Бишевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михайлова Валентинан юбилейе

25 января 2014 г.

Кантăкран шаккать çĕнĕ самана: компьютер, планшет кĕнеки тата ыттисем те пире вулавăшри сентресем çинче салтаксем пек ретĕн-ретĕн тăракан кĕнекесенчен, майĕпен-майĕпен аяккалла илсе каясшăн. Пĕр вунă çул каялла ялти вулавăша çынсем хаваспах нумаййăн çÿренĕ пулсан, паянхи кун вара, сахалтарах та сахалтарах çÿреççĕ. Анчах та вĕсен хушшинче кĕнекесене чунтан парăннă çынсем çавах та пурри савăнтарать. Çавăн пек тĕлĕнмелле сăпайлă хĕрарăм çинчен пырать манăн сăмахăм.

Вăл - Энтриялĕнче пурăнакан Валентина Ивановна Михайлова. Хам ялти вулавăшра 34 çул ĕçленĕ май (халĕ ялти Культура çуртĕнче ĕçлетĕп), Валентина Ивановнăна тав сăмахĕ калас килет: кĕнекесемпе туслă пулнишĕн те, мана яланах ĕçре пулăшса пынишĕн те. Уйрăм тав сăмахĕ вара вулавăша нумай çул хушши çĕнĕрен те çĕнĕ кĕнекесем парнелесе тăнишĕн, вулавăшри кĕнеке фондне пуянлатнишĕн. Акă, çĕнĕ çул пуçланчĕ кăна, вăл çирĕм ытла кĕнеке илсе килсе те пачĕ. Вĕсен хушшинче ытларах: Д.Донцова, П.Дашкова, Т.Полякова, Ю.Шилова, Е.Яковлева, А.Маринина, М.Серова çырнă кĕнекесем. Çак кĕнекесем вулакансем аллинче пулма та ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ. Хăй çак детективлă жанрти кĕнекесене, юратуллă романсене каçăхса кайсах вуланă майăн, çакăн пек кĕнекесене парнелет те вулавăша. Вăл парнеленĕ кĕнекесен шучĕ икçĕртен те иртрĕ ĕнтĕ. Халĕ унăн пурнăçĕ çинчен кăштах çырса кăтартас килет.

1959 çул, шартлама сивĕ январь уйăхĕн 24-мĕшĕнче Куславкка районне кĕрекен Тĕмшер ялĕнче, Архелая Яковлевнăпа Иван Григорьевич Григорьевсен нумай ачаллă çемйинче, тăваттăмĕш хитре хĕр ача - Валентина çуралать. Пĕчĕкскер ÿсет, чупать, вылять, кулать, шкула çÿрет. Тĕмшер шкулĕнче сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Мари Республикинчи Волжск хулинче профессипе техника училищинче вĕренет, ун хыççăн Йошкар-Ола хулинче ĕçлет. Чи асра юлнă вăхăтсем вара Валентина Ивановнăн комсомол путевкипе Тюмень облаçĕнчи Сургут хулине ĕçлеме кайнисем. Чун çамрăк, чĕрере вăй-хăват вĕресе тăрать, малтан-мала вĕçес килет - пĕтĕм тĕнче санăн уру умĕнче. Сургутра вăл тимĕрпе-бетон заводĕнче крановщица пулса ĕçленĕ. 1979 çулта Сургутрах, Энтрияль каччипе паллашса ăна качча тухать.

1980 çулта çемьере хĕрĕ Ольга çуралать, 1982 çулта хĕрĕ Надежда тĕнчене килет. Вĕсем упăшкин ялĕнче, Энтриялĕнче, пурăнма пуçлаççĕ. Çамрăк строитель Вăрмарти СМУ-ра пилĕк çул, 25-мĕш партсъезд ячĕпе хисепленекен совхозра строитель бригадинче нумай çул хушши ĕçлет. Пурнăç вăл нихăçан та пĕр тикĕссĕн шумасть, хуйхи-суйхине те тÿссе ирттерме лекнĕ çамрăк хĕрарăмăн. Ачаранпах ура ыратнипе аптракан упăшки вырăнпа выртмаллах чирлесе ÿксен, Турри тусĕмлĕхпе çăмăллăх парса тăман пулсан, вун ултă çул хушши çак йывăр лава туртма, вăй-хал, тÿсĕм çитерейместчĕ пулĕ йывăрлăхсенчен хăраман харсăр хĕрарăм. Ачисем пĕчĕккĕ, ĕçе каймалла, ĕнине те пăхмалла, куç умĕнче вара яланах йывăр чирпе асапланса выртакан юратнă упăшки. Мĕн чухлĕ куççуль юхман-ши унăн куçĕсенчен, анчах та нихăçан та çын умĕнче макăрман, ах, мана питĕ йывăр, тесе те каламан.

Юратнă упăшки вилни вун пиллĕк çултан та иртрĕ ĕнтĕ, хĕрĕсем ÿссе çитĕнсе тăван килтен тухса кайнă, иккĕшĕ те Новороссийск хулинче капмар та çĕнĕ çуртсем хăпартнă çĕрте ĕçлеççĕ. Сăпайлă хĕрарăмăн чĕрине халĕ пĕрремĕш класа çÿрекен Софья мăнукĕ «5» паллăсемпе вĕренсе, хăйĕн çинçе сассипе юрласа кукамăшне савăнтарать.

Пуçа усма хăнăхман ăшă кăмăллă хĕрарăм январь уйăхĕнче 55 çул тултарать, тивĕçлĕ канăва каять. Малалла та кĕнекесемпе туслă пуласса шанса тăратăп, Энтриялĕнчи вулавăшăн алăкĕсем ăна валли те, ытти кĕнеке тусĕсем валли те яланах яриех уçă. Пурне те ырă сунса кĕтетпĕр.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Посещений сайта с 22 мая 2014 года

Счетчик посещений Counter.CO.KZ

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика