Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар çынни пуласшăн

08 мая 2014 г.

Çамрăксене çар службине кайма хатĕрлес тĕллевпе Шĕмшеш ял тăрăхĕ вырăнти вĕренÿ учрежденийĕпе пĕрле ĕçлет. Пулас салтаксемпе тăтăшах калаçусем ирттеретпĕр. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă Сурăмпуç Шĕмшешри Сергей Егоровпа, Ишпарайкăри Зиновий Максимовпа тĕл пулусем йĕркелетпĕр. Кăçалхи çуркуннехи призывра 17 çамрăка чĕнтернĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ Шĕмшешри вăтам шкулта, аслă классенче вĕренеççĕ пулсан, ыттисем ятарлă вăтам пĕлÿ илеççĕ.

Хăйсен пурнăçне çарпа çыхăнтарас тĕллевлĕ çамрăксем те пур. Шкулта 11 класра вĕренекен Иван Барановпа Евгений Павлов çар училищине вĕренме кайма документсем хатĕрлеççĕ, медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухаççĕ.

Н.ЩЕВКИНА, çар учечĕпе ĕçлекен специалист.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика