Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Пур ĕçе те вăхăтра тумалла"

14 мая 2014 г.

 - çакăн пек тĕллевпе ĕçлеççĕ районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче тата колхозсенче тăрăшакансем. Палăртнине вăхăтра вĕçлес тĕллевпе ир-ирех ĕçе пуçăнаççĕ. Хуçалăхсем 11035 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса пĕтернĕ.

Паянхи кун çĕр ĕçченĕсем çĕр улми лартаççĕ. Ку ĕçе пурĕ 15 хуçалăх пуçăннă. - "Комсомольские овощи" ООО - 123 гектар, "Рассвет" ЯХПК 100 гектар çинче ĕçе вĕçленĕ. Хальлĕхе "иккĕмĕш çăкăра" "Дружба" ЯХПК-ра - 70 гектар, "Урожай" колхозра - 72 гектар, "Çĕр улмие мухтав" агрофирмăра - 64 гектар, "Кызыл сабанча" фермер хуçалăхĕнче 50 гектар çинче лартнă. Çанталăк лайăх тăрсан ĕçе çитес вăхăтра вĕçлемелле, - пĕлтерчĕ район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн агрономĕ Шамиль Зейнутдинов.

"Рассветсем" çак культурăна голланди мелĕпе çитĕнтереççĕ. Çулсеренех "Удача", "Рокко" сортсем лартаççĕ, вĕсем тухăçĕпе савăнтараççех. Сергей Пыркин, Олег Крылов, Николай Казаков, Юрий Казаков ĕçченсем ĕçе вăхăтра пурнăçлас тесе тăрăшнă. Атласкинăн фермер хуçалăхĕ кăçал 100 гектар çинче куккурус, "Çĕр улмие мухтав" агрофирма 100 гектар горчица, 310 гектар рапс акнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика