Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура ĕçченĕсен уявĕ иртрĕ

29 марта 2014 г.

 Нумаях пулмасть Раççейри мĕнпур культура ĕçченĕсем хăйсен професси кунне тата ун хыççăнах уявлакан Тĕнчери театр кунне паллă турĕç. Çавна май районти хутлăхсем хушшинчи туризм тата библиотека ĕçĕн тĕп Культура çуртĕнче ялсенчен килнĕ культура специалисчĕсем, вулавăш ĕçченĕсем пухăнчĕç. Ятарлă тĕлпулăва çитнĕскерсем чи малтан семинар ирттерчĕç, ĕç саманчĕсене сỹтсе яврĕç. Ун хыççăн професси уявĕпе çыхăннă хаваслă самант пуçланчĕ. Район администрацийĕн ятарлă программăсен пай пуçлăхĕ Н.Борисов, район администрацийĕн культурăпа социаллă аталану пай пуçлăхĕн тивĕçĕсене туса пыракан Э.Упракина, Сĕнтĕрвăрри хула хутлăхĕн администраци пуçлăхĕ Л.Пьяночкина, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин районти вырăнти уйрăмĕн ĕçтăвком председателĕ Е.Лысова, районти Тĕп библиотекăн библиографĕ Т.Борзунина сăмах илчĕç, уяв ячĕпе пухăннисене ăшшăн саламларĕç. Николай Николаевич вара районти культура ĕçченĕсене район пуçлăхĕ В.Морозов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Григорьев алă пусса çирĕплетнĕ саламлă сăмахсене те вуласа пачĕ. Сцена çинчен культура ĕçченĕсене малашне те тăрăшуллă ĕçлеме, иксĕлми хавхалану, сỹнми пултарулăх сунчĕç. Е.Лысова салам сăмахĕ каланă май иртекен уявăн иккĕмĕш пайĕ пуласси пирки каларĕ, "Çулсерен пухусене пуçтарăнса ял-хула хутлăхĕсенчи администраци пуçлăхĕсем отчет тунисем ял-хуласенче концертсемпе иртнĕ. Кăçалхи концертсене хаклама çак залра тепре те пуçтарăнатпăр. Маттуррисене палăртатпăр", - терĕ вăл. Хаваслă лару-тăрура тăрăшуллă ĕçлекенсене грамотăсемпе Хисеп хучĕсем парса чысларĕç çак кун. Район администрацийĕн Хисеп хучĕсене Сĕнтĕрвăрри хула тăрăхĕн культура, библиотека ĕçĕн, физкультурăпа туризм центрĕн директорĕ А.Сергеева, Атăлçи Культура çурчĕн заведующийĕ Т.Васильева тивĕç пулчĕç. Район администрацийĕн культурăпа социаллă аталану пайĕн Хисеп хучĕсене хутлăхсем хушшинчи культурăпа библиотека ĕçĕн тĕп Культура çурчĕн ĕçченĕсем - Н.Шипуновăпа М.Егоров - тивĕçрĕç. Район администрацийĕнчи культурăпа социаллă аталану пайĕн архив ĕçĕсен тĕп специалист-эксперчĕ М.Мизгиревăн ĕçне те çакăн йышши Хисеп хучĕ парса хакларĕç. Район администрацийĕн Тав çырăвне Сĕнтĕрвăрри архивĕн ĕçченĕ А.Андреева илчĕ. Наградăланисĕр пуçне уяв кунĕн анлă программинче ял-хула хутлăхĕсенчи Культура çурчĕсен ĕçченĕсен саламĕсем те пулчĕç. Сцена çине Октябрьски, Сĕнтĕрпуç, Чăнкасси ял хутлăхĕсенчен килнĕ, районти тĕп Культура çурчĕн коллективĕсем тухрĕç. Юрларĕç, ташларĕç, кулăшла номерсем лартса савăнчĕç, пĕр-пĕрне саламларĕç культура ĕçченĕсем.

О.ДАНЬКОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429573, Чувашская Республика, город Мариинский Посад, ул. Чкалова, 61 В
Телефон: 8(83542) 38224
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика