Кульгешский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «112» номер шанчăклă пулăшу кÿрĕ

26 февраля 2014 г.

Пурнăçа кашни кун тенĕ пекех çĕнĕлĕхсем кĕрсе пыраççĕ. Тĕслĕхрен, тĕрлĕ йышши телевизорсем, компьютерсем, кĕсье телефонĕсем (вĕсене тĕрлĕрен калаççĕ - мобильлĕ, карас). Çĕнĕлĕхе хăнăхма хăш-пĕр чухне ансатах та мар пек. Çавăнпа та пулĕ чылайăшĕ мобильнăй телефонсемпе васкаварлă пулăшу кирлĕ чухне (пушар хуралне, полицине, васкавлă пулăшу) еплерех усă курмалли пирки тăтăшах ыйту параççĕ. Хăш-пĕр чухне эпир яланах хăнăхнă икĕ цифра мобильнăй телефонсенче ĕçлемеççĕ. Тĕслĕхрен, çын «02» номерпе усă курас тесе шăнкăравласан ăна хирĕç чĕнмеççĕ е вуçех те шăнкăрав каймасть. Çак вăхăтра çын пăшăрханса ÿксе ним тума аптăрать. Васкаварлă самантра вара пуçра икĕ цифра кăна çаврăнать. Çакăн пек пăлхануллă самантсем ан пулччăр тесен çак номерсене астуса юлма тăрăшмалла:

- чрезвычайлă лару-тăру (МЧС) - 010 е 01,

- полици - 020 е 02,

- васкавлă пулăшу - 030 е 03.

Инкек таврашĕ кĕтмен çĕртен сиксе тухать (ку номерсем сире нихăçан та кирлĕ ан пулччăрах), çавăнпа та вĕсене пуçрах тытма тăрăшмалла. Хăш-пĕр чухне мобильнăй телефонсен сечĕ ĕçлемен вырăнта та пулма тÿр килĕ. Тепĕр чух телефона тĕрлĕ сăлтавсене пула чарса лартаççĕ е тата SIM карти вырăнти оператор çыхăнăвĕнчи пулать. Кун пек чухне пĕр çухалса каймасăр, васкаварлă пулăшу цифрисене 112 пусса шăнкăравламалла. Ку цифрăсемпе шăнкăравласан телефон çинче автоответчик мĕн каланине тимлĕн итлемелле (1 çине пуссан - пĕрлĕхлĕ пулăшу служби, 2 - полици, 3 - васкавлă пулăшу, 4 - газ служби). Инструкципе килĕшÿллĕн шăнкăравласан сирĕн пата пулăшу кÿме пырăçех. Пĕрлĕхлĕ васкаварлă 112 номерпе пур енлĕ тата тÿлевсĕр, хуть те хăш вырăнтан та, телефон çинче укçа çук пулсан та шăнкăравлама пулать. Енчен те эсир хăш номерпе (010, 101, 001 тата ытти те) ăçта шăнкăравламаллине пăтраштаратăр пулсан пĕр иккĕленсе тăмасăр 112 номерпе пулăшу ыйтма пултаратăр. Вăл - чи шанчăкли.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика