Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хушма пĕлÿ илни – пултарулăха ÿстерни

19 марта 2014 г.

   Ачасен хитрелĕх, вăйăсен, юмахсен, кĕвĕсен, ÿкерчĕксен, пултарулăх тĕнчинче пурăнмалла. Вĕсене аталантарнă çĕрте кружок занятийĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Унта кашни шкул ачине хăйне килĕшекен ĕç суйласа илме, интереслентерекен йывăрлăхсене палăртма, лартма, татса пама майсем пур. Çавнашкал пулăшу паракан районти учрежденисенчен пĕри – «Элĕкри районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕ» ачасене хушма пĕлÿ паракан муниципаллă, бюджетлă вĕренÿ учрежденийĕ. Шкулсен базинчи центрăн вĕренÿ пĕрлешĕвĕсенче 6 çултан пуçласа 18-ччен 600-е яхăн ача пĕлÿ илет. Ĕç-хĕлĕн çул-йĕрĕсем тĕрлĕрен.

  Ачасем хушшинче нумай çул пыракан чи массăллă та паллăраххи – художествăпа эстетика çул-йĕрĕ. Ку енĕпе 12 пĕрлешÿре 201 ача вĕренет. Ачасемпе ĕçлесси районти шкулсен бази çинче пулса пырать. Асăннă çул-йĕрпе вĕренекенсем республикăри, районти пултарулăх центрĕнчи тĕрлĕ куравсене, конкурссене, смотрсене активлă хутшăнаççĕ.

  Художествăпа эстетика çул-йĕрĕсен пĕрлешĕвĕсенче вĕреннин процесĕ ачасене илемлĕхе лайăхрах пĕлме, предметсене маларах ăнланса суйласа илме пулăшать. Ку енĕпе Шĕмшеш шкулĕнчи Майя Никитина («Умелые ручки»), Мăн Ямашри Любовь Шишкина («Цветные миражи»), Тавăтри Виталий Гладков («Народное творчество»), Мăн Вылăри Светлана Федоровăпа («Сатлай») Валентина Яковлева («Волшебная ниточка») педагогсем темиçе çул та ăнăçлă ĕçлеççĕ.

  Этемлĕх чул ĕмĕртен пуçласа ку таранччен аталанун вăрăм çулне утса тухрĕ. Çын пур вăхăтсенче те, хăйне хуçа пек шутласа, çут çанталăк пуянлăхĕпе усă курнă. Халĕ, аталану пур енĕпе те вăй илнĕ ĕмĕрте, çынпа çут çанталăк хушшинче ыйту çивĕч тухса тăчĕ. Çын ăс-тăнне экологизацилеме вăхăт çитрĕ. Экологипе биологи тата туризмпа краеведени çул-йĕрĕ ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕнче мĕн йĕркеленнĕренпех «пурăнать». Çут çанталăка юратма тата хаклама вĕрентессипе Элĕкри вăтам шкулти Людмила Петрикова («Юный геолог»), Питĕшкассинчи Татьяна Сергеева («Юный эколог») педагогсем уйрăмах пысăк вăй хураççĕ. Асăннă çул-йĕрсем кăçал – РФ Президенчĕ Тавралăха сыхламалли çулталăк тесе пĕлтернĕ çул уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавна май ачасен пĕрлешĕвĕсен ĕçĕ-хĕлĕ район администрацийĕн вĕренÿ, социаллă аталану, çамрăксен политики тата спорт пайĕ çирĕплетнĕ мероприятисен планĕпе килĕшÿллĕ йĕркеленсе пырĕ.

  Ачасемпе çамрăксен хавхаланăвĕ, романтика, шыравсен тата фантази тĕнчи – техника пултарулăхĕ те нумай енлĕ те интереслĕ. Пултарулăх центрĕ урлă техника çул-йĕрне 9 пĕрлешÿре тытса пыраççĕ. Техника кружокĕсен занятийĕсем шкулсенчи оборудованипе тивĕçтернĕ мастерскойсемпе классенче иртеççĕ. Кусем – компьютерпа ĕçлеме вĕрентекеннисем. Çак енĕпе Карачура шкулĕнчи Александр Иванов, Юнтапари – Светлана Мукина, Элĕк шкулĕнчи Тамара Чашкова ырăпа палăраççĕ. Техника пултарулăхĕ енĕпе вĕренÿ пĕрлешĕвĕсене Элĕкри вăтам шкулти Татьяна Петухова, Геннадий Михайлов, Питĕшкассинчи Валерий Лукин педагогсем ăнăçлă ертсе пыраççĕ.

  199 ачана воспитани паратпăр: шашка, шахмат, çамрăк корреспондентсен, çÿлçÿрев инспекторĕсен пĕрлешĕвĕсем.

 Пултарулах центрĕн ĕçĕ-хĕлĕнче культурологи те аякра тăмасть. Уявсем, фестивальсем, конкурссем, куравсем ирттересси йăлана кĕчĕ. Кусем ачасене культурăллă пулма вĕрентеççĕ. 2011-2012 вĕренÿ çулĕнче, сăмахран, районти мероприятисене 30 ытла ирттернĕ. Мероприятисем массăллă кăна мар, чăннипех те çутă, курăмлă, йĕркеллĕ иртчĕр тесе тăрăшатпăр. Пур ачана та хăйсене пултарулăх енĕпе тĕрĕслеме чĕнетпĕр.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика