Большечакинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă Чакра часавай уçăлчĕ

20 мая 2014 г.

Вилнĕ çынсене асра тытасси чи сăваплă ĕçсенчен пĕри. Мĕн ĕлĕкрен пысăк ялсенче чиркÿсем тунă, вĕсенче чĕррисене мухтаса, вилнисене асра тытса кĕлĕсем ирттернĕ, ирттереççĕ те. Пĕчĕкрех ялсенче вара часавайсем лартнă. Акă вĕсенчен чи пĕрремĕшне Хĕрлĕçыр ялĕнче XIX ĕмĕртех çĕкленĕ пулнă. Юлашки вăхăтра вĕсем Кивĕ Вăрмарта, Тикашра çĕкленчĕç... Майăн 13-мĕшĕнче вара хитре те тăпăл-тăпăл часавая чаплă лару-тăрура Аслă Чак ялĕнче уçрĕç. Çак мероприятие Мăнçырмари Тихвински Турамăш Турăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид атте, Наталия матушка, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Иванов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ В.Иванов, ял тăрăхĕнче пурăнакансем хутшăнчĕç ?ÿкерчĕк çинче%. Часавая тума район депутачĕ В.Иванов, ял çыннисем А.Кузнецов, И.Егоров пысăк тÿпе хывнă. Пурте ас тăватпăр ĕнтĕ - иртнĕ çул çак вăхăт тĕлнелле Пенза облаçĕнче çул çинче хăрушă инкек пулса иртнĕччĕ, унта пирĕн тăрăхри 10 çыннăн пурнăçĕ татăлнăччĕ, çав шутра Чаксен те. Çавăнпа та пулĕ часавая çул хĕрнех, малтан пулнă асăну юпи çумĕнче тума тĕв тунă. Ăна çветтит туса кĕлĕ ирттерес умĕн Леонид протоиерей пĕтĕмĕшле çапла каларĕ: «Турă вăл ырăлăх, эппин, кашни ĕненекен çын чĕри ырăлăхпа тулать, вăл вара усал ĕç тума пултараймĕ...» Райадминистрацин пуçлăхĕ Константин Владимирович хăй паян çакăнта пысăк та çутă туйăмпа килнине палăртрĕ: «Çак паллă кунпа сире пурне те саламлатăп, сăваплă вырăн сире ырăпа пĕрле пĕрлештерсе Аслă Турă патне çывăхрах пулма пулăштăр», - терĕ. Часавая çветтит туса кĕлĕ ирттернĕ хыççăн, ял халăхĕ хăйсен ирĕкĕпе унăн тавра хăтлăх кĕртме укçа-тенкĕ пухрĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429410, Урмарский район, д.Большие Чаки, переулок Механизаторов, дом 5
Телефон: 8(83544) 43-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика