĕллевсене пĕтĕмпех пурнăçланă.

Çак культурăна 200 гектар çинче лартса хăварчĕç. Ку ĕçре В.Авдеев, С.Сидоров, В.Петров А.Иванов, Б.Иванов. Э.Макаров, Г.Виноградов тăрăшса вăй хучĕç. Пĕтĕмĕшле илсен, ку хуçалăхра ÿркенсе тăракан пĕр çын та çук - пурте яваплăха туйса, мĕн ĕçлеме ыйтнине вăхăтра пурнăçласа пыраççĕ. Çавăнпа та ĕçĕ те ăнса пырать пулĕ. Хуçалăх руководителĕ Г.Ямуков ĕçлекен çынна хисеплеме, хавхалантарма пĕлет. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна кунта вăй хуракансем «Пирĕн Геннадий Николаевич...», - теççĕ.

Ака вăхăтĕнче фермер хуçалăхĕнче ĕç шавĕ кĕрлесе кăна тăчĕ. Кунпа ĕç вĕçленмен-ха. Халĕ вĕсем çур акине хутшăннă пур ял хуçалăх техникине те тасатса тирпейлесе лартма хатĕрленеççĕ: кам çăвать, кам юсав ĕçĕсене пурнăçлать... Уй-хирти ĕç шавĕ парка куçрĕ.

Малалла акса-лартнă тĕш-тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене тата тымар-çимĕçе тухăçлă çитĕнтерес тесе те çанă тавăрсах ĕçлемелле. Унтан вĕсене пухса кĕртмелли вăхăт сисмесĕрех ума çитсе тăрĕ. Хуçалăхра вара çак тапхăр валли хатĕрленме халех тытăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика