Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Енĕш Нăрвашри ал ĕç ăстисем

22 января 2013 г.

Енĕш Нăрвашри ветерансен совечĕпе пенсионерсен союзĕн членĕсем хĕллехи вăрăм каçсене усăллă ирттерме тăрăшаççĕ.

Ĕçсен планне кашни çулах пĕрле çирĕплететпĕр. Мĕнле мероприяти, хăш уйăхра тата ăçта ирттерессине палăртатпăр унта.

Пирĕн ялта ал ĕç ăстисен клубне йĕркеленĕренпе 5 çул çитет. “Тĕпел” ят панă эпир ăна. Г.Н.Сергеева ертсе пырать ку клуба. Шальсем, шарфсем, тутăрсем, кофтăсем, çурăм ăшшисем, чăлха-нуски тата ытти япаласем çыхма вĕренетпĕр.

Г.М.Степанова патне килнех каяççĕ çыхма вĕренекенсем. Галина Михайловна ветеринари врачĕ пулнă. 70 çулта пулин те, выльăх-чĕрлĕхе сыватма тĕрлĕ сĕнÿсем парать. Пулăшу ыйтса пыракансене питĕ тарават ку хĕрарăм. “Тĕпел” клуба çÿрекенсем уйăхра икĕ хутчен пухăнаççĕ. Ветерансен совечĕ ял тăрăхĕн администрацийĕпе килĕштерсе ĕçлет.

Аслă ăрурисен, аннесен кунĕсене паллă тума пĕрле хатĕрленетпĕр. Мăшăрсем 50 çул пĕрле пурăнсан, ветеран 80, 85, 90 çул тултарсан килĕсене кайсах саламлатпăр, пĕчĕк парнесемпе савăнтаратпăр.

Районта иртнĕ юрă-ташă фестивалĕнчен пĕлтĕр “Тĕпел” клуб членĕсем Дипломпа таврăнчĕç. Ытларах Галина Сергеевапа Валентина Кошкина маттур пулчĕç. Вĕсене хăйсене Хисеп грамотипе чысларĕç. Г.В.Гаврилова, С.Т.Данилова, Г.Н.Сергеева, В.В.Кошкина çулла йĕркеленĕ ĕçпе юрă уявĕнче иккĕмĕш вырăна тухнăччĕ.

”Атьăр-ха, асаннесем” конкурс иртни халĕ те асра. Хăйсем çырнă сăввисене илемлĕ вуларĕç, юрăсем шăрантарчĕç, спорт ăмăртăвĕсенче те маххă памарĕç мăнуклă хĕрарăмсем. Кашни номер хыççăн тăвăллăн алă çупрĕç залра ларакансем. Пĕлтĕр хĕрарăмсем Славаш вăрманне йĕлтĕрпе çитсе килнĕччĕ. Тăвайри “Аль” физкультурăпа спорт комплексĕн бассейнĕнче 2–3 хут пултăмăр, шыва кĕрсе савăнтăмăр.

Нумаях пулмасть республикăра йĕркеленĕ “Иксĕлми çăлкуçсем” ятлă фольклор фестивальне кайса куртăмăр. “Газель” автомашинăпа 15-ĕн çитрĕмĕр Шупашкара. Питĕ чаплă концерт программипе паллашрăмăр. Ветерансем çĕкленÿллĕ кăмăлпа таврăнчĕç.

Çулсем иртеççĕ пулин те, чунсем çамрăк-ха пирĕн. Ал ĕç тунă чухне юрласа та, ташласа та савăнатпăр. Çулла-кĕркунне хатĕрленĕ пĕр-пĕрин апат-çимĕçне астиветпĕр. Мĕнле тăварланине-пĕçернине ыйтса пĕлетпĕр, кăмăлланă рецепта çырсах илетпĕр. Хамăр хатĕрленĕ çырла варенийĕпе чей ĕçсе интереслĕ калаçу пуçаратпăр каннă вăхăтра. Çакăн пек хаваслă ирттереççĕ Енĕш Нăрвашри ветерансем хĕллехи вăрăм каçсене.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика