Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватлăхра та алла çекĕл тытать

26 февраля 2014 г.

Иртнĕ кунсенче Çирĕккасси ялĕнче пурăнакан Мария Никитична Никитинăна 90 çулхи юбилей ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Никитина саламланă. Чи малтанах ĕç ветеранне Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.Путинăн саламне вуланă, парне панă.

Мария Никитична Çирĕккасси ялĕнче хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Мăн Вылăри вăтам шкулта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн аслисемпе танах хуçалăхра тăрăшнă. Лавçăра тимленĕ. Вăрçă вăхăтĕнче бригадир тивĕçĕсене пурнăçланă, окоп чавнă, вăрман каснă. 1942 çулта вăл Андрей Филипповпа çемье çавăрнă. Вăрçăра икĕ урине те амантнă яша качча тухма хирĕçлемен. Унпа ултă ача пăхса çитĕнтернĕ. Мария Никитична 55-ре чухне упăшки пурнăçран уйрăлса кайнă. Халĕ аслă ăрури çынна 21 мăнукĕ, 31 кĕçĕн мăнукĕ, тепĕр 2 кĕçĕн мăнукĕсен мăнукĕсем хăйсен ăшшине парнелеççĕ. Ватă çăм арлать, йĕппе тата çекĕлпе çыхать.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика