Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăкăр хакĕ пирки

16 января 2013 г.

Çак кунсенче кăна суту-илÿ точкисенче çăкăр хакĕ 80 пус чухлĕ ÿсрĕ. Чăваш Енре, Атăл çи федераллă округри ытти регионсемпе танлаштарсан, çăкăр хакĕ пĕчĕкрех. Иртнĕ çулхи февральте тулă çăнăхĕнчен пĕçернĕ çăкăр тата булка изделийĕсем 1, 7 процент, августра 6, 6 процент чухлĕ хăпарчĕç. Хăш-пĕр завод декабрь уйăхĕнче çăкăр хакне виççĕмĕш хут ÿстерчĕ.

Асăннă продукци социаллă пĕлтерĕшлĕ тавар шутне кĕрет, çавăнпа та унăн хакне ăна хатĕрлекенĕн, сутаканăн ытлашши (30 процентран пысăк мар) тата сăлтавсăр хăпартма ирĕк çук. Раççей Федерацийĕн Экономика аталанăвĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх иртнĕ çул Раççей шайĕнче батон вăтамран 9, 5 процент, çăкăр 7, 7 процент «çеç» хăпарнă. Тавар хакĕ ÿсни газ, çутă, коммуналлă услуга тата çăнăх хакĕ хăпарнипе çыхăннă.

Танлаштарса пăхар-ха. Иртнĕ çул вăтамран чи пысăк пахалăхлă çăнăх хакĕ 66, 7 процент, 1 сортли 70, 7 процент, 2 сортли 71, 4 процент ÿснĕ. Çавна май продукци хакне тата тăкак шайне шайлаштарасси тавар туса кăлараканшăн çăмăл мар.

Р. Илларионова.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика