Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çара каяссинчен пăрăнсан

02 апреля 2014 г.

 ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕнче кăçалхи çурхи призыв ыйтăвĕсемпе ятарлă брифинг пулса иртнĕ. Унта Патăрьелпе Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн ĕçченĕсем, республикăри кăнтăр районĕсенчи журналистсем хутшăннă. Следстви уйрăмĕн ертỹçи юстици майорĕ Р.Шайхалов палăртнă тăрăх, республикăра, çав вăхăтрах пирĕн районта та çара каяссинчен тарса çỹрекенсем пур иккен. Пĕлтĕр кăна çакнашкал çынсем пирки 25 уголовлă ĕç пуçарнă, кăçал - 12, вĕсен хушшинче пирĕн районти виçĕ çамрăк. Пĕрин пирки маларах хамăр хаçатра та çырнăччĕ. Тăван çĕр-шыва сыхласси -  кашнин тивĕçĕ. Призывран тарса çỹрекенсене Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕн 328 статьин пĕрремĕш пайне шута илсе айăплаççĕ. Çакăншăн икĕ çуллăха ирĕкрен хăтарма, çакăн чухлех ирĕксĕрлесе ĕçлеттерме е 200 пин тенкĕ таран штраф тỹлеттерме пултараççĕ. Р.Шайхалов палăртнă тăрăх, "кирпĕч шутланă" тапхăр вĕçленни те çамрăка çар тумне тăхăнассинчен хăтарса хăвараймасть. Штрафа вăхăтра тỹлемесен те ирĕкрен хăтараççĕ. Следстви пайĕ процессуаллă тĕрĕслевсене, уголовлă ĕçсене çар комиссариачĕпе, прокурорсемпе тачă çыхăнса ирттерет. 

В.НИКОЛАЕВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика