Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йỹнĕ апатпа - паха продукци

17 мая 2014 г.

Йỹнĕ апатпа - паха продукци

Диагностикăлла тĕрĕслевсемпе профилактика прививкисене вăхăтра тума ĕлкĕрекен Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнчи ĕç-хĕлпе районти ветеринари станцийĕн ертỹçи А.Скворцов питех те кăмăллă. Сăвăнакан ĕнесене те кунта иртнĕ эрнерех ешĕл калча çине кăларнă.

Ĕне выльăхсене çуркунне çитерме ятарласа уйăрнă ыраш ани фермăран аякра та мар вырнаçнă. Валерий Черновпа Александр Захаров кĕтỹçĕсем ирхи сăвăм вĕçленнĕ хыççăнах ĕнесене унта хăваласа тухаççĕ. Симĕс калча парка ỹссе çитĕнни вĕсене ура айĕнчи йỹнĕ апата тăраниччен çитерме май парать. Ĕнесен умĕнчен таса шыв та татăлмасть.

- Ешĕл апатпа тăрантарма тытăннăранпа сăвăм та палăрмаллах ỹсрĕ, - тет Владимир Чернов заведующи. Ялти ветеринари пункчĕн заведующийĕ Виталий Афанасьев калаçăва малалла тăсрĕ, вăл çитес вăхăтра ĕнесен тепĕр ушкăнĕ пăруламаллине, ун чухне сĕт сăвасси тата ỹсме кирлине палăртса каларĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕнчи специалистсем çитменлĕхсем пирки те пытармаççĕ. Сăмахран, усă куракан 100 гектар çĕр пуçне шутласан хальлĕхе кунта сăвăнакан ĕнесен хисепĕ сахалрах. Çавăнпа çулталăк вĕçлениччен кĕтĕве тата çĕнетме палăртнă: ĕнесене 170 пуçа çитермелле. Аслă Елчĕксен йышлă выльăх-чĕрлĕхе тăрантарса усрама майсем те çителĕклĕ. Утă тата сенаж хатĕрлеме нумай çул тата пĕр çул ỹсекен курăксене 800 гектар ытла лаптăкра, кукурузăна 50 гектар çинче акса хăварнă.

Сăвăнакан ĕнесене хире илсе тухнă кунран тытăнсах ферма территорине тирпей-илем кĕртессипе тимлеме тытăннă. Çапла пулма кирлĕ те. Мĕншĕн тесен çитес кунсенче кунти фермăра ĕне сăвакан операторсемпе техник-осеменаторсен районти конкурсне ирттерме палăртнă. Хăна-ĕçтешсен умĕнче ята ямалла мар.

Вăхăта вăраха ямасăр фермăра тепĕр сĕт пăрăхĕ вырнаçтарасшăн, пушă ларнă пăру витине тĕпрен реконструкци тума пикенесшĕн.

Светлана АРХИПОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Валерий Чернов, Александр Захаров кĕтỹçĕсем.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика