Территориальный отдел "Ярабайкасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий Моргаушского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

  

Публикации » Ыйтусене пĕрле татса памалла

22 марта 2014 г.

Черетлĕ пĕрлехи информаци кунĕ районта мартăн 19-мĕшĕнче иртрĕ. Мероприятие ирттерме района республика тĕп хулинчен Чăваш Республикин культура, национальность тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Татьяна Казакова ертсе пыракан ушкăн килчĕ. Икĕ ушкăн Муркаш, Шетмĕпуç тата Ярапайкасси ял тăрăхĕсен территорийĕсенче тĕл пулусем йĕркелерĕ. Информаци кунĕнче сăмах Чăваш Республикинчи демографи аталанăвĕн тĕллевлĕ программине 2013 çулта мĕнле пурнăçлани, кăçалхи çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленесси, граждансен уйрăм категорийĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх услугисемшĕн тÿлеме социаллă пулăшу мелĕсемпе тивĕçтересси, пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе мероприятисем пурнăçласси, çурхи ейĕве хатĕрленсе кĕтсе илесси, территорисене санитари тĕлĕшпе тасатса тирпейлесси пирки сăмах пычĕ.

Пĕрремĕш ушкăн шутĕнче республика культура, национальность тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Татьяна Казакова, çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев тата культура тата архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ Елена Чернова пулчĕç. Ушкăн район центрĕнчи ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсемпе ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăра, Шетмĕпуçĕнчи тата Шурчари Культура çурчĕсенче вырăнти активпа, ял çыннисемпе тĕл пулчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ.

Пĕтĕмĕшле илес пулсан информаци кунĕн ыйтăвĕсем пурте паянхи куншăн пĕлтерĕшлĕ ыйтусем темелле. Демографи ыйтăвнех илер. Çынсен шучĕ чакса пынине ниепле те йĕркеллĕ пулăм теме май çук. Раççейре, Чăваш Республикинче те юлашки вăхăтра ку енĕпе улшăнусем пулни сисĕнет. Çуралакан ачасен шучĕ вилекенсен шутĕнчен пысăкрах. Пирĕн районта та ку тĕлĕшпе лайăх улшăнусем пур. Вилекенсен шучĕ унчченхинчен чакнă, ачасем ытларах çуралнă. Çапах та вилекенсен шучĕ çуралакансенчен нумайраххи шухăшлаттарма тивĕç.

Çитменнине ытларах чухне ĕçлес ÿсĕмри çынсем çĕре кĕреççĕ. Ку вара çынсем эрехпе ашкăннипе, спиртлă тĕрлĕрен шĕвек ĕçнипе те çыхăннă. Çав сăлтавпах хăйсем алă çине хуракансем, çул-йĕр çинче инкеке лекекенсем те самай тĕл пулаççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев тĕл пулусенче çурхи уй-хир ĕçĕсене тĕплĕн хатĕрленни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Çур аки ĕçĕсене кăçал 13,7 пин гектар çинче туса ирттермелле. Кĕрхи тĕш тырă культурисем 4881 гектар йышăнаççĕ. Уйрăмах çĕр улми лаптăкĕ чакса пыни палăрать. Кăçал ăна хуçалăхсенче 482 гектар лартма палăртаççĕ. Çакна «иккĕмĕш çăкăр» туса илме ĕç вăйĕ, хальхи ятарлă техника хатĕрĕсем ытларах кирлĕ пулнипе, упрама условисем пулмаллипе сăлтавламалла. Ку енĕпе хальхи вăхăтра чикĕллĕ яваплăхлă «ВаСем» обществăра кăна ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Вĕсем асăннă культурăна туса илессипе хальхи технологи мелĕсемпе усă кураççĕ, ятарлă техника та пур, çĕр улмине упрама условисем те тивĕçтереççĕ.

Çак вăхăта районти хуçалăхсенче тĕрĕслеттернĕ 2966 тонна вăрлăхран 1823 тонни е 61,5 процент кондициллĕ. Ытларах вăрлăх тасалăхĕпе тата çум курăк вăррисемлĕ пулнипе кондицие тивĕçтермест. «Передовик» хуçалăхра вара ака планне пурнăçлама вăрлăх 200 тонна кирлĕ пулать.

Ростислав Николаевич çавна уйрăммăн палăртрĕ. Çĕр харпăрлăхра пулсан унпа тĕллевлĕ те тухăçлă усă курас пулать. Усă курмасăр выртакан çĕр участокĕсем пулмалла мар. Малашне уншăн административлă штрафсем тÿлеме тивĕ. Çав тĕллевпех ĕнтĕ пĕтĕм республикипех çĕр участокĕсен «халăх инвентаризацине» ирттереççĕ. Унта кашни çын хутшăнма тивĕç. Пур çĕр участокне те шута илни ял тăрăхĕсен тата район бюджетне пуянлатма пулăшĕ. Акă çак вăхăта Ильинка, Катькас, Москакасси ял тăрăхĕсен территорийĕсенче усă курмасăр выртакан çĕр лаптăкĕсем çук мар-ха.

Кăçалтан тытăнса çĕр участокĕсен кадастр хакĕсем улшăнчĕç. Ял çыннисен кадастр палатине пырса вĕсем пирки пĕлес пулать. Ку вăл малашнехи налук виçисемпе çыхăннă.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсемшĕн тÿлессипе республикипе 260,3 пин çын федераци тата республика шайĕнчи çăмăллăхсемпе усă курать. Районĕпе кун пеккисем 4253. Вăл шутран вăрçă ветеранĕсемпе вăрçăра вилнĕ салтаксен тăлăх мăшăрĕсем 519, инвалидсем 2369, Чернобыльти инкеке пĕтерме хутшăннисем 14, ялта ĕçлекен 1351 специалист. Вĕсем валли иртнĕ çул пĕтĕмпе 43 млн. тенкĕ ытла субсиди уйăрнă.

Пушарсем хальхи вăхăтра экономикăна пысăк сиен кÿреççĕ. Пушар тухассине асăрхаттарассин ыйтăвĕсене юлашки вăхăтра республика шайĕнчех пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Районта вара кăçал çак вăхăта 8 пушар пулнă. Тăкак - 2 млн. тенкĕне яхăн. Пушарсем тухасси те эрех ĕçнипе, çулăмпа асăрханусăр пулнипе, электропроводка, кăмака мăрйисем юсавсăррипе çыхăннă.

Çуркунне çитнĕ май ейÿ тапхăрĕ пирки те манмалла мар. Район территорийĕнче шыв илме пултаракан пурăнмалли çурт-йĕр çук пулин те, пĕвесемпе плотинăсем сиенленме пултараççĕ. Вырăнсенче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен кун пирки манмалла мар.

Юр ирĕлсе пынă май пĕтĕм тасамарлăх çиеле тухать. Субботниксем ирттересси, территорисене тасатса тирпейлесси пирки манмалла мар. Район территорийĕнче йăла каяшĕн ятарлă полигонĕ пур. Пĕтĕм каяша унта турттармалла. Çул хĕррисенче, вăрман тăрăхĕсемпе çырма-çатрара çÿп-çап тăкмалли вырăнсем туса хуни йĕркеллĕ пулăм мар.

Ял çыннисене паян канăç паман ыйтусем шутĕнче яланхи пекех - урамсенчи çул-йĕр те, шыв ыйтăвĕ те, кулленхи пурнăçпа çыхăннă ытти ыйтусем те. Акă Шетмĕпуç ял тăрăхĕн территорийĕнчи Мичурин ячĕпе хисепленекен колхоза 24 çул хушши ертсе пынă, халĕ Катăкуй ялĕнче пурăнакан А. Петров ветерана ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр участокĕсемпе, хуçалăхăн пурлăх хатĕрĕсемпе тĕллевлĕ усă курманни, кунти Культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем туса ирттересси, хăй пурăнакан ялта çул юсаса пĕтересси канăç памасть. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Александров ăнлантарса панă тăрăх хальхи вăхăтра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе хуçасăр объектсене регистрацилес ĕçсем пыраççĕ. Çывăх вăхăтрах хуçасăр объектсем пурте ял тăрăхĕн харпăрлăхĕнче пулĕç.

Кунти Культура çурчĕ  хăйĕн 50 çулхи юбилейне кĕтсе илме хатĕрленет. Хăй вăхăтĕнче ăна колхоз вăйĕпе çĕкленĕ. Юсав ĕçĕсем туса ирттермелли паллă. Республика культура, национальность тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Т. Казакова шантарнă тăрăх базăллă шутланакан Шетмĕпуçĕнчи Культура çуртне юсама кăçал республика бюджетĕнчен укçа уйăрĕç. Катăкуйĕнчи çула та кăçал юсаса пĕтерме палăртнă.

Çул ыйтăвĕ тĕл пулусенче тăтăшах тухать. Ку тĕлĕшпе Ростислав Тимофеев çапла ăнлантарса пачĕ. Унччен ялсем патне асфальт çулсем сарса çитерессипе ятарлă программа пулнă. Ял урамĕсенче çулсем тăвассипе ун пек программа хальлĕхе çук-ха. Çавăнпа та вырăнти майсемпе кăна усă курма тивет. Хăйăрпа вак чул сарсан, пылчăк вăхăтĕнче урамсене трактор кĕртме чарсан аван пулмалла.

Карманкассисене ялта шыв пăрăхĕн системине çĕнĕрен тăвасси канăçсăрлантарать. Ку ĕçсен проектне хатĕрленĕ пулнă ĕнтĕ, халĕ вăл экспертиза валли кивĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ  Н. Александров ăнлантарнă тăрăх шыв башнисене пурне те ял тăрăхĕн харпăрлăхне куçарас пулать. 3 башньăна куçарнă ĕнтĕ, халĕ тепĕр 3 башньăна регистрацилес ĕçсем пыраççĕ. Ял тăрăхĕн территорийĕнчи 6 плотинăна та çывăх вăхăтрах ял тăрăхĕн харпăрлăхне куçармалла пулать. Территорире хуçасăр объектсем пулмалла мар.

Çынсем урам тăрăх хуçасăр йытăсем чупса çÿренине асăнчĕç. Йытăсене хуçисен кăкарса усрас пулать. Каланине ăнланмаççĕ пулсан вара районти административлă комиссие заявлени çырса пама пулать. Айăплисене явап тыттарĕç.

Ял çыннисем çавăн пекех харпăр хăйĕн çăлĕсенчи шыв пахалăхне тĕрĕслеттерессин, çынсенчен йышăнакан сĕт хакне йĕркелессин ыйтăвĕсене хускатрĕç. Ростислав Николаевич хаксене йĕркелессипе сĕт пухакансемпе иртнĕ çул тĕл пулса калаçма тивни, кăçал та ку енĕпе ĕçлемелли пирки каларĕ.

Ярапайкасси ял тăрăхĕнче пурăнакасемпе тĕл пулу Шурчари Культура çуртĕнче иртрĕ. Т. Казакова тата Р. Тимофеев хăйсен сăмахĕнче пĕрлехи информаци кунĕн темисене çутатрĕç, пухăннисен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Павлов пушар сÿнтермелли ансат хатĕрсем, çуллахи вăхăтра шыв пичкисем кашни килтех пулмаллине палăртрĕ. Культура учрежденийĕсене техника хатĕрĕсемпе тивĕçтересси пирки çĕкленĕ ыйту çине хуравланă май Татьяна Васильевна ку тĕлĕшпе республикăра туса ирттерекен ĕçсем пирки каласа пачĕ.

Пĕрлехи информаци кунĕн иккĕмĕш ушкăнĕ çав кун РФ Шалти ĕçсен министерствин Чăваш Республикинчи управленийĕн патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов ертсе пынипе шалти ĕçсен пайĕн тата Муркаш шкулĕн коллективĕсемпе тĕл пулчĕ.

В. ШАПОШНИКОВ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика