Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксем стипендие тивĕçрĕç

19 января 2013 г.

Чăваш Республикинчи пултарулăхпа уйрăмах палăрса тăракан çамрăксемпе студентсене – 14 çул тултарнисенчен пуçласа 30 çулчченхисене – ятарлă стипенди парса чысланине хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Çак стипендие тивĕçекенсем хушшинче – вĕренÿре ăнăçлă ĕлкĕрсе пыракансем, бизнес-проект хатĕрлессипе, наука, пултарулăх, производство, ертсе пырас ĕç енĕпе çитĕнÿ тăвакансем.

Иртнĕ кунсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пултарулăхпа палăрса тăракан çамрăксемпе студентсене 2013 çулта стипенди парасси çинчен хушу кăларчĕ.

Кăçал пирĕн районти 15 çамрăк çак хавхаланăва тивĕçрĕ, вĕсем уйăхсерен 1830 тенкĕ илсе тăрĕç:

- Зоя Ивановна Антонова, Сосновкăри тĕп шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентекен;

- Иван Олегович Бычков, районти хушма пĕлÿ паракан «Ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн» воспитанникĕ;

- Татьяна Александровна Васильева, Муркашри территори суйлав комиссийĕ çумĕнчи çамрăксен суйлав комиссийĕн секретарĕ;

- Оксана Михайловна Дмитриева, Йÿçкассинчи вăтам шкулта вĕренекен;

- Димитрий Николаевич Ильин, районти хушма пĕлÿ паракан «Çамрăк техниксен станцийĕн» воспитанникĕ;

- Лина Владиславовна Кудряшова, Ярославкăри информаципе культура центрĕн ертÿçи;

- Татьяна Александровна Микрякова, Муркашри тĕп больницăри хирурги уйрăмĕнчи медицина сестри;

- Ирина Андрияновна Павлова, Муркашри территори суйлав комиссийĕ çумĕнчи çамрăксен суйлав комиссийĕн членĕ;

- Ольга Юрьевна Прокопьева, Муркашри «Путене» ача-пăча сачĕн воспитателĕ;

- Инна Валериановна Сапожникова, Орининти халăх театрĕн режиссерĕ;

- Эдуард Владиславович Тихонов, Йÿçкассинчи вăтам шкулта вĕренекен;

- Екатерина Владимировна Федорова, Юнкăри вăтам шкулта вĕренекен;

- Оксана Георгиевна Федотова, Орининти вăтам шкулти директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ;

- Ольга Леонидовна Храмова, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин технологĕ;

- Елизавета Валерьевна Шишкина, Юнкăри вăтам шкулти «Радуга» ача-пăча пĕрлешĕвĕн членĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика