Бишевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Концерт курса киленчес

08 февраля 2014 г.

Февралĕн 1-мĕшĕнче Энтриялĕнчи информаципе культура центрĕнче ял тăрăхĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕн смотр-отчечĕ иртрĕ. Ку мероприятие Культура çулне, хамăр ентешĕмĕр летчик-космонавт А.Г.Николаев çуралнăранпа 85 çул çитнине, Сочи хулинче иртекен хĕллехи ХХII Олимп вăййисене халалланă.

Концерт пуçланиччен халăх умне Энтрияль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Яковлев тухса иртнĕ çулта туса ирттернĕ ĕçĕсене пĕтĕмлетсе кăçалхи тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Унтан концерт «Моя Родина», «Саламлатпăр» юрăсемпе пуçланчĕ, ăна пĕрлештернĕ хор шăрантарчĕ. Ялти пуçламăш классенче вĕренекен ачасем хăйсен юрри-ташшисемпе халăха савăнтарчĕç. Р.Степанов «Говорит мне бабушка» сăвва, И.Еруков хăй баянпа каласа юрланă «Ах аннеçĕм, анне» юрра куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Шкул ачисем лартса панă «Как аукнется так и откликнется» сценкăра В.Рюмянцев, Р.Степанов тата Н.Романова чăн-чăн пултаруллă артистсем пек пĕр вăтанмасăр выляса пурне те тĕлĕнтерчĕç. Хĕрарăмсен ансамблĕ «Я когда-то была молодая», «Йăмрасем» ятлă юрăсене чуна пырса тивмелле юрларĕ.

Шутнерпуçĕнчи Ефремовсен çемйине те халăх çав тери кăмăллă йышăнчĕ. Ильяпа Галина юрланă «Упра мăшăрна», Аня хĕрĕн хаваслă такмакĕсене те хыттăн алă çупса хавхалантарчĕç. А.Галкина чăвашăн эрешлĕ кĕпипе, хĕрсен тухйипе халăх умне мăнаçлăн тухса «Ман юрлас килет» ятлă юрра хаваслăн юрласа, чăваш халăхĕн хăйĕн юрри-ташшисемпе мухтанмаллине тепĕр хут ĕнентерчĕ. Е.Иовлеван «Варвари» ятлă юррине Н.Кузнецовапа И.Ефремов Шупашкарти артистсем пекех юрласа халăхăн кăмăлне татах та çĕклерĕç.

Январĕн 27-мĕшĕнче Раççей халăхĕ 900 куна пынă Ленинград блокадине сирсе янăранпа 70 çул çитнине паллă турĕ, çавăн пекех февралĕн 15-мĕшĕнче Афганистанран Раççей салтакĕсене илсе тухнăранпа 25 çул çитнине палăртать. Çак пулăмсене халалласа пулас салтаксем - шкул ачисем - пухăннă халăха моряксен ташшине парнелерĕç. Концерт курма килнисем художествăлла пултарулăх коллективне пысăк хак пачĕç. Концерта М.Константинова çÿллĕ шайра ертсе пычĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Херле ялав

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Посещений сайта с 22 мая 2014 года

Счетчик посещений Counter.CO.KZ

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика