Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх ăна шанать

16 апреля 2014 г.

Халăх ăна шанать

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен çывăх пулăшуçи - ял старости.

Çак обществăлла ĕçе пурнăçлама ял çыннисем яваплăха туякан, халăх хушшинче хисеплĕ, кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пултаракансене суйлаççĕ. Староста ялти çитменлĕхсене курса тата пĕлсе тăмалла, тĕрлĕ ыйтăва татса парас тата тĕллевсене пурнăçлас ĕçе активлă хутшăнмалла. Сăмахăм Аслă Елчĕк ялĕн старости Елизавета Ахмерова пирки.

Елизавета Архиповнăпа Виталий Федорович Ахмеровсем - ялти ятлă çынсем. Виçĕ ача çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем. Светлана хĕрĕ юрист профессине алла илнĕ, паянхи кун Чăваш Республикин Аслă судĕнче судья пулăшуçинче вăй хурать. Иккĕмĕш хĕрĕ Галина - преподаватель. Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ патшалăх университечĕн журналистика уйрăмĕнче тăрăшать, вырăс тата чăваш чĕлхисен предмечĕсене ертсе пырать. Кĕçĕн ывăлĕ Юрий те юрист профессине алла илнĕ. Пурте çемьеллĕ вĕсем.

Кĕçĕн классен учителĕнче 44 çул тăрăшнă Елизавета Архиповна обществăлла ĕçре яланах хастар пулнă. Çак яла качча килнĕренпех вăл суйлав ĕçне хутшăннă, активлă агитатор пулнипе палăрнă. Пултарулăхне тата тăрăшулăхне кура тивĕçлĕ канăва тухсан та ахаль лартман педагогика ветеранне, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен ялти канашĕн председателĕ пулма суйланă. Пĕр вăхăтрах ял старостин тивĕçĕсене те пурнăçлать ларма-тăма пĕлмен хĕрарăм. Унăн вара тивĕçĕсем сахал мар. Чи çивĕччи - территорие тирпей-илемпе хăтлăх кĕртес ыйтупа ĕçлесси.

- Пирĕн ĕçре чи кирли ялти лару-тăрăва тĕплĕн пĕлсе тăрасси, халăх шухăшне ертỹçĕсем патне çитересси, - тет вăл ĕç пирки сăмах пуçарсан. Районта Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине халаллакан уява хатĕрленес ĕçре те тăрăшулăхпа палăрать Е.Ахмерова. Ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕ сĕннипе паллă уяв тĕлне вăрçă ветеранĕсен пурнăçне тата ветерансен вырăнти канашĕн ĕç-хĕлне çутатакан альбом хатĕрленĕ вăл.

Сăн ỹкерчĕкре: Елизавета Ахмерова (сулахайра) кирек мĕнле ыйтăва та çывăх тантăшĕпе - педагогика ĕçĕн ветеранĕпе Лидия Васильевăпа пĕрле сỹтсе явать.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика