Юськасинское сельское поселение Моргаушского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх пĕрлĕхĕ - пысăк вăй

19 марта 2014 г.

Çак кунсенче районти ял тăрăхĕсенче ялсенче пурăнакансемпе, вырăнти суйлавçăсемпе тĕл пулусем иртеççĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хăйсен тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсен иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕ пирки отчетсем туса параççĕ, вĕсене халăхпа пĕрле сÿтсе явса малашлăхри задачăсене палăртаççĕ.

Мероприяти пĕлтерĕшĕ пĕчĕк мар. Вырăнти ыйтусем, задачăсем, проблемăсем пирки уççăн калаçни кирлĕ. Вĕсене татса памалли çулсене те пĕрле палăртмалла, пĕрле кар тăрса ĕçе кÿлĕнмелле. Ун чух усси пулатех. Асăннă тĕл пулусене ăнсăртран мар ĕнтĕ район администрацийĕн ответлă ĕçченĕсем, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсем, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев та хутшăнаççĕ, вырăнсенчи ĕçсемпе паллашаççĕ, ял çыннисен ыйтăвĕсене хуравлаççĕ.

Кун пек отчетлă тĕл пулусем нумаях пулмасть Йÿçкасси тата Ярапайкасси ял тăрăхĕсенче иртрĕç. Хаçат вулакансене паянхи кăларăмра асăннă ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен отчечĕсемпе кĕскен паллаштаратпăр.

Анатолий Николаевич КУЗЬМИН, Йÿçкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

- Ял администрацийĕ хăйĕн ĕçĕсене федерацин 131-мĕш номерлĕ «Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелессин пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен» Саккунне тĕпе хурса туса пырать. Пирĕн тĕп тивĕç вăл вырăнта пурăнакансен наказĕсене пурнăçласси пулса тăрать.

Кулленхи ĕçре депутатсен корпусĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Вĕсем вырăнта пурăнакансен ыйтăвĕсемпе проблемисене лайăх курса-пĕлсе тăраççĕ. Çавна май пĕлтерĕшлĕ пур ыйтăва та вĕсем хутшăннипе татса пама тăрăшатпăр. Иртнĕ çул депутатсен Пухăвĕн ларăвĕсене 14 ирттертĕмĕр.

Вырăнта пурăнакансен пĕр ыйтăвĕ те асăрхамасăр ан юлтăр тетпĕр, пур ыйту е заявлени çине те вăхăтра хурав пама тăрăшатпăр. Ку тĕлĕшпе ял çыннисен пухăвĕсене йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Иртнĕ тапхăрта вĕсене 26 ирттертĕмĕр. Кунсăр пуçне граждансене ял администрацийĕнче те йышăнатпăр. Ял çыннисем çĕкленĕ ыйтусен 90 процентне яхăн татса пама май килнĕ.

Ял тăрăхĕнче общество организацийĕсенчен вăрçăпа ĕç ветеранĕсен, хĕрарăмсен канашĕсем пысăк ĕç туса ирттереççĕ. Ял çыннисемпе ирттерекен тĕл пулусене ытларах чухне социаллă хÿтлĕх пайĕн, Пенси фончĕн районти управленийĕн, Перекет банкĕпе Россельхозбанкăн специалисчĕсене йыхравлама тăрăшатпăр. Вĕсем патне ял çыннисен яланах ыйту сахал мар.

Ял тăрăхĕн бюджетне 2013 çул валли тупăшсемпе 4857,5 пин тенкĕ пăхса хунăччĕ. Анчах ăна 94,7 процент кăна пурнăçлама пултартăмăр. Расхутсем 4804 пин тенкĕпе танлашрĕç. Апла пулсан малашне тупăш çăл куçĕсемпе туллинрех усă курасси тĕп тĕллев пулса тăма тивĕç. Бюджетра укçа çук пулсан вара палăртнă ĕçсем пурнăçланмасăрах юласси куç кĕрет.

Ял тăрăхĕн балансĕ çинче артезиан скважинисем 12 тата нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсем 3. Вĕсене пăхса-тытса тăма та укçа-тенкĕ тăкакланать.

Пирĕн ял тăрăхĕн территорийĕнче çулсем пĕтĕмпе 32,8 çухрăм тăршшĕ. Муниципалитет шайĕнчи пĕтĕм çул-йĕре кирлĕ шайра тытса тăма бюджетра укçа-тенкĕ çитсе пыраймасть. Çавăнпа та юсав ĕçĕсене вырăн-вырăн пурнăçлама тивет. Иртнĕ çул юсав ĕçĕсем валли 972,9 пин тенкĕ уйăртăмăр. Хĕллехи вăхăтра çулсене юртан тасатма вара «Ударник» хуçалăхпа килĕшÿ тунă.

Çĕрлехи вăхăтра урамсене çутăпа тивĕçтермесĕр май çук. Çавна валли иртнĕ çул 171,6 пин тенкĕ тăкакланчĕ.

Территорисене тасатасси, тирпей-илем кĕртесси, йăла каяшне тиесе ăсатасси пирки чарăнса тăмасăр май çук. Ку ыйту пĕлтерĕшне çухатмасть. Иртнĕ çул çавна валли 100 пин тенкĕ уйăрма тиврĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕ ялсене санитари тĕлĕшпе тасатассипе тата тирпей-илем кĕртессипе ятарлă план туса хатĕрленĕччĕ. Ăçта килнĕ унта туса хунă çÿп-çап тăкмалли вырăнсене пĕтерессипе çине тăтăмăр. Хамăр тăрăхри предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсене, социаллă хÿтлĕх пайĕнчен уйăрнă çынсене, вырăнта пурăнакансене ку ĕçсене май килнĕ таран ытларах явăçтарма тăрăшрăмăр.

Пушар тухассине асăрхаттарас, преступленисем тăвассине асăрхаттарас тĕлĕшпе профилактика мероприятийĕсем ирттересси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Çавна май ял çыннисемпе тĕл пулса ку ыйтусемпе яланах сăмах хускатма тивет.

Ял тăрăхĕн территорийĕнче çынсен канăвне, пушă вăхăтне усăллă та интереслĕ ирттерме условисем çителĕклĕ. Йÿçкассинчи информаципе культура центрĕнче, унăн йышĕнчи 3 Культура çурчĕпе 3 библиотекăра тĕрлĕ мероприяти кашни кун тенĕ пекех сахал мар иртет. Аслă ăрурисем валли те, яш-кĕрĕм валли те пур. Пĕтĕмĕшле вара культура сфери валли уйăрнă укçа-тенкĕ калăпăшĕ 2200 пин тенкĕпе танлашрĕ.

 2013 çулта ял тăрăхĕн территорийĕнчи çĕрсемпе усă курассин тата çурт-йĕр тăвассин правилисене туса хатĕрлесе çирĕплетессине  вĕçлеме май килчĕ. Ял тăрăхĕн генеральнăй планне 2008 çулта çирĕплетнĕ. Кунпа пĕрлех ял тăрăхĕнче ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли территори схемине туса пĕтерсе çирĕплетрĕмĕр.

Паян ял çыннисем умĕнче тăракан задачăсем те пĕчĕк мар-ха. Вырăнти ял хуçалăх предприятийĕ кирлĕ пек ĕçлейменни чылайăшне канăçсăрлантарать. Ку вара ĕç вырăнĕсемпе те, ĕç укçипе те çыхăннă.

Шывпа тивĕçтерессипе те ыйтусем çук мар. Кивĕ системăсем час-часах ванаççĕ, юрăхсăра тухса пыраççĕ.

Ытларах çĕрте ял урамĕсенчи çулсен ыйтăвне татса панă пулин те, япăх çулсем те çук мар. Проектсем хатĕрлес пулать, ку тĕлĕшпе тĕрлĕ программăсене хутшăнма майсем шырамалла.

Çĕр ыйтăвĕпе ĕçлемелле. Çĕр хутшăнăвĕсене йĕркелес, участоксене харпăрлăха çирĕплетес, куçман пурлăх хатĕрĕсене ял тăрăхĕн харпăрлăхне куçарас енĕпе çине тăрса ĕçлени кирлĕ. Манар мар, ку вăл ял тăрăхĕн бюджетне пуянлатмалли тĕп çăл куçсенчен пĕри пулса тăрать.

Ялсенчен йăла каяшне тиесе ăсатас енĕпе те, тирпей-илем пирки те татса памалли ыйтусем çук мар-ха. Çапах та пирĕн ыйтусене ăнланнăшăн, май килнипе вĕсене татса пама пулăшнăшăн манăн район администрацине, вырăнти предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисене, хамăн ĕçтешсене, вырăнти депутатсене тата пĕрлехи ĕçсене хăйĕннисем вырăнне хурса йышăнакан ял çыннисене тав сăмахĕ калас килет. Çавна ăнланар: вырăнти пурнăç мĕнлерех пуласси ытларах хамăртанах килет. Эпир мĕн чухлĕ активлăрах, вырăнта йĕрке пулни пирĕнтен кашнине мĕн чухлĕ ытларах интереслентерет - пирĕн пурнăç условийĕсем те малашлăхра çавăн чухлĕ лайăхрах пулĕç.

Николай Витальевич ПАВЛОВ, Ярапайкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

- Пирĕн ял тăрăхĕ пĕчĕкех темелле мар. 4 пин гектара яхăн лаптăкра 16 ял вырнаçнă, 2355 çын пурăнать.

Ял тăрăхĕнче демографи лару-тăрăвĕ япăх мар. Çынсен шучĕ ÿссе пыни палăрать. Иртнĕ çул акă ял тăрăхĕн территорийĕнче 47 ача çуралчĕ. Пурнăçран уйрăлса каякансем вара 26 çын пулчĕ.

Çынсем хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатса пыни - палăрăмлă ырă енсенчен пĕри. Ял çыннисем çурт-йĕр çавăраççĕ, вырăнта тĕпленсе пурăнма шутлаççĕ пулсан, ялсен малашлăхĕ çук мар. Акă иртнĕ çул икĕ çемье тата 35 çул урлă каçнă тепĕр гражданин хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене патшалăх пулăшнипе лайăхлатрĕ.

Аслă Отечественнăй вăрçăра вилнĕ çар çыннисен тăлăх мăшăрĕсем яланах пысăк тимлĕхре. Вĕсем патшалăх пулăшăвĕсĕр юлмаççĕ. Кун пеккисем икĕ çын пурăнмалли çурт-йĕр тума е туянма пĕр хут укçа тÿлевне илме май паракан свидетельствăсене тивĕçрĕ. Кунсăр пуçне вăрçăра вилнисен тепĕр икĕ тăлăх мăшăрне тата 11 çамрăк çемьепе çамрăк специалиста хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма тивĕçлисен черетне тăратрăмăр.

Юлашки вăхăтра çĕр ыйтăвĕпе ытларах ĕçлеме тытăнтăмăр. Ку ыйтусемпе ял тăрăхне пыракансен шучĕ те палăрмаллах ÿсрĕ. Çĕр участокĕсене, куçман пурлăха харпăрлăха çирĕплетес текенсем сахал мар. Иртнĕ çул ял тăрăхне пыракансене специалистсем пĕтĕмпе 5063 документ хатĕрлесе панă. Вăл шутран тĕрлĕ справкăсемпе 2 пине яхăн çынна, çăмăллатнă кредитсем илме тата ытти тĕллевсемпе 787 çынна, пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă услугăсемпе тивĕçтернĕшĕн субсидисем, ача пособийĕсем илме 973 çынна хуçалăх кĕнекисенчен çырса илнисемпе т. ыт. те тивĕçтернĕ.

Ял тăрăхĕн бюджечĕ 2012 çулта 7320 пин тенкĕне яхăн пулнă пулсан, пĕлтĕр ăна 7338 пин тенкĕ çирĕплетнĕччĕ. Çул-йĕр хуçалăхĕ валли 964 пин тенкĕне яхăн уйăртăмăр.  Çав укçа-тенкĕпе Сыпай ялĕнчи Школьная урамри 420 метр тăршшĕ çула та юсаса тухма май килчĕ. Кăçал вара Ярапайкасси ялĕнчи Центральня урамри çула юсама палăртатпăр. Унăн тăршшĕ 285 метр.

Çĕрлехи вăхăтра урамсене çутатма 250,2 пин тенкĕ, йăла каяшне турттарса тухма 84,4 пин тенкĕ, çĕр чиккисене палăртассин ĕçĕсене пурнăçлама 72,5 пин тенкĕ уйăртăмăр. Шурчари Культура çуртне юсама 2128,6 пин тенкĕ расхутланă.

Паллă ĕнтĕ, ял тăрăхĕнчи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене май пур таран ăнăçлăрах татса парас тесен хамăрăн тупăш çăл куçĕсемпе туллинрех усă курни кирлĕ. Кусем вара вĕсем уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен, çĕр налукĕсем тата çĕр арендин тÿлевĕ. Уйрăм çынсен тупăшĕнчен пуçтарăнакан налук виçи иртнĕ çул 414,6 пин тенкĕ пулчĕ. Танлаштарма: 2012 çулта вăл 335,6 пин тенкĕ пулнăччĕ. Пĕрлехи ял хуçалăх налукĕ пухассипе план чылай пурнăçланаймасăр юлчĕ, планпа 8 пин тенкĕ палăртнă пулсан, 1743 тенкĕ кăна пухнă. Уйрăм çынсен пурлăхĕнчен налук 106,6 пин тенкĕ пухăнчĕ, çĕр участокĕсене арендăна панинчен 1 млн. тенкĕ ытла илнĕ.

Ял тăрăхĕн территорийĕнче право йĕркелĕхне тивĕçтерессипе, социаллă ыйтусене татса парассипе профилактика канашĕпе участокри социаллă служба ĕçĕ-хĕлĕ пĕлтерĕшлĕ. Хĕрарăмсен тата вăрçăпа ĕç ветеранĕсен вырăнти канашĕсем пирки те çавнах каламалла. Иртнĕ çул профилактика канашĕн 17 ларăвне ирттернĕ, вĕсенче 19 ыйту пăхса тухнă. Апла пулин те ку тĕлĕшпе ĕçлемелли пур-ха. 2013 çулта ял тăрăхĕн территорийĕнче преступленисем пулман пулин те, право йĕркисене пăснă тĕслĕхсене 76 тупса палăртнă.

Паянхи куна ыйтман çĕр участокĕсем тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлетпĕр. «Герой» тата «Дружба» хуçалăхсен территорийĕсенче çĕр пайĕсен хуçисем 1520. Вăл шутран ыйтман çĕр пайĕсем 779. Çĕр пайĕсене харпăрлăха çирĕплетнисем вара пĕтĕмпе те 92 кăна.

Территорире хальхи вăхăтра «Герой» пĕрлешÿллĕ хуçалăхпа «Бездна» общество япăх мар ĕçлесе пыраççĕ. Иртнĕ çул вĕсем 21 млн. тата 8 млн. тенкĕлĕх ытла продукци туса илме пултарчĕç. А. Петровăн, А. Сорокинăн, Е. Яковлевăн, С. Яргеевăн, О. Яргеевăн хресчен (фермер) хуçалăхĕсем те пĕрлехи ĕçе хăйсен тÿписене хываççĕ. 2013 çул итогĕсемпе ял тăрăхĕпе пĕтĕмĕшле тĕш тырă 2760 тонна, çĕр улми 3281 тонна, аш-пăш 324,6 тонна, сĕт 2962,9 тонна, пахча çимĕç 4684 тонна туса илнĕ. Районти экономика ăмăртăвĕнче ку кăтартусемпе пирĕн ял тăрăхĕ малтисенчен пĕри.

Çитĕнÿсемпе пĕрлех хамăрăн çитменлĕхсем пирки те паян уççăнах калама тивет. Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕн территорийĕнче хуçасăр объектсем пур-ха. Кусем вĕсем Ярапайкасси ялĕнчи Новая урамри электропередача линийĕсен юписем, Ярапайкассипе Елачари тата Çĕньял Шурчари Кудерка юхан шывĕ çинчи гидротехника сооруженийĕсем. Халĕ ку енĕпе ĕçлетпĕр ĕнтĕ, ĕçсене вĕçлеме кирлĕ.

Асфальт сарман çулсен тăршшĕне çĕнĕрен палăртассипе ĕçсем пыраççĕ. Территорири кун пек пурĕ 10 çухрăм тăршшĕ çула пачах шута илмен пулнă, вĕсем «сывлăшра» кăна çакăнса тăнă. Çĕн Тăмлай ялĕ патне çити çул тума çĕр участокĕ уйăртăмăр, кадастр паспортне туса хатĕрлерĕмĕр.

Тепĕр ыйту вăл - Шурчара хĕрарăмсен канашне йĕркелесси. Çак ыйтăва татса памаллах тесе шутлатăп.

Ял тăрăхĕнчи ыйтусем - ял çыннисен кулленхи ыйтăвĕсем. Кунта пĕччен-иккĕн ĕçленипе май çук. Пурин те пĕрле ĕçлесе пырас пулать. Май килнипе усă курса манăн депутатсен районти Пухăвĕн депутатне В. Любимовăна, вырăнти депутатсене А. Шишкина, Е. Сорокина, В. Любимова, Г. Сидорова, Р. Федоровăна, А. Андрианова пысăк тав сăмахĕ калас килет. Обществăлла мероприятисем ирттернĕ чухне «Герой» хуçалăх, И. Сорокин, А. Сорокин айккинче тăрса юлмаççĕ. Хĕрарăмсен канашне (В. Матюшкина), ветерансен канашне (З. Романов, И. Данилов) ырă енчен палăртнă пулăттăм.

2014 çула Культура çулталăкĕ тесе йышăннă. Депутатсем, общество организацийĕсем, культура ĕçченĕсем малашне те пĕрле тачă çыхăнса ĕçлесе пырсан пирĕн ăнăçусем ÿсĕмлĕрех пулĕç, пурнăç та лайăхланĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Юськасинское сельское поселение

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика