Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сиенлĕ йăласемпе пĕрлехи вăйпа кĕрешмелле

02 апреля 2014 г.

Мартăн 28-мĕшĕнче район администрацийĕнче право йĕркине пăсасран асăрхаттарас, наркотиксемпе усă курнине хирĕç кĕрешес тата çул çитмен çамрăксем хушшинче профилактика туса пырас енĕпе ĕçлекен комиссисен пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ. Ларăва право йĕркине пăсасран профилактика туса пырас тĕлĕшпе ĕçлекен комисси председателĕн çумĕ - район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политики пайĕн пуçлăхĕ Н.Г.Игнатьева ертсе пынă. Пĕрлехи лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ В.А.Петьков, район прокурорĕн çумĕ А.В.Емельянов, право йĕркине сыхлакан органсен представителĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, шкул директорĕсен çумĕсемпе социаллă педагогсем хутшăннă. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа - районти тĕп больницăри наркологи кабинечĕн 2013 çулхи ĕçĕ тата районта алкоголизма тата наркомание хирĕçле профилактика ĕçне мĕнле туса пыни çинчен -  больницăн тĕп врачĕ И.А.Смирнова тухса калаçнă. Районта çул çитмен çамрăксене право йĕркине пăсасран асăрхаттарас тĕлĕшпе мĕнле ĕçлени çинчен Шăмăршă районĕнчи полици уйрăмĕн ПДН пайĕн инспекторĕ Н.А.Мазякова каласа панă. Полицин уйрăмĕн ПДН пуçлăхĕн çумĕ В.А.Дмитриев право йĕркине пăсакансемпе кĕрешес тата халăх хушшинче профилактика ĕçне туса пырас тĕлĕшпе 2013 çулта мĕнле ĕçленипе паллаштарнă. Лару сỹтсе явнă ыйтусемпе тивĕçлĕ йышăну тунă, профилактика ĕçне кашни кун тата тĕллевлĕ туса пымаллине палăртнă.

А.АРХИПОВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика