Бишевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яланах малтисен йышĕнче

19 февраля 2014 г.

19 февраля 2014 г.

 

Февралĕн 6-мĕшĕнче Энтриялĕнче пурăнакансемшĕн паллă кун пулчĕ. Кунта Сочире иртекен ХХII хĕллехи Олимп вăййисене халалласа аслисем те, шкул ачисем те йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç. Чи пăлханулли вара, пирĕн яла Олимп факелĕ килсе çитни пулчĕ. Ăна Лондонри çуллахи ХХХ Олимп вăййисенче бронза медаль çĕнсе илнĕ, пирĕн пултаруллă ентеш, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Т.Архипова-Петрова çак эстафетăра усă курма ирĕк пачĕ. Йĕлтĕр йĕрĕ çине малтан ялти пуçламăш шкулта вĕренекен ачасем тăчĕç. Виççĕмĕш класра вĕренекен И. Румянцев Олимп факелне мăнаçлăн, хаваслăн йăтса ыттисене çул кăтартса пычĕ. Мĕнпе тивĕçрĕ-ха вăл çак пысăк чыса; Ваня вĕренÿре, ĕçре, спортра яланах малтисен йышĕнче. Библиотекăран кĕнеке илсе вулас енĕпе те вăл малтисен ретĕнче Иртнĕ çулхи пĕтĕмлетÿ тăрăх Ваня 40 ытла кĕнеке вуласа тухма ĕлкĕрнĕ. Шкулта е культура çуртĕнче иртекен тĕрлĕрен мероприятисене те вăл активлă хутшăнать. Юрлать-и, ташлать-и е сăвă калать сăмахĕсене тĕп-тĕрĕс пĕлет, ташши илĕртÿллĕ пулать. Çавăнпа та пулĕ Ваньăна юмахсемпе ытти тĕрлĕ сценкăсем лартнă чухне чи калăпăшлă сăнара шанса параççĕ. Энтриялĕн Вăрманкас касне тарăн çырма пĕрлештерсе тăрать. Хĕллехи сивĕ кунсене пăхмасăрах çак тарăн тăвайккинче ача-пăча хĕвĕшет. Мĕн тетĕр эсир? Кунта та чи малтан çÿле улăхса кайса, нимрен хăрамасăр ярăнса анаканĕ те Ваня. Ытти ачасем вара Ваня чип-чипер ярăнса аннине кура çÿллĕ сăрт çине хăпарма тытăнаççĕ. «Хăлхара шăхăрса пыракан çил мана малтан-мала вĕçме йыхравлать. Çак сăртран çил пек вĕçсе анни, уçă сывлăшра ытларах пулни уроксене хатĕрлеме те пулăшать. Пуç лайăхрах ĕçлет, кĕнекере мĕн вуласа тухни пуçра лайăхрах çирĕпленсе юлать», - тет пур енĕпе те пултаруллă ача. Ахальтен мар ĕнтĕ Н.Алексеева вĕрентекен Ваня пирки ырăпа калать. «Ваня питĕ тăрăшуллă ача. Урокра мĕн каланине яланах тимлĕ итлесе ларать, килти ĕçсене тĕплĕн пурнăçлать. Хăй кăна пĕлнипе çырлахса лармасть вăл юлташĕсене те яланах пулăшать. Мероприятисене те активлă хутшăнать. Хăш чухне, тăхтав вăхăчĕсенче, алхасасси те пулкалать, паллах. Сывă ача пĕр вырăнта ларайманни пурне те паллă, ку темех мар, йăнăша вăхăтра тÿрлетме хатĕрри савăнтарать», - тет вăл. Хальхи вăхăтра шкулти кашни ачан хăйĕн папки (портфолио) пур. Унта пысăк çитĕнÿсем тунăшăн ачана панă грамотăсемпе дипломсем, тав çырăвĕсем упранаççĕ. Ваня виççĕмĕш класра кăна вĕренет пулин те, унăн папки çак хисеплĕ хутсемпе тулнă теме те пулать - лайăх вĕреннĕшĕн, нумай вуланăшăн, чи илемлĕ ÿкерчĕксемшĕн, чи пуян стена хаçачĕшĕн, тĕрлĕ мероприятисенче чи пултаруллă пулнăшăн тата ытти те. Ваня Румянцевăн малашлăхĕ, пуласлăхĕ аслă та таса пултăр. Паянхи кун Олимп факелне ялта çĕклесе ытти ачасене çул кăтартса пыма тивĕçлĕ пулнă пек, малашлăхра тĕнчере иртекен Олимп вăййисене хутшăнма пултарасса шанас килет.

Источник: "Урмарская районная газета"

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Посещений сайта с 22 мая 2014 года

Счетчик посещений Counter.CO.KZ

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика