Кудеснерский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сыва сын - сыва наци

26 марта 2014 г.

Сывă çын - сывă наци

26 марта 2014 г.

Сывă çын - сывă наци

Юлашки 10-12 çул хушшинче ятарлă медицина центрĕсем уçас, ялти медицина системине çĕнетес енĕпе тунă ĕçсем Чăваш Енĕн сывлăх сыхлавĕнче курăмлă кăтартусем кÿчĕç. Çемье медицинин службине ĕçе кĕртнĕ май çынсене кÿрекен амбулатори пулăшăвĕн калăпăшĕ палăрмаллах ÿсрĕ, врачсен паха пулăшăвĕ ялсенче пурăнакансемпе ĕçлекенсем патне май пур таран çывхарчĕ. Ĕçлекен çынсен хушма диспансеризацийĕ те вăй илсе пырса, çынсен аталанма пуçланă чирĕсене вăхăтра тупса палăртма май парать. Сывлăх — чи хакли. Районти халăха кирлĕ вăхăтра пулăшу кÿрекенни тĕп больница кăна. Кунта пурăнакансене унăн шăпи чăннипех те кăсăклантарать. Çавăнпа та район çыннисене паянхи больницăн ĕçĕ-хĕлĕпе район больницин тĕп врачне В.КИРИЛЛОВА паллаштарма ыйтрăм.

-Паянхи куна район больницинче планпа палăртнă тĕллевсем мĕнлерех пурнăçланса пыраççĕ/

- Районта пурăнакан халăха медицина пулăшăвĕ парасси «Раççей Федерацийĕнчи граждансен сывлăх сыхлавĕ çинчен» калакан Раççей Федерацийĕн 2011 çулхи ноябрĕн 21-мĕшĕнчи 323 номерлĕ саккунĕпе, 2014 çулта Чăваш Республикинчи граждансене тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ парасси патшалăх программипе килĕшÿллĕн тата планпа палăртнă 2015 - 2016 çулсенче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ çирĕплетнĕ 2013 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнчи 539 номерлĕ йышăнăвĕн йĕркипе, Чăваш Республикинчи 2013 - 2020 çулсенчи «Сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕ» патшалăх программин 2013 çулхи майăн 16-мĕшĕнчи 185 номерлĕ йĕркипе, вырăнти халăха пирвайхи медицинăпа санитари пулăшăвĕ парассин стандарчĕпе тата пациентсене автомашинăсемпе кирлĕ çĕре вăхăтра çитермелли йĕркипе пулса пырать. Раççей Федерацийĕнчи граждансен сывлăхне сыхлас тĕп никĕсне хывнă чухне регионти уйрăмлăхсене, еплерех транспорт хатĕрĕсемпе медицина организацийĕсем патне çитме пулнине шута илеççĕ.

2014 çулта Чăваш Республикинчи граждансене тÿлевсĕр патшалăх пулăшăвĕ кÿрессипе пирĕн район больницине çакăн пек патшалăх хушăвĕ панă: медицинăн васкавлă пулăшăвĕ парассипе 8273 чĕнÿ пулмалла* 188301 çын - амбулаторине пырса пулăшу ыйтакансем* кăнтăрлахи уйрăмра сывалакансем - 11529 койка-пациент, 1234 чирлĕ çынна сыватса çитермелле* стационарта пулăшу кÿресси 22672 койка-кун пулмалла, 2402 чирлĕ çынна пур чирсенчен те пĕтĕмпех сыватса çитермелле. 2013 çулта тĕпрен илсен патшалăх панă калăпăша пĕтĕмпех пурнăçланă темелле.Сăмахран, амбулаторипе поликлинка пулăшăвĕ илме планпа 179363 пулнă пулсан, 187503 хутчен килнĕ ?104,5 процент%, кăнтăрлахи стационарта планпа 11529 пациент пулмалла пулнă пулсан, 11691 койка-пациент пулнă ?101,4 процент%* стационарта планпа 23152 койка-кун пулмалла пулнă, 24288 койка-кун выртса пулăшу илнĕ ?104,9 процент%* медицинăн васкавлă пулăшăвне планпа 8310 хут памалла пулнă пулсан , 4380 -шĕ çеç пулăшу ыйтса шăнкăравланă, ыттисем больницăна хăйсем тĕллĕн, е хăйсен автомашинисемпе пулăшу илме килнĕ.

- Район больницинче хальхи вăхăтра мĕнлерех майсемпе сывалма пулнипе тата васкавлă пулăшу машинисем халăх ыйтăвне еплерех тивĕçтернипе паллаштараймастăр-ши /

- Районти больницăри поликлиникăра амбулаторнăй майпа пĕр кунта 375 çынна 15 специальноçпа, пĕтĕмĕшле врач практикин 5 уйрăмĕ пĕр сменăра 100 çынна, фельдшерпа акушерăн 17 пункчĕ пулăшу кÿреççĕ. Çавăн пекех пĕтĕмĕшле врач практикин уйрăмĕн 11 врачĕ, ача-пăчасене пăхса тăракан 6 врач районти участоксене тухса çÿресе кирлĕ çынсене вăхăтра пулăшса тăраççĕ. Вырăнпа выртакан чирлĕ çынсене пăхса тăракан врачсене килĕрен çÿреме ятарласа автотранспорт уйăрса паратпăр. Васкавлă пулăшу машинисене чирлĕ çынсем чĕнсен кайса илме сĕрмелли-çунтармалли материалсемпе туллин тивĕçтеретпĕр. Бензин çуккипе чирлĕ çынсем патне кайман пĕр тĕслĕх те тупса палăртман. Ача çуратакансене те вырăна вăхăтра илсе çитернĕ. Юлашки вăхăтра çул çинче çуралнă ачасене пĕрре те регистрацилемен.

2013 çулта чирлисене больницăра 6 профильпе 79 койка-вырăнпа талăкĕпе сипленĕ. Стационар çумĕнчи 11 койка-вырăнпа кăнтăрлахи вăхăтра, поликлиника çумĕнчи 23 койка-вырăнпа, 7 койка-вырăн киле çÿресе чирлисене сыватнă. 2014 çулта талăкĕпе сиплемелли койка - вырăнсем çак енĕсене палăртнă: педиатри уйрăмĕнче - 6, терапи — 30, травматологи - 12, хирурги — 12, гинекологи - 4, ача çуратма хатĕрленекен йывăр çынсен — 3, неврологи - 4, анестезиолог- реанимаци 4 уйрăмĕсенче туллин пулăшу пама палăртнă. Хирурги уйрăмĕ хупăнать тесе халăхра сарăлнă сăмах пĕрре те тĕрĕс мар. Вăл хупăнмасть, малалла та ăнăçлă ĕçлĕ, чирлисене вăхăтра пулăшу парĕ.

Иртнĕ çул стационарта вăтамран талăкĕпе выртса сыватасси 2,9 процент ÿснĕ, çулталăкра 319 кун пулнă, Чăваш Республикипе илсен - 330 кун.

- Паянхи куна больницăра кадрсем çитеççĕ-и/

- 2013 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ тĕлне районта 40 врач, медицина сестрисем 169 ĕçлеççĕ. Паянхи куна больницăра кадрсем çитмеççĕ: офтальмолог? куç тĕрĕслекен% - 1, анестезиолог-реаниматолог -2, васкавлă медицина пулăшăвĕн врачĕ -1, пĕтĕмĕшле практика врачĕ - 3, дерматовенеролог - 1. Пурнăç кашнинчех пĕр пек килмест ĕнтĕ. Кам урăх çĕре пурăнма куçать, теприн тата урăх сăлтавсем тупăнаççĕ. çапла вара иртнĕ çул район больницине пĕр врач килнĕ, виççĕн тухса кайнă. Пĕлтĕр инфекци врачĕ çуккине пула больницăра инфекци уйрăмĕ хупăнчĕ. Енчен те çын инфекци чирĕпе чирлесен юнашар районти Çĕрпÿри тĕп больницăна е Канашри Ф.Г.Григорьев ячĕллĕ район больницине сывалма яраççĕ. Ĕçлекен çынсен шутне чакарасси пĕлтĕр пĕрре те пулман, малашне те ĕç вырăнĕсене чакарма палăртман.

- Çын укçине шутлама хушмаççĕ пулин те - ĕç ĕçпе те, укçи те кирлĕ, больница ĕçченĕсем мĕн чухлĕ ĕç укçи илнипе паллаштараймастăр-ши/

- Вăтамран пĕлтĕр врачсем уйăхсерен 27159,0 тенкĕ, медицина сестрисем — 13433,0, медицинăн кĕçĕн сотрудникĕсем 9873,0 тенкĕ илнĕ. Республикăри районсенчи тĕп больницăсем хушшинче пирĕн район ĕç укçи илессипе иккĕмĕш вырăн йышăнать. Çапла вара пирĕн районти больницăра ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи Чăваш Республикинчи ытти районсемпе танлаштарсан пысăкрах.

- Пурнăçĕ çăмăлах мар пулин те, ялсенче модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем уçăлаççĕ, хăш-пĕр çĕрте юсав ĕçĕсем тăваççĕ тенине илтнĕччĕ, çак ĕçсем еплерех пыраççĕ/

- Çапла, 2013 çулта Кивĕ Вăрмар ялĕнче модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ туса лартнă. Кăçал çакăн пек фельдшерпа акушер пунктне Çĕнĕ Шулхан ялĕнче, 2015 çулта - Çÿлти Кинчерте çĕнĕрен тăвасшăн.

Чулкас, Аслă Чак, Чупай, Шăхаль, Кĕтеснер ялĕсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсене тĕпрен юсанă, газ кĕртсе медицинăн кирлĕ оборудованийĕпе, сĕтел-пуканпа тивĕçтернĕ. Иртнĕ çул медицина оборудованийĕ илме 813723,0 тенкĕ укçа тăкакланă.

- Ача çуратмалли уйрăм районта хупăнни мĕнпе çыхăннă-ши/

Ача çуратмалли уйрăм хупăнни Чăваш Республикинчи социаллă аталанупа сывлăх сыхлавĕн министерствин «Йывăр çын хĕрарăмсене медицина пулăшăвĕ парассине йĕркелесси» 2013 çулхи августăн 2- мĕшĕнчи 1366 номерлĕ приказĕпе килĕшÿллĕн пулса пычĕ. Çакă ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăмсене «акушерство тата гинекологи» профильпе пысăк квалификациллĕ пулăшу кÿрессипе çыхăннă. Ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăмсене кирлĕ çĕре больницăн автотранспорчĕпе çитереççĕ.

2013 çулта Чăваш Республикинчи территорири медицина страхованийĕн уйрăмĕн фончĕ пирĕн районта медицина пулăшăвĕ парассин пахалăхĕпе халăх кăмăллипе кăмăллă маррине ыйтса пĕлнĕ тăрăх, çынсен 89,2 проценчĕ хăйсем кăмăллине пĕлтернĕ. Çак цифра Чăваш Республикипе илсен, 71,2 процентпа танлашать.

Тĕпрен илсен, эпир Раççей Федерацийĕн гражданĕсен сывлăхне сыхласси çинчен калакан саккунĕсене тĕпе хурса ĕçлетпĕр.

 Ÿкерчĕк çинче: Н.Васильева онколог- врач черетлĕ пациента йышăнать.

А.НИКОЛАЕВА

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА

 

 
Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
 

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика