Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урмаелĕнче те банкомат уçăлчĕ

19 января 2013 г.

«Терминал», «банкомат» сăмахсем паян никамшăн та ют тесе калаймăн. Кашни хуларах çĕршер вĕсем, район центрĕсенче те пĕрре çеç мар. Çĕнĕлĕхпе çамрăксем хăюллăнах усă кураççĕ тĕк, аслă çулсенчисем те вĕсенчен юлмаççĕ, хăнăхса пыраççĕ. Пирĕн районти ялсенче халиччен çак япала çукчĕ пулсан, январĕн 18-мĕшĕнче Урмаелĕнче те РФ Перекет банкĕн банкомачĕ хута кайрĕ. Асăннă оборудование çын йышлă çÿрекен вырăнта, ял варринче — пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн çуртĕнче — вырнаçтарнă. Кунта магазинсем те çывăхрах, çумрах çул.

Россия Перекет банкĕн Канашри 7507-мĕш уйрăмĕ банкоматсен, информаципе тÿлев терминалĕсен тытăмне çулсерен сарса пырать. «Ĕç укçине асăннă банк урлă илме бюджет тата коммерци организацийĕсем договорсем ытларах тунипе çыхăннă çакă», — терĕ Мансур Ямалиев управляющи. Çавăнпа пĕрлех ку банкомат Канашри уйрăмăн территорийĕнче 100-мĕш пулнине пĕлтерчĕ. Акă, Комсомольски районĕнче пурăнакансен аллинче кăна банкăн 8446 карточки пур иккен, вĕсене тивĕçтерме 2 банкомат тата 3 терминал вырнаçтарнă. Татьяна Лаврентьева заместитель Сбербанк уйрăмĕ клиентсемшĕн çывăхрах пулас тесе хăйĕн сетьне тата та анлăлатас кăмăллине каларĕ. Ара, паян коммуналлă пулăшусемшĕн, электричествăпа çут çанталăк газĕшĕн, стационарлă тата мобильлĕ çыхăнушăн, налуксене информаципе тÿлев термина-лĕсем урлă яма ансатрах-çке. Тата ытти нумай операцие те кассирсем урлă мар, хăйсем тĕллĕн тума май пулни банк сотрудникĕсен ĕçне чакарать, çынсен вăхăтне перекетлет.

Урмаелĕнчи банкомата уçнă ятпа ял çыннисене Комсомольски район пуçлăхĕ Евгений Карпеев, вырăнти ял поселенийĕн пуçлăхĕ Минзаит Зайнуллин, Россия Перекет банкĕн Канашри 7507-мĕш уйрăмĕн Комсомольскинчи хушма офисĕн управляющийĕ Елена Кополухина саламларĕç. Ял çыннисем те парăмра юлмарĕç, тав сăмахĕ каларĕç. «Халь ĕнтĕ шалу е пенси укçине алла илессишĕн район центрне çÿреме тивмĕ», — пытармарĕç вĕсем хăйсен савăнăçне.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика