Кудеснерский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван сăмахăн çамрăк ăстисем - сире валли!

12 марта 2014 г.

Тăван сăмахăн çамрăк ăстисем - сире валли!

 

Кăçал октябрĕн 16-мĕшĕнче Чăваш халăх писателĕ Василий Алендей çуралнăранпа 95 çул çитет. Кĕтеснер ялĕнче вăй илсе çунат сарнă çыравçăмăр астăвăмне упрас, çамрăк ăрăва паллă ентешĕн пурнăçĕпе, вăрçăри паттăрлăхĕпе, литературăри ĕçĕ-хĕлĕпе тата еткерлĕхĕпе тарăнрах паллаштарас тĕллевпе тавра пĕлÿçĕсем те, Чăваш писателĕсен вырăнти ушкăнĕ те тĕрлĕ мероприятисем тăтăшах ирттереççĕ.

Çулталăк пуçламăшĕ çеç-ха, Кĕтеснер шкулĕнчи çамрăк сăвăçсем А.Иванов ертсе пынипе «Тантăш» хаçатра литература страници хатĕрлесе те кăларчĕç. Вĕсем сăввисене В.Алендее халалланине пĕлтернĕ. Район музейĕнче «Тăван ен - тăван кил» клубăн хастарĕсем хăйсен 2013 çулхи ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ май писатель юбилейне анлăрах та сумлăрах ирттересси пирки калаçрĕç. Çапла, тĕллевсем пур: вĕсенчен чи палăрăмли - çамрăк хунавсене, пултаруллă ачасене тупса палăртасси, вĕсене чăваш чĕлхипе литература енĕпе аслă шкулсене вĕренме кайма хавхалантарасси. Çавăнпа ĕнтĕ районти тавра пĕ-лÿçĕсен «Тăван ен - тăван кил» клубĕпе ЧР журналистсен пĕрлĕхĕн «Хĕрлĕ ялав» хаçат» çумĕнчи уйрăмĕ шкулсенче 9-10 – мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче пултарулăх конкурсĕ ирттересси пирки пĕлтерет. Сăвă хайлакансем, калав-тĕрленчĕк çыракансем,тавра пĕлÿ шыравĕ ирттерсе тĕпчев ĕçĕ хатĕрлекенсем хутшăнма пултараççĕ çак конкурса. Хаçат-журналсенче пичетленнĕ ?хуть хăш çулхине те% материалсене çеç тăратмалла, вĕсене файлă папкăна тирпейлĕн те илемлĕн вырнаçтарса сентябрĕн 30-мĕшĕччен «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцине е Вăрмарти тавра пĕлÿ музейне çитермелле. Комисси хаклавне октябрĕн 16-мĕшĕнче журналистсемпе тавра пĕ-лÿçĕсен тĕл пулăвĕнче пĕлтерĕпĕр. Эппин, унччен вăхăт пур, халиччен пичетленнисене упраса пухса пымалла, пичетлеме палăртнисене хаçат-журнал редакцисене памалла. Ачасем çырнă материалсем хăш хаçатра е журналта пичетленни тĕп вырăнта мар, чи кирли - чĕлхене, сăнарлăха лайăх ăнланни, сюжет çыхма пĕлни, тĕпчев çивĕчлĕхĕпе пĕтĕмлетÿ тума пултарни. Калăпăр, сăвă çырнă чух сăвă виçине аван чухлани. Çавăнпа çамрăк талантсене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хавхалантарса тăни питĕ кирлĕ. Конкурса тăратнă чух пичетленнĕ материалсене еплерех хатĕрлемелли пирки каларăмăр ĕнтĕ, авторăн хăй пирки, хавхалантараканăн ятне-шывне пĕлтермеллине те асăрхаттаратпăр. Сирĕн папкăр ниçта та çухалмасть, конкурса хутшăннине палăртса çырнă хыççăн пурне те каялла тавăрса паратпăр. Çĕнтерÿçĕсене палăртнă чух пичетленнĕ материалсен пахалăхне шута илетпĕр, хăш жанрпа çырни пĕлтерĕшлех мар. Чи маттур виçĕ ачана Дипломпа тата «Василий Алендей ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ» паллăпа чыслатпăр. Асăрхăр: кун пек конкурс ачасемшĕн пилĕк çулта пĕрре çеç, В.Алендейĕн çавра çулĕнче, пулать. Çавăнпа çакăн пек чыслав палăртнă. Вырăсла кун пек чух: «Дерзайте!» теççĕ, эпир Çеçпĕл сăмахĕсемпе: «Хастарлă, хыт утăмлă пулăр!», - тетпĕр.

Конкурсăн кураторĕ

В.Цыфаркин.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика