Арабосинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă çыравçă

23 января 2013 г.

 Татьяна Дорофеева пулас çыравçăна эпĕ 1995 çултанпах пĕлетĕп. 1973 çулта çуралнăскер мĕн пĕчĕкрен пĕрремĕш сăввисене калăплама пуçланă. Арапуç ялĕнче кун çути курнăскер вырăсла та, чăвашла та çырать. Ăсталăхне И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн филологи факультетĕнче туптанă. Татьяна Юрьевна сăввисенче тăван ене, çамрăк ăрăва юратни, ваттисене, тăвансене хисеплени курăмлă палăрать. 1995-мĕш çултанпа вăл район, республика, Раççей хаçачĕсенче хăйĕн хайлавĕсене пичетлерĕ. Поэзие юратакансем унăн сăввисем пирки чи ырă сăмахсем калаççĕ. Тĕрлĕ конкурссене те хутшăнать вăл.

Юлашки 2-3 çул уншăн уйрăмах ăнăçлă пулчĕ. «Постучала ночь в окошко» (2010 ç.), «Над Арей рекой» (2011 ç), «Все дороги - на Урмары» (2012 ç.) сăвă кĕнекисем пичетленсе тухрĕç. Коллективлă кăларăмсенче те хайлавсем кун çути кураççĕ.

2012 çулхи декабрĕн 6-мĕшĕнче Татьяна Юрьевна Дорофеева - Мирона Чăваш тата Раççей писателĕсен союзĕн членне илнĕ. Январĕн 25-мĕшĕнче Çветтуй Татьяна кунĕнче ăна çирĕп сывлăх, телей, пултарулăхра пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика