Челкасинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пирĕн Николай Петрович»

01 февраля 2014 г.

«Пирĕн Николай Петрович»

çапла хисеплесе калаççĕ халăхра çак пĕвĕпе çÿллех мар, анчах сарлака та тĕреклĕ çан-çурăмлă, халĕ çÿлĕсемпе çамрăк мар çын çинчен.

Николай Петрович Петров 1944 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче колхозниксен çемйинче çуралнă. Унăн ашшĕ, Петр Константинович Константинов, ялта пурте хисеплекен тимĕрçĕ пулнă. Икĕ вăрçă çынни пулнă вăл. Малтан, 1939-1940 çулсенче, Финляндипе пынă вăрçăра çапăçнă, унтан йывăр контузи илсе таврăннă. 1941 çулта вара Аслă Отечественнăй вăрçа тухса кайнă, нимĕç фашисчĕсемпе паттăррăн çапăçнă, Волхов фронтĕнче пулнă. 1943 çул пуçламăшĕнче йывăр аманса киле таврăнать. Вăрçă суранĕсене пăхмасăрах ĕнерхи салтак каллех тимĕрçĕ пулса ĕçлеме тытăнать, колхозра, кайран совхозра нумай вăй хурать, сывлăхне хавшатать. 1969 çулта Николай Константинович 50 çултах çĕре кĕрет.

Унăн мăшăрĕ, Анастасия Георгиевна, 3 ача амăшĕ, ĕмĕрĕпех колхозра (совхозра) ĕçленĕ. Вăл 2010 çулта 84 çул тултарсан пурнăçран уйрăлса каять. Йывăр пурнăçпа ÿснĕ вĕсен ачисем. Уйрăмах аслине, Кольăна, хĕн килет: вăрçăпа ун хыççăнхи çулсем ăна нумай нуша кÿреççĕ.

... Чупайĕнчи 7 çул вĕренмелли шкула пĕтерсен малалла вĕренме ĕмĕтленет вăл. Анчах пысăк инкек килсе тухать: вĕсен кил-çурчĕ пушарта кĕлленет. Йышлă çемйине пулăшас шутпа çамрăк Николай Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинче столяр пулса ĕçлет, темле йывăр пулсан та каçхи шкулта 10 класс вĕренсе пĕтерет, ДОСААФ шкулĕнче шофер правине алла илет.

1966 çулта Совет Çарĕнчен таврăнсан Шупашкарта ВЛКСМ обкомĕнче водитель пулса ĕçлет, хăйсен ялĕнчи хĕрпе, Вера Алексеевнăпа, çемье çавăрать. 1969 çулта ашшĕ вăхăтсăр вилсен çамрăк мăшăрăн тăван киле, Çĕнĕ Мăнтăр ялне, таврăнма тивет. Николай «Россия» совхозра унăн директорĕн, пултаруллă руководителĕн А.Волосновăн шоферĕ пулса ĕçлеме тытăнать. Нумай вăхăт ĕçлеççĕ вĕсем пĕрле. Александр Петрович сĕннипех Николай Чăваш ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетне куçăмсăр (заочно) майпа вĕренме кĕрет. Директор шоферĕн ĕçĕ питĕ канăçсăр пулсан та института ăнăçлăн вĕренсе пĕтерет. Тăрăшулăхне, пĕлĕвĕсене кура А.Волоснов ăна совхозăн 2-мĕш уйрăмĕн (Çĕнĕ Мăнтăрпа Кивĕ Мăнтăр ялĕсем) агрономăн ĕçне шанса парать. Кĕçех Николай Петровича уйрăм управляющийĕ пулма уйăрса лартаççĕ. Ку вырăнта вуншар-вуншар çынпа ĕçлемелле пулнă, уйрăмах сăвакан 200 ытла ĕне, 3 пин пуç сысна усрамалли фермăсем, машинăпа трактор паркĕ тата ытти производство участокĕсем пулнă.

Уйрăм управляющийĕнчен вара тыр пул, хăмла (20 гектар), çĕр улми, выльăх апачлĕх культурисен тухăçĕшĕн, аш-какай, сĕт туса илмелли плансемшĕн питĕ çирĕп ыйтнă. Çамрăк управляющи шанăçа тÿрре кăларнă, вăл ертсе пыракан уйрăм совхозри 4 уйрăмран чи малти, чи лайăххи пулса тăнă.

1979-1981 çулсенче Н.Петров совхоз директорĕн çумĕ (заместителĕ) пулса ĕçлерĕ, каллех нумай тăрăшрĕ, вăй хучĕ.

Пултарулăхĕпе пысăк опытне шута илсе 1981 çулта эпир парти райкомĕнче ăна совхоз директорĕ вырăнне уйăрса лартма сĕнтĕмĕр.

Çак питех те яваплă, нумай енлĕ, йывăр ĕçре Николай Петрович 20 çул ĕçлерĕ.

7 яла пĕрлештерсе тăратчĕ ун чухне «Россия» совхоз. 90-мĕш çулсенче, совхоза пайласан, «Мир» ял хуçалăх предприятийĕ пулчĕ.

Директор халăхпа, мĕн пур специалистсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлетчĕ. Умра тăракан тĕллевсене, кăткăс ыйтусене вĕсемпе пĕрле сÿтсе яватчĕ. Ун патне кашни çынах пырса калаçма, хăй сĕнĕвне пама пултарнă. Николай Петрович вара кашнинех итлеме пĕлетчĕ. Усăллă канаш паракансене çапла калатчĕ: «Тĕрĕс калатăр эсир, атьăр пĕрле вăй хурса тăватпăр ку ĕçе», - тетчĕ.

Вăл директор пулса ĕçленĕ çулсенче тунă пысăк ĕçсене вара шутласа кăларма та çук. Хăшĕ-пĕрисене кăна асăнса хăварăпăр.

Чи кирли вăл - çĕрпе тĕрĕс усă курасси, ял хуçалăх мĕн пур культурисен тухăçне ÿстерсе пырасси пулнă. Çак задача тĕпрен илсен пурнăçа кĕрсе пыратчĕ.

80-мĕш çулсенче кашни гектартан 22-25 центнер тĕш тырă пухса илетчĕç хуçалăхра, çĕр улми тухăçĕ 200 центнера çитнĕччĕ. Хăмла лаптăкĕ 70 гектар, ун тухăçĕ вара 8-9 центнер пулнă. Выльăх апачĕ, уйрăмах, утă, кăшман, кукуруза нумай туса илетчĕç, силос, сенаж хатĕрлетчĕç. Çапла вара выльăх-чĕрлĕх фермисенче те ĕçсем палăрмаллах лайăхланчĕç. Кашни ĕнерен сĕт сăвассипе (пĕтĕмпе 480 ĕне пулнă), сысна ĕрчетессипе (вĕсен шучĕ 4 пине яхăнччĕ), аш-какай туса илессипе малтисен ретĕнче пулнă совхоз.

Николай Петрович строительство ыйтăвĕсемпе питĕ нумай ĕçлерĕ. Вăл ырми-канми тăрăшнипех фермăсенче темиçе çĕнĕ вите тунăччĕ, пур фермăра та йывăр ĕçсене комплекслă майпа механизациленĕччĕ. Вĕсенче медицина профилакторийĕсем, сауна-мунчасем, канмалли пÿлĕмсем ĕçлетчĕç.

Машинăпа тракторсен паркĕсене те нумай çĕнетрĕ Николай Петрович. Кашни çулах нумай çĕнĕ техника илнисĕр пуçне çĕнĕ Мăнтăрта тата Çитмĕшре çĕнĕ юсав мастерскойсем, гаражсем тутарчĕ вăл, вĕсен территорийĕсене асфальт та сарнăччĕ.

Чулкас ялĕнче сăра завочĕ туса çитермех пуçланăччĕ, Çитмĕш ялĕнче 20 çын ĕçлемелĕх çĕвĕ цехне уçнăччĕ.

Вăл вăхăтра йĕркеллĕ çул-йĕр пулманни пысăк терт кÿретчĕ. Тĕслĕхрен, Анаткас, Çитмĕш, Чĕкету ялĕсене йĕпе-сапара, уйрăмах хĕллехи вăхăтра, нимĕнле автомашинăпа та кайма май çукчĕ. 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче çак питĕ кăткăс ыйтăва та татса пачĕç. Чулкас-Анаткас-Çитмĕш-Чĕкету ялĕсем хушшинче асфальт сарнă çул турĕç, каярахпа ăна Кĕлкешпе Тупах ялĕсене те çитерчĕç.

Тăрăшнине, ĕçшĕн çуннине кура Николай Петровича 1990 çулта Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулма суйларĕç. 2001 çулччен хуçалăха ертсе пычĕ вăл. Каярахпа халăх ăна Чулкас ял администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçне шанса пачĕ. Кунта вăл 2006 çулччен ĕçлерĕ. Каллех нумай чупрĕ, нумай турĕ опытлă ертÿçĕ. Çав çулсенче администрацине кĕрекен 7 яла та çут çанталăк газĕ кĕртрĕç, туса пĕтермен çулсене туса пĕтерчĕç. Ялсенче пурăнакансене ĕçмелли шывпа тивĕçтерессипе нумай вăй хучĕ Николай Петрович. Юлашки çулсенче пенсире вăл. Анчах çав-çавах ĕçлет ветеран. Мăшăрĕпе Вера Алексеевнăпа тата пĕрле пурăнакан Петр ывăлĕн çемйипе пĕрле вĕсем предпринимательлĕх ĕçĕпе тăрăшаççĕ, килти хуçалăхра ĕне, сысна, чăх-чĕп тытаççĕ, хурт-хăмăр ĕрчетеççĕ, çулсерен пыл чылай туса илеççĕ, ытти ачисемпе мăнукĕсене те ялан пулăшаççĕ.

Сумлă çынсем вĕсем, Петровсем, Чулкас ялĕнче те, Вăрмар районĕнче те. Хăйне вара каларăмăр ĕнтĕ халăхра чун-чĕререн хисеплесе: «Пирĕн Николай Петрович», - тесе чĕнеççĕ.

Эпир те, унпа пĕр вăхăтра пĕрле, алла-аллăн тытăнса ĕçленĕ çынсем, çапла калатпăр: «Юбилей ячĕпе сире, пирĕн Николай Петрович», сывлăхлă та телейлĕ пулăр, нумай-нумай çул пурăнăр!».

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В. Алексеев

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
429415, Урмарский район, с. Челкасы, улица Карла Маркса, дом 57
Телефон: 8(83544) 34-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика