Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алиса Замуткина – "Музыка – манăн чунăм" конкурс лауреачĕ

16 января 2013 г.

Нумаях пулмасть И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн музыкăпа педагогика факультечĕ "Музыка - манăн чунăм" конкурса пĕтĕмлетнĕ. Кÿршĕри, çавăн пекех хамăр республикăри ятарлă вĕренÿ учрежденийĕсенче ăс пухакансенчен тата районсенчи шкул ачисенчен килнĕ ĕçсене асăннă факультетăн теорипе истори тата музыка методикин кафедрин опытлă музыка учителĕсем, хушма пĕлÿ паракан педагогсем тишкернĕ. Пултарулăх конкурсĕ виçĕ номинаципе иртнĕ: тĕпчев ĕçĕ, эссе, презентаци.

Хĕрлĕ Чутайри пĕтĕмĕшлĕ пĕлÿ паракан вăтам шкулта 5 "Б" класра вĕренекен, ачасен искусство шкулне тăваттăмĕш çул çÿрекен Алиса Замуткина, Людмила Кирюшина вĕрентекен ертсе пынипе, "Эссе" номинацие хутшăннă. Хăйĕн пултарулăх ĕçĕнче хĕр ача музыкăна юратни çинчен, унсăр пуçне йăхра чаплă купăсçăсем нумаййи çинчен интереслĕ хайлав çырнă. Жюри членĕсем Алисăн ĕçне пысăк хак панă, иккĕмĕш степеньлĕ лауреат Дипломĕпе тата парнепе чысланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика