Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулталăка сывлăхшăн тăрăшнинчен пуçларĕç

12 января 2013 г.

Çĕнĕ 2013 çулăн канмалли кунĕсенче районта, пĕтĕм çĕр-шыври пекех, сывлăхпа спорт вунă кунлăхĕ иртрĕ.

Чи малтанах "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕн бассейĕнче ишекенсем ăмăртрĕç.

- Январĕн 3-4-мĕшĕнче кунта ачасемпе аслисем "кăвак çул" çинче тĕрлĕ дистанцире вăй виçрĕç, мала тухнисем – Дарья Коблик, Инна Крыцова, Кристина Хохлова, Екатерина Мурайкина, Евгения Герасимова, Людмила Михуткина, Михаил Мидаков, Алексей Ярылкин, Андрей Хораськин, Кирилл Ярайкин, Дмитрий Мидейкин, Эдуард Дадюков, Альфред Ульянов, Юрий Михайлов, Владимир Храмов, Вячеслав Дадюков – Хисеп грамотисене, медальсене, ачасем пылак парнесене тивĕçрĕç.

- Январĕн 5-мĕшĕнче вара, республикипех пынă Пĕрлехи сывлăхпа спорт кунĕнче, районти спорткомплексра "Çулталăка хăвăн сывлăхушăн тăрăшнинчен пуçла!" ятпа уçă алăксен кунĕ иртнĕ. Сывă пурнăç йĕркине юратакан тата спортпа туслă 844 çын çав кун бассейнра ишсе, теннисла выляса, ятарлă тренажерсем çинче тĕрлĕ хăнăхтарусем туса, спорт вăййисем выляса, йĕлтĕрпе чупса хăйсен сывлăхне çирĕплетнĕ. Район çыннисем кунта пĕчченшерĕн çеç мар, çемйисемпех килнĕ.

- Çавăн пекех вунă кунлăх вăхăтĕнче мини-футболла, волейболла, шашкăлла, шахматла выляссипе ăмăртусем чылай пулнă. Палăртмалла, кăçал пĕрремĕш хут районта степ-аэробика енĕпе те ăмăрту иртнĕ.

- Сурхурире, январĕн 7-мĕшĕнче, Ишеккасси çывăхĕнчи вăрманта йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ хĕрÿ иртнĕ. Йĕлтĕрпе чупма кăмăллакансене район ертÿçисем саламланă, ăнăçу суннă. Вун-вун çын уçă сывлăшра йĕлтĕр çине тăрса, ирĕклĕ майпа чупса хăйсем хушшинче чи маттуррисене палăртнă. Тĕрлĕ дистанцире тата çулĕсене кура малти вырăнсене Алексей Дадюков, Игнат Смирнов, Евгений Вазин, Евгения Герасимова, Анастасия Семенова, Анастасия Мидейкина, Василий Вазин, Эдуард Сидоров, Петр Бурин, Вероника Егорова, Мария Пальцева, Юрий Вазин, Андрей Петрейкин, Дмитрий Мидейкин, Эльвира Андреева, Карина Ефимова, Эдуард Дадюков, Анна Устинова, Дмитрий Волков, Надежда Соколова, Юрий Михайлов, Алевтина Дадюкова, Владимир Эзенкин, Елена Никифорова, Людмила Михуткина тухма пултарнă.

Сывлăхпа спорт вунă кунлăхĕ районта пурăнакансем хушшинче спортпа туслисен шучĕ ÿссех пынине кăтартса панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика